Усал шыçă диагноз кăна, пĕрлехи вăйпа ăна Çĕнтерме пултармаллах
Шел те, чылайăшĕ онкопатологие сыватма май килмест тесе шухăшлать. Тĕрĕссипе, рак - диагноз кăна, татăклă йышăну мар. Амака аталанма тытăннă тапхăртах тупса палăртсан хальхи медицинăн ăна парăнтармашкăн хăват çитет. Усал шыçăран чылайăшне сирме те пулать. Хăрушă чирпе Чăваш Енре еплерех кĕрешни çинчен паянхи кăларăмра медицина наукисен докторĕ, "Республикăри онкологи клиникин диспансерĕ" бюджет учрежденийĕн тĕп врачĕ Лидия ВОРОПАЕВА профессор каласа парать.
- Лидия Александровна, усал шыçăпа нушаланакансене хальхи вăхăтра диспансерта сиплемешкĕн май çителĕклине асăнтăр...
- Онкологи диспансерĕ республикăра пурăнакансене консультаци, диагностика тата сиплев пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Унăн тытăмĕнче чирлисене ятарлă, çав шутра пысăк технологиллĕ сиплев памалли 308 вырăнлă стационар /çуллен 7,5 пин ытла пациент сипленет/, 35 вырăнлă кăнтăрлахи уйрăм тата поликлиника /çуллен 65,5 пин ытла çынна консультаци парать/ пур.
Диагностикăра, сиплевре тата профилактикăра хальхи йышши оборудованипе тата çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ, специалистсен квалификацийĕ пысăк.
Хирурги, пайăрка тата хими сиплевĕсене тĕрĕс шайлаштарса пыни чиртен хăтăлма шанăç параççĕ. Кун пек чухне онкопатологие хирурги ытларах витĕм кÿрет. Асăннă тытăмра анлă усă куракан инноваци мелĕсем, комплекслă сиплев ырă улшăнусемпе савăнтараççĕ, ракран сывалма çук текен стереотиплă шухăшлава сиреççĕ.
- Медицинăри çитĕнÿсене, диагностикăн тата сиплевĕн çĕнĕ мелĕсене ĕçе кĕртнине пăхмасăр усал шыçăпа çыхăннă вилĕм ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч. Ахальтен-и, ăна пула пурнăçран уйрăлнин сăлтавĕ ытти паталогисемпе танлаштарсан малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Сирĕн шухăшпа - сăлтавĕ мĕнре?
- Онкологие ăнăçлă сиплесси чылай чухне ăна вăхăтра тупса палăртнинчен, пациент ăнтăлăвĕнчен, вăл тухтăрсене пулăшмашкăн хатĕрринчен килет. Мĕнех тăвăн, халăх менталитечĕ çавнашкал: граждансем ураран ÿкмесĕр те тухтăр патне пымаççĕ. Тĕрĕссипе, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптракансен хушшинче, усал шыçăпа нушаланакансемпе танлаштарсан, вилекен нумайрах та. Анчах çакнашкал диагноз никамăн сехрине те хăпартмасть. Рак вара чылайăшĕн вилĕм ăнлавпа ассоциациленет. Чирĕ пирки çын паян пĕлчĕ тейĕпĕр, вăл вара ыранах пурнăçпа сывпуллашма хатĕрленет. Çакнашкал шухăшлав кансĕрлет кăна. Пурнăç чăнлăхĕ сывату тапхăрĕ вăраха тăсăлнă ремисси кăна маррине çирĕплетет. Пулăшу ыйтмашкăн вăхăтра пырсан тата пахалăхлă сиплеве тивĕçсен сывалма пулатех. Тĕслĕхрен, хĕрарăмсен кăкăр парĕн ракне малтанхи тапхăртах тупсан чылай чухне хими терапийĕ те, пайăрка та кирлĕ мар, çын ураланать, Турă панă кунçулне малалла тăсать. Çавăнпа 40-рен иртнĕ хĕрарăмăн икĕ çулта пĕр хутччен маммографи тумалла-тăк, йĕркене çирĕп пăхăнмаллах. Унсăр пуçне кăкăр парне хăйĕн те тĕрĕслемелле: мăкăль тухман-и?
