«Çĕнĕ хула» проекта вăраха ямасăр пурнăçламалла

16 Июн, 2015

Ватăсем пурăнмалли çурт-йĕр çĕкличчен чи кирлĕ «обĕектсене» /туалет, мунча.../ тума хушнă. Шупашкар строителĕсем çакна темшĕн асра тытмаççĕ. «Çĕнĕ хула» микрорайонта çурт хыççăн çурт хута яраççĕ, социаллă инфратытăм вара юлса пырать. Кунта пурăнакансем тата çывăх кунсенче хваттерсене куçма хатĕрленекенсем çакăнпа кăмăлсăр.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Çĕнĕ хулара» пулчĕ, халăха чи малтан кирлĕ обћектсем çуккине тÿрех асăрхарĕ. Журналистсен ушкăнĕ унта маларах пырса çитнĕччĕ. Çынсем вĕсене хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç.

Алексейпе Яна Портновсем:

- Хальлĕхе пирĕн ача çук-ха. Ипотекăпа 3 пÿлĕмлĕ хваттер туянтăмăр. Шупашкарта атте-анне патĕнче пурăнатпăр. Кунта куçиччен юсаса пĕтересшĕн. Хваттер хакĕ тивĕçтерчĕ пире. Пÿлĕмсем, уйрăмах кухня - пысăк, хамăрах хутса ăшăтма пултарни те савăнтарчĕ. Хваттершĕн укçа сахалрах тÿлесси пирки иккĕленместпĕр. Пурте лайăх, анчах ача сачĕ, шкул, лавкка хăçан пулĕ?

Элина Чебукова:

- Çын патĕнче пурăнса йăлăхрăмăр. Çавăнпа куçса килтĕмĕр. Хваттер 2 пÿлĕмлĕ, ăна пĕлтĕр туянтăмăр. Кашни тăваткал метршăн 33 пин тенкĕ тÿлерĕмĕр. Ку хак пысăках мар. Автомашина пур, çавăнпа транспорт енчен йывăрлăх курмастпăр. 2 ача пирĕн: Роман - пиллĕкре, Юлия - виççĕре. Упăшка ĕçе çÿрет. Хам - ачасемпе. Пĕчĕккисене яма садик çукки пăшăрхантарать. Шкул та кирлĕ.

Тĕрĕсех калаççĕ çынсем. Çĕнĕ вырăна халăх куçса пĕтнĕ çĕре çак обћектсене хута ямалла. Вĕсене вара тума тытăнман та.

Михаил Игнатьев çуртсене кĕре-кĕре тухнă хыççăн Правительство членĕсемпе, Шупашкар хула ертÿçисемпе, çуртсем тăвакансемпе канашлу ирттерчĕ. Халăх хваттер сахалрах туяннине, инфратытăма çине тăрсах аталантармаллине пусăмласах палăртрĕ.

- «Çĕнĕ хула» проекта пурнăçлассине васкатас тĕллевпе эпир тĕлпулсах тăратпăр, çивĕч ыйтусене сÿтсе яватпăр, чăрмантаракан йывăрлăхсене сиретпĕр. Çак района туса пĕтерсен Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар чăнласах пĕрлешеççĕ. Çавăнпа проекта вăраха ямасăр пурнăçламалла, - терĕ Михаил Васильевич.

Строительство 2007 çулта пуçланнă. Çуллен 100 пин тăваткал метр лаптăк хута ярса вăл 7 çултан вĕçленмеллеччĕ. Хăшпĕр сăлтава пула, çав шутра çурт тăвакансем панкрута тухнипе те, ĕç чарăнса ларнă. 2011 çулта Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе «Монолитстрой» ООО, «Инкост», «ИСКО-Ч» АУО застройщиксене явăçтарнипе стройка çĕнĕрен вăй илнĕ. Ку таранччен 19 çурт /65746 м2 - 1143 хваттер/ çĕкленĕ, 1171 çын пурăнать. Халĕ строительсем 10 çурт хăпартаççĕ. Кăçал - 67032 м2, 2016 çулта 74233 м2 лаптăк хута ямалла. 43,5 пин çын пурăнмалăх 151 çурт /16,3 пин хваттер/ пулмалла.

Хальхи вăхăтра лавкка, банк, почта, кафе, парикмахерски, ыттине тумашкăн эскиз проектне хатĕрлеççĕ. 1640 вырăнлă ача сачĕсем, 3600 вырăнлă шкулсем тума палăртаççĕ. Хальлĕхе çакă йăлтах хут çинче. Анчах çынсене вĕсем пурăнма тытăнсанах кирлĕ. Çавăнпах пулĕ халăх хваттерлĕ пулма, ăна туянсан та пурăнма куçма васкамасть.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.