ПУЛĂ ÇĂВНЕ АСА ИЛЕР-ХА
Пулă çăвĕ хăçан тата мĕнрен усăллă пулнине пĕлни пăсмасть. Диетологсен сĕнĕвĕсемпе паллаштарар-ха.
Мĕнпе лайăх
Пулă çăвĕнчи омега-3 çуллă йÿçексем шăмă массине чакарма витĕм кÿрекен рецепторсене клеткăсен шайĕнче пусараççĕ. Çавна май ăна остеопорозран /шăмăсем патракланни/ хÿтĕленме, чир пур чухне вара аталанăвне вăрахлатма ĕçеççĕ.
Унсăр пуçне пулă çăвĕнче кальцие йышăнма пулăшакан Д витамин пур.
Камăн ĕçмелле
Остеопороз чухне сывлăха лайăхлатнисĕр пуçне пулă çăвĕ чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе, уйрăмах атеросклерозпа тата гипертонипе, аптракансене усăллă. Вăл çак тĕслĕхсенче те ырă витĕм кÿрет: онкологи чирĕсем /профилактика тата сиплев вăхăтĕнче/, бронх астми, нервсем пăсăлни, депресси, сыпăсем ыратни, аслă çулсенчи çынсен пуç мимин ĕçне лайăхлатма, Альцгеймер чирĕнчен сыхланма, ÿт, çÿç, чĕрне япăхни.
Виçене пăхса
Вăтам тата аслă çулсенчи çынсен остеопорозăн малтанхи паллисене асăрхасан пулă çăвне кунне 3 хут 0,5 чей кашăкĕ ĕçмелле.
Чĕре чирлисен - кунне 2 хут чей кашăкĕн пиллĕкмĕш пайĕ чухлĕ.
Сапаланчăк склероз аптратсан сывлăха лайăхлатма - кунне 3 хут çуршар чей кашăкĕ.
Йывăр депресси аталансан - кунне 1-ер десерт кашăкĕ сывлăх лайăхланиччен.
Юнри холестерин шайĕ пысăк пулсан тата гипертонипе аптрасан - кунне 3 хут чей кашăкĕн пиллĕкмĕш пайĕ чухлĕ.
Сывă çынсен асăннă чирсенчен хÿтĕленме - кунне 1 хут чей кашăкĕн пиллĕкмĕш пайĕ чухлĕ.
Шута илме: пулă çăвне апат умĕн е ун вăхăтĕнче ĕçмелле.
Асăрханăр
Пулă çăвĕ организма хĕлле кăна, Д витамин çителĕксĕр /вăл хĕвелсĕр йĕркеленмест/ вăхăтра, кирлĕ. Унпа çуркунне е çулла сипленни япăх витĕм кÿме пултарать. Кирек хăш препаратăнни пекех пулă çăвĕн те сиенлĕ енĕсем пур.
Унпа нумай вăхăт усă курсан тата виçине пăхăнмасан вăй пĕтет, ыйхăлаттарать. Унсăр пуçне урасем ыратма тата остеопороз юхăмĕ хăвăртланма пуçлас хăрушлăх ÿсет. Çавăнпа сиплевре йĕркене çирĕп пăхăнмалла.
Çакна палăртмалла: А тата Д витаминсемлĕ комплекс ĕçнĕ чухне пулă çăвĕпе сипленмесен тĕрĕсрех.
Комментировать