Тĕнчере амалăх мăйĕн ракĕпе хĕрарăм вилме пултараймасть тесе шухăшлаççĕ. Ку чăннипех çапла. Амакăн кун йышши локализацине тупса палăртмалли тытăма республикăра йĕркеленĕ ĕнтĕ. Хĕрарăмăн гинеколог патĕнче пулмалла кăна. Тĕрĕслев вăхăтĕнче специалист анализ илет. Цитологи тĕпчевĕ паян шыçă пуçланнă тапхăрта клеткăра пулса иртекен пĕчĕк улшăнăва та палăртать. Сиплев хыççăн вăл хăйне сывă туять.
Курăнакан вырăнти рак формисене çын хăй тĕрĕслесе тăраять: ÿт çинче ытлашши пăнчă çук-и, турпалли ÿсме тытăнман-и тата ытти те. Сисчĕвлентерекенни тупăнсан участок тухтăрĕ патне каймалла. Вăл онколог консультацийĕ кирлĕ тесе шухăшласан диспансера тĕрĕсленме ярать.
Консультаци поликлиники 8-19 сехетсенче пациентсене йышăнать. Пĕтĕмĕшле практика врачĕ сире йышăнăва электронлă регистратура урлă çырма пултарать. Кăнтăрлаччен районсенчен килнĕ пациентсене йышăнатпăр. Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене кăнтăрла иртсен консультаци паратпăр. Диагностикăн стандартпа палăртнă тĕпчевĕсене вырăнтах ирттеретпĕр. Онкологи чирĕ пурри çирĕпленсен стационара вырттарассине врач комиссийĕ татса парать: хирурги, радиологи е хими терапийĕн уйрăмĕсене госпитализацилемеллине пĕлтерет. Сиплев хыççăн пациена учета тăратаççĕ.
- Онкологи чирĕсене малтанхи тапхăрта палăртас енĕпе ирттерекен мероприятисен тытăмĕ пурах ĕнтĕ...
- Усал шыçăпа ăнăçлă кĕрешес ĕçре профилактика пĕлтерĕшĕ витĕмлĕ. Халăх сывлăхне профилактика тĕллевĕпе мĕнпур майпа усă курса, çирĕплетнĕ йĕркепе тăтăшах тĕрĕслени тата рака маларах тупса палăртни ăнăçу никĕсĕ иккенне çынсене пĕлтерсе тăмалла.
Халăха усал шыçă ыйтăвĕ канăç¬сăр¬лан¬тармалла. Çак тĕллевпе профилактикăна пурнăçламалли тата рак чирне маларах тупса палăртмалли тытăм туса хунă. Республикăри онкологин клиника диспансерĕнче массăллă профилактика тĕрĕслевĕн çĕнĕ мелĕсене пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсенчен пĕри - Уçă алăксен кунне ирттерни. Квалификациллĕ специалистсем-онкологсем район-хулана тата предприяти-организацие тухса çÿреççĕ, "Маммологи онкопатрулĕ" проекта пурнăçа кĕртмешкĕн пуçаруллă хутшăнаççĕ.
Пĕтĕмĕшле практика врачĕсемпе тата халăхпа тачă çыхăнса ĕçлени тĕрлĕ локализаци шайĕнчи ракăн малтанхи диагностикин тĕрĕслĕхне ÿстерме май парать. Çапла майпа вĕсене вĕрентеççĕ тата пĕрлехи ĕçе йĕркелесе тăраççĕ.
