Уява - çĕнĕ тумпа
Кăçал Шупашкар хула администрацийĕ муниципалитетăн вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ валли сцена тумĕпе инструментсем туянма 2 млн тенкĕ уйăрнăччĕ.
Палăртнă тĕллеве пурнăçланă: инструментсем - икĕ трубапа саксофон тата тромбон, туяннă тумсем те - гусарсем тăхăннă евĕрлисем - хатĕр ĕнтĕ. Хула çыннисем вĕсене пуçласа Раççей кунĕ ячĕпе Хĕрлĕ тÿремре иртекен "Манăн тăван çĕршыв - Аслă Раççей" уяв концертĕнче курчĕç.
Оркестр 18 çул хула тата республика мероприятийĕсене пĕр сиктермесĕр хутшăнать. Владимир Петров ертсе пыракан коллективра - пултаруллă тата професси тĕлĕшĕнчен тарăн пĕлÿ илнĕ музыкантсем. Репертуарĕ те пуянлансах пырать: тĕрлĕ çĕршывăн маршĕсем, джаз композицийĕсем, эстрада юррисем.
Надежда ГЕОРГИЕВА.
Комментировать