Салтакăн чи пысăк телейĕ

19 Фев, 2014

ЧР Патшалăх хальхи вăхăтри истори архивĕнче, архивсен пĕрлештернĕ фондĕнче, Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçин ветеранĕн, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Аркадий Самаринăн /1919-2000/ докуменчĕсем упранаççĕ. Аркадий Алексеевич çуралнăранпа кăçалхи кăрлачра 95 çул çитрĕ. Тĕлĕнмелле çак çын пирки вулавçăсене каласа кăтартас килет.

Кам-ха вăл, ăçта çуралнă, мĕн ĕçлесе пурăннă?

Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар уесне кĕнĕ Çатракассинче /халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕ/ кун çути курнă йĕкĕт Улатăрти ÿнер училищине пĕтерсен пĕр çулталăк Канашри 1-мĕш вăтам шкулта ĕçленĕ. Анчах та уроксен сехечĕ сахал пулнипе унтан кайма тивнĕ. Шăпа ăна республика шайĕпе ĕçлекен колхоз театрне илсе çитернĕ, вăл унта художник-постановщика вырнаçнă. Аркадий Самарин театрăн режиссерĕпе Василий Фроловпа паллашнă, малалла вĕсем çывăх туссем пулса тăнă.

1942 çулхи нарăс уйăхĕнче Аркадий Алексеевич хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. 108-мĕш стрелок дивизийĕн связисчĕ çапăçури паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр тата II степень Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçин орденĕсене, тĕрлĕ медале тивĕçнĕ.

Вăрçă çулĕсене аса илсе А.Самарин çапла çырнă: «... Çĕнтерÿ парачĕччен эпĕ 4500 çухрăм утса тухнă! Çакăн пек çул тунă манăн тăван стрелоксен 108-мĕш, Ленин орденĕллĕ, Хĕрлĕ Ялавлă дивизийĕ! Эпĕ Мускаври Çĕнтерÿ парадне хутшăнма тивĕçрĕм. Пĕрремĕш репетици 1945 çулхи çу уйăхĕн вĕçĕнче Штеттин хулин çар плацĕнче иртрĕ. Çав вăхăтра унта 2-мĕш Белорусси фрончĕ вырнаçнăччĕ. Нимĕç хули тăрăх тикĕс те хитрен утнă май эпир, полксенчен, дивизисенчен, армисенчен пынăскерсем, Мускаври парадра асăннă фронт ячĕпе утасси пирки шухăшламан та. Çĕр-шыв тĕп хулинчи Белорусси вокзалĕнче кĕтсе илни нихăçан та асран тухас çук. Колоннăна Мускав çыннисем казармăсем таранах ăсатрĕç. Ватă пĕр хĕрарăм куççулĕ витĕр çапла каларĕ: «Килте сире мĕн тери кĕтеççĕ вĕт!» Тăван ялне таврăнсан фронтовик унта тытăнса тăман, Шупашкара килнĕ. Иккĕмĕш колхоз театрĕ Йĕпреçре ĕçленине пĕлнĕ те унта тухса кайнă. Режиссерĕ тата директорĕ çав-çавах тус-юлташĕ Василий Фролов пулнă.

Аркадий Самарин художникра ĕçленĕ пулсан та рольсем те калăпланă. Вăл «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» /Андрей Иванович/, «Полк ывăлĕ» /Горбунов/, «Голубая двойка» /Бургомистр/ спектакльсенче вылянă.

Колхоз театрĕ хыççăн педагогика, культура тытăмĕсенче ĕçленĕ, парти енĕпе те палăрнă. Çапах та чун киленĕçне пултарулăхра тупнă. Тăван çĕр-шыв паттăрĕсене ÿкернĕ, паянхи пурнăçа сăнланă. Паллăрах ĕçĕсем çаксем: «Мария Соболевскаян паттăрлăхĕ», «Разведчиксем», «Ăсату», «Совет Союзĕн Геройĕ С.И.Илларионов», ыттисем.


Мария БЕЛКОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.