Килĕшÿ тунисем - сĕт пахалăхĕшĕн

23 Июн, 2015

Михаил Игнатьев ЧР Ялхуçалăх тата Экономика министерствисене, Патшалăх ветеринари службине "сĕт туса илекен килти хуçалăхсемпе вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăма" /Патшалăх Канашне янă Çыруран/ кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕччен туса хума хушрĕ. Çак йĕркене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе мĕн тăваççĕ-ха? Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей СКВОРЦОВ хуравлать.

- Паянхи кун тĕлне сĕт туса илекен килти хуçалăхсем тата ăна пуçтаракансем пĕр-пĕрин хушшинче 4453 килĕшÿ çирĕплетнĕ, - терĕ Сергей Иванович. - Элĕк, Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенчи продукци пухакансен пĕр пайĕ унпа килĕшÿллĕн çупа çăралăх /плотность/ хисепĕ пысăкраххине кура сĕтшĕн ытларах тÿлет.

- Ĕне усракансене укçа ытларах ĕçлесе илме май туса паракан предпринимательсен тĕлне пулаймарăм-ха. Вĕсем çинчен "Хыпарта" çырса кăтартас килет. Хальлĕхе телефонпа редакцие шăнкăравласа сутлăх хака чакарса пынă пирки хушамачĕсене хаçатра асăннăшăн пире ÿпкеленипех çырлахаççĕ, çĕнĕлĕхпе паллашма йыхравламаççĕ.

- Чăн та, вĕсенчен нумайăшĕ асăннă килĕшĕве çирĕплетесшĕн мар. Сăлтавне ĕне усракансен куçĕнчен пăхас килменнипе - вĕсене укçа алăран памалли куна палăртса хума, çупа çăралăх шайĕ нормăра палăртнинчен пысăкрах чухне хушса тÿлеме килĕшменнипе - ăнлантармалла. Килĕшÿ тумасан - уйăхăн хăш кунĕсенче сĕтшĕн татăласси, паха продукцишĕн хушса тÿлесси çинчен çырса хумасан - сĕт пуçтаракан организаци çынсен умĕнче нимшĕн те яваплă мар. Ăна суда парсан та тĕрĕслĕх тупаймастăн.

- Ветслужба умне килти хуçалăхсем пухакан сĕт пахалăхне тĕрĕслеме тĕллев лартнă. Ăна мĕнле пурнăçлатăр?

- Килĕшÿ проектне ĕне тытакансем курчĕç пулĕ. Ăна хатĕрлесе кашни района çитертĕмĕр. Ветстанцисем мĕнпур ял тăрăхне ярса пачĕç. Ăна сĕт пуçтаракан тытăмсем те илнĕ. Районсенчи чĕрчун чирĕпе кĕрешекен станцисем продукци пахалăхне тĕрĕслеме 150 аппарат туянчĕç. Ветспециалистсем унпа ĕçлеме вĕренчĕç.

- Нухрат республика хыснинчен уйăрчĕç-и?

- Хамăр ĕçлесе илнипе туянтăмăр.

- Ветстанцисем пысăк тăкак тÿснине палăртас килет. Мана пĕр приборĕ 50 пин тенкĕ тăнине пĕлтерчĕç. Апла пулсан пурĕ 7,5 млн тенкĕ тăкакланă.

- Эпир уншăн кулянмастпăр. Çав укçана пин-пин çын интересĕсене хÿтĕлессишĕн йĕркелерĕмĕр. Сĕт пахалăхне палăртнăшăн продукцирен тупăш ытларах илекенсем, тирпейлекен предприятие паха сĕт сутса укçа нумайрах тăвассишĕн тата çавна кура ĕне усракансене лайăхрах тÿлессишĕн тăрăшакан предпринимательсем ветспециалистсене тав тăваççĕ. Вĕсем пахалăха тĕрĕслес тĕлĕшпе тивĕçе тăрăшса пурнăçлаççĕ.

- Продукци пухакан организацисем сĕт пахалăхне тĕрĕс-леççĕ-и?

- Çак ĕç вĕсемшĕн чи пĕлтерĕшли пулмалла. Пахине сутсан çеç укçа ытларах илĕç. Çакна лайăх пĕлеççĕ. Вĕсен 200 ытла прибор. Унпа çынсене усă курма вĕрентрĕç. Халĕ сĕте шыв хушакансене часах алăран ярса тытаççĕ. Вĕсенчен темиçе кун продукци йышăнман тĕслĕхсем пур. Сĕт ытти енĕпе стандарта тивĕçтерменнине пĕлсе пахалăхне вăл е ку енĕпе лайăхлатма ый-таççĕ.

- Хальлĕхе килти хуçалăхсемпе тунă килĕшÿсем сахал. Вĕсем - выльăх усракансен шухăш-кăмăлне хÿтĕлеме май паракан никĕс. Апла пулсан ку документа кашни хуçалăхпа çирĕплетмелле мар-и?

- Çавнашкал тĕллев лартатпăр. Анчах ку ĕçе пурнăçлама çăмăлах мар. Мĕншĕн тесен килĕшÿ тăвакансем Ялхуçалăх министерстви е Патшалăх ветеринари служби мар - сĕт пуçтаракан организацисем. Пĕтĕмпех вĕсенчен килет. Ытларахăшĕ республика ертÿлĕхĕ лартнă тĕллеве ăнланать. Çывăх вăхăтра килĕшÿсен хисепĕ чылай пысăкланасса, çынсене çупа çăралăха кура сĕтшĕн тÿлеме пуçласса шанатăп.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.