Курăка ирхи сывлăмпа çăлаççĕ

10 Июн, 2015

Туяннă чухне çавана мĕнле суйламалла, ăна епле туптамалла? Çава аврине тĕрĕс мĕнле лартмалла, унпа мĕнле çулмалла? Çак ыйтусем нумай ял ĕçченне, уйрăмах - çамрăксене тата пахча /дача/ пур хула çыннисене те кăсăклантараççĕ