Раççей кунĕнче ‐ Атăл урлă

11 Июн, 2015

Июнĕн 12-мĕшĕнче çĕршывра чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕрне - Раççей кунне - паллă тăватпăр. Вăл - халăх пĕрлешĕвĕн, ирĕклĕхпе тăнăçлăх палли. Паллă куна халалласа кашни хуларах тĕрлĕ мероприяти иртет. Пирĕн республика та айккинче юлмасть. Раççей кунне халалланă мероприятисем июнĕн 9-мĕшĕнчех пуçланнă, июнĕн 12-мĕшĕччен унашкалли 40 йĕркелеме палăртнă. Вĕсем культурăпа кану паркĕсенче, культура керменĕсенче, библиотекăсемпе музейсенче, хулари уçă лапамсенче иртĕç. Раççей кунĕнчех Шупашкарта пурăнакансене тепĕр савăнăç кĕтĕ: аттракционсенче çурма хакпа ярăнма май пулĕ.

Паллах, тĕп мероприятисенчен пĕри Хĕрлĕ тÿремре иртĕ. Кунта уяв каçхи 5 сехетре пуçланĕ. Халăх тĕрлĕ конкурса, акцие хутшăнма пултарĕ. 6 сехетре тĕп сцена çинче Раççей кунне халалланă концерт пуçланĕ. «Флаг моего государства» юрă янăранă вăхăтра волонтерсем Хĕрлĕ тÿремре Раççейĕн 9 метрлă ялавне йăтса утĕç. Чи интереслĕ самантсенчен пĕри - Тăван çĕршыв гимнне ушкăнпа юрлани. Çав вăхăтрах тÿпене Раççей ялавĕ тĕслĕ пин-пин хăмпă вĕçĕ. Тÿреме пуçтарăннисем артистсемпе пĕрле халăхра анлă сарăлнă юрăсене шăрантарĕç. Ачасем те Тăван çĕршыва еплерех юратнине ÿкерчĕк урлă пĕлтерейĕç. Вĕсем ятарлă лапамра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне ÿкерĕç. Музыка лапамĕнче вара гитара, кĕсле калама вĕренмешкĕн май пулĕ. Унсăр пуçне иртен-çÿрене Раççейре пурăнакан халăхсен йăли-йĕркипе те паллаштарĕç. Уяв каçĕ çамрăксен «Паранаморе» тата «Река времени» рок-ушкăнсен концерчĕпе вĕçленĕ. Палăртмалла: июнĕн 12-мĕшĕнче уйрăмах хастаррисем Атăл урлă ишсе каçĕç.

 

Рубрика: 

Новости по теме