Халĕ эпир кăтартусен пĕрлехи базине тума тытăнтăмăр. 40-рен иртнĕ хĕрарăмсен регистрне хатĕрлеме пуçланă ĕнтĕ. Районсенчи медицина учрежденийĕсен тĕпчевĕсен кăтартăвĕсем диспансер архивăн пĕрлехи серверĕнче пухăнаççĕ. Врачсем усал шыçăна диагностикăланă чухнехи кăткăс лару-тăрура консультаци пама пултараççĕ, кирлĕ-тĕк, Раççейри Блохин ячĕллĕ онкологин ăслăлăх центрĕн специалисчĕсемпе çыхăнаççĕ. Ÿкерчĕксене пĕр-пĕрне пăхăнман икĕ енлĕ тĕпчев тишкересси вăй илет, çапла вара онкологие малтанхи тапхăрта тупса палăртассин пахалăхĕ ÿсет.
Çапах та малтанхи тапхăртах лартнă "рак" диагноз та çирĕп йышăну, урăхла каласан, приговор евĕрех янăрать. Кунашкал шухăшран мĕнле хăтăлмалла?
- Çынсен ăс-тăнĕнче тымарланнă стереотипа - рак хăрушă та сывалайми чир тенине - сирмешкĕн пуçаруллă хутшăнатпăр. Хальхи вăхăтра массăллă информаци кăларăмĕсем урлă, поликлиникăсенче, предприяти-организацире çынсене шикленÿрен хăтарас тĕллевпе ăнлантару ĕçне анлăн сарнă. Пациент сывалас тĕллевлĕ пулсан, чир шала кайни-кайманнине пăхмасăр, сиплев усса каять.
- Чирпе пĕрлехи вăйпа кĕрешмелле тенĕрен, республикăри хĕрарăмсен канашĕпе те тачă çыхăну йĕркелерĕр авă...
- Çапла. Кăçалхи февраль уйăхĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви тата "Республикăри хĕрарăмсен канашĕ" общество организацийĕ пуçарнипе онкологи диспансерĕнче медиксемпе пациентсен "Пĕрле эпир пултаратпăр..." форумĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - патшалăхăн, онкологсен, психологсен, социаллă ĕçченсен тата пациентсен хăйсен вăйне амака витĕм кÿмешкĕн эффективлă майсем туса хатĕрлеме пĕрлештересси тата килĕштерсе ĕçлесси. Хĕрарăмсен канашĕ çине тăнипе учрежденире кăçалхи март уйăхĕнче чирлисене психологи тĕлĕшĕнчен хÿтĕлекен центр уçăлчĕ. Асăннă пĕрлешÿ хăрушă чире парăнтарса пурнăç илемне çĕнĕрен туйса илнĕ çынсене пĕр чăмăра пухрĕ. Пĕрлехи вăйпа кăна çак хăрушă инкеке сирмешкĕн хал çитеретпĕр.
- Диспансерта чир-чĕре палăртмалли тата усал шыçăран сипленмелли мелсем паянхи кăткăс технологисемпе çыхăннине, стационар, поликлиника пуррине асăнтăр. Хирурги корпусĕн строительствинчи лару-тăру мĕнлерех? Çурт-йĕр ыйтăвĕ, каçарăр та, яланах канăçсăрлантарать вĕт.
- Хирурги корпусĕн строительстви малалла пырать. Поликлиникăна кăçал çĕнетсе юсама палăртнă. Унсăр пуçне медицина учрежденине Энгельс урамĕнче тепĕр корпус уйăрса пачĕç - унта хими терапийĕн уйрăмне тата кăнтăрлахи стационара куçарас тетпĕр. Унта çÿремешкĕн хула çыннисене меллĕрех. Кунта вара хирурги уйрăмне анлăлатăпăр. Поликлиника çумĕнчи уйрăмра усал мар шыçăллă пациентсем валли кăнтăрлахи стационар йĕркелетпĕр.
Физиотерапи сиплевĕпе тивĕçтерме, сиплев гимнастики ирттерме лицензи илтĕмĕр. Общество организацийĕсемпе, республикăри хĕрарăмсен канашĕпе пĕрле пациентсемпе вĕсен тăванĕсене психологи пулăшăвĕ парассине анлăлатма палăртрăмăр. Çаксем пурте пархатарлă тĕллевпе - пациентсен кунçулне вăрăмлатассипе - çыхăннă.
Валентина СМИРНОВА калаçнă
Комментировать