Сăнĕсем -Мухтав аллейинче

11 Июн, 2015

Лаврентий Петров Трак енри Сурăмхĕрри Карай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Варвара Осипова вара - Именкассинче. Тăван çĕршыв пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿксен алла пăшал тытса çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçланă вĕсем.

Каччăн Хĕрлĕ Çарти служба тапхăрĕ вĕçленнĕ ĕнтĕ, кăшт укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевпе вăл юлташĕсемпе Барнаул хулине çул тытать. Пĕр стройкăри ĕçе хăнăхать кăна - чĕрене хăрушă хыпар çапса хуçать: фашистсем пирĕн çĕршыв çине тапăннă.

Вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласа 1943 çулхи сентябрь уйăхĕчченех Кăнтăр фронтĕнче çапăçать пирĕн ентеш. Каярахпа - Беларуç, унтан каллех - Кăнтăр фрончĕ... Çапăçусенче тантăшĕсем хыçне пытанман вăл, яланах маттур салтак пулнине кăтартнă.

Вилĕмпе куçа-куçăн сахал мар тĕл пулма тивнĕ унăн. Çĕршыва юратни, ирсĕр тăшмана хăвăртрах çапса аркатас туйăм пулемет расчечĕн командирне хăюллăн çапăçма хавхалантарнă.

"Л.П.Петров сержант 1944 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче Днепр юханшывĕ урлă каçакансен йышĕнче пĕрремĕш пулчĕ. Тăшман траншейине чи малтан вирхĕнсе кĕрсе хăй пулемечĕпе фашистсен икĕ пулемет точкине пĕтерчĕ, вĕсен контратакине сирсе ячĕ. Июнĕн 28-мĕшĕнче Могилев хулине пехотăпа пĕрле штурмланă чухне фашистсен 2 пулемет точкине тата 8 салтака тĕп турĕ. Л.Петров Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тивĕçлĕ", - çырнă стрелоксен Хĕрлĕ ялавлă 83-мĕш полкĕн командирĕ Смурынин подполковник 1944 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче.

1944 çулхи августăн 17-мĕшĕнче стрелоксен Хĕрлĕ ялавлă 238-мĕш Карачеевски дивизи командирĕ Красноштанов генерал-майор пирĕн ентеше 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденне пама йышăну кăларать. Фронтăн Çар Совечĕ ăна çирĕплетет.

1945 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче Трак çынни тепĕр паттăрлăх кăтартать. Пруски ялĕ çывăхĕнче /Польша коридорĕ/ Л.Петров старшина батальонăн сылтăм енне станок пулемечĕпе ыткăнать. Хăйĕнчен 200 метрти "Фердинант" танк татти-сыпписĕр пенине пăхмасăрах тăшман салтакĕсене тăхланпа "çулма" пуçлать. Унăн çак тавçăрулăхĕ пехотăн хăйĕн позицине шанчăклă çирĕплетме май панă. Хальхинче харсăр чăваша 2-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă.

Одер шывĕ урлă каçнă чухнехи çапăçура Л.Петров ячĕ ĕмĕрлĕхех историе кĕме пултарнă. Трак каччи хальхинче те хирĕç çырана малтан ишекенсен хушшинче пулнă. Тăхлан шалкăм çумăр евĕр тăкăннă. Вуншар салтак вилсе Одера путнă, чылайăшĕ аманнă. Вăл шутра - батальон командирĕ те. Л.Петров йывăр аманнă майора хамăр енне илсе каçать.

- Петров, сана Одер урлă малтан каçнăшăн 1-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе, командира çăлнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чыслăпăр, - шантарнă комбат.

Шел, йывăр аманнă майора çăлса хăварма май килмен. Л.Петров шантарнă наградăна илейменнишĕн кÿренмен. Тавах Турра, тăван киле чипер таврăнма пÿрнĕ ăна.

...Хăрушă вăрçăн малтанхи çулĕнче пиншер салтакăн кунçулĕ татăлнă. Чылайăшĕ çапăçура вилнĕ, хыпарсăр çухалнисем те нумайăн, тыткăна лекнисем те сахалăн мар.

Чăваш Республикинчен арçынсемпе пĕрлех фронта ăсаннă 500 хĕр хушшинче Именкассинчи Варвара Осипова та пулнă. Ăна çар çыхăнуçин тивĕçне пурнăçлама тивнĕ.

Волхов фронтĕнчи стрелоксен 82-мĕш дивизи ротине Рыча çывăхĕнче çар заданине пурнăçланă чухне тăшман салтакĕсем хупăрласа илнĕ. Фашистсем васкаман: патрон, апат-çимĕç пĕтсе çитсен вырăссем шурлăхлă вăрмантан хăйсемех алă çĕклесе тухĕç. Вăрçăра çакнашкал лару-тăрура арçынсене те йывăр. Çапăçура тантăшне çухатнă 19-ти В.Осипова çухалса каймасть, хăй тĕслĕхĕпе фашистсене улталаса хамăрăннисем патне тухасса ĕнентерет. Чăнах та, юлашки перкелешÿре пирĕн салтаксем ункăна татса тухаççĕ. Именкасси хĕрне çак паттăрлăхшăн "Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медальпе наградăлаççĕ.

1942 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕ те унăн шăпинче тарăн йĕр хăварнă. Çиллĕ, йĕпе-сапаллă çанталăкри çапăçура çыхăну татăлнă. Ăна йĕркелеме кайнă 2 салтак та батальон штабне каялла таврăнайман. Командир Варварăна та çав заданиех парать: лини тăрăх каймалла, çыхăнăва йĕркелемеллех! Темиçе çухрăм йĕл-тĕрпе кайсан В.Осипова тăшман персе тăнă вăхăтра снаряд ванчăкĕпе аманать. Апла пулин те пăралук татăлнă вырăна шыраса тупать, ăна сыпăнтарса çыхăнăва майлаштарать. Уншăн ăна 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕ параççĕ.

...Çĕнтерÿ хыççăн Лаврентий Петров Красноармейскинчи вăтам шкулта ĕçлеме пуçлать, çамрăксене çар ĕçĕн пĕлĕвне парать. Кăштахран директорăн хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумне лартаççĕ.

Варвара Осипова та саларах ĕçе вырнаçать. Çарти специальноçĕпе районти çыхăну уйрăмĕнче ĕçлет. Çак тапхăрта паллашаççĕ те икĕ фронтовик. Кĕçех çемье çавăраççĕ. Ачисене çуратнă хыççăн Варвара Осиповна тивĕçлĕ канăва тухичченех районти обществăлла апатланăвăн предприятийĕнче вăй хурать: повар, столовăй заведующийĕ. Фронтовикла ĕçлет - яланах хастар, малта. Ăна тĕрлĕ паллăсемпе, Хисеп хучĕсемпе наградăланă.

Çамрăк мăшăр Малти Трак салинчи Ленин урамĕнче çурт лартнă, унта виçĕ ача - Юрий, Тамара, Владислав - çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ кĕçĕн ывăлĕ унпа юнашар икĕ хутлă кирпĕч çурт çĕклерĕ. Урам урлах - Çĕнтерÿ паркĕнче районти фронтовиксен Мухтав аллейи. Кунта Лаврентий Петровичпа Варвара Осиповна Петровсен сăнĕсем те пур. Паттăр мăшăрăн кăкăрĕ çинче - салтак Мухтавĕн виçĕ орденĕ.

 В. КОНСТАНТИНОВ.

Рубрика: 

Новости по теме