Сывлăх - иксĕлми пуянлăх

23 Июн, 2015

Правительствăн республикăра пурăнакансен сывлăхне сыхлас енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă.

Правительство çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тата аварисене пула çынсем вилессине профилактикăлассипе çыхăннă ыйтусене контрольлесе тăрать. Патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Владимир Романов пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи пилĕк уйăхра аварисен шутне 4,4 процент чакарнипе инкек-синкекре вилекенсен йышĕ 12,7 процент сахалрах пулнă. Вăл руль умне ÿсĕрле иккĕмĕш хут ларнă водительсен уголовлă яваплăхне палăртакан саккунсене кĕртнĕ улшăнусем 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăй илнине аса илтернĕ. Йĕркене пăснă çакнашкал тĕслĕхшĕн малашне икĕ çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.

ЧР транспорт тата çул-йĕр министрĕн çумĕ Владимир Степанов республикăри çул-йĕр хăрушсăрлăхне ÿстерес енĕпе ĕçе кĕртекен мероприятисемпе килĕшÿллĕн министерство правилăсене пăхăнман тĕслĕхсене автомат режимĕпе фиксацилекен фото тата курав тытăмĕсене малалла вырнаçтарассине тĕпе хуни çинчен пĕлтернĕ. Унашкал техникăна 85 çĕрте лартнă. Стационарлă комплекссем çывăхĕнче юлашки вăхăтра транспорт аварийĕ пулманпа пĕрех.

ЧР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Андрей Тимофеев Чăваш Енре наркотиксемпе психотроплă япаласен саккунсăр çаврăнăшне сирес тĕллевпе йышăннă мероприятисем ăнăçлă пурнăçланса пынине пĕлтернĕ. Наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрăва тишкерни преступление çамрăксене анлăн хутшăнтарма пултарасси пирки сисчĕвленме кирли çинчен асăрхаттарать. "Çул çитменнисен хушшинче уголовлă явап тыттарасси йышланнине республикăра усă куракан наркотиксен тытăмĕ улшăннипе сăлтавланать. Вĕсен тĕрлĕ тĕсĕ тупăнсах тăрать", - çапла шухăшлать Раççей ФСКНн республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков.

Ларура Çĕнĕ Шупашкар тата Патăрьел район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Олег Бирюков тата Николай Глухов хăйсен хутлăхĕсенчи канашсем халăх сывлăхне сыхлас тата тĕреклетес енĕпе мĕнле ĕçлени тата Сывлăх профильне пурнăçа кĕртни пирки пĕлтернĕ.

Сăмах май, 2014 çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕн халăх сывлăхне çирĕплетес тата вĕсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе палăртнă хушма мерăсем çинчен йышăннă Указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Сывлăх профильне туса хатĕрленĕ. Вĕсене район-хулара та çирĕплетнĕ.

n Валентина ИЛЬИНА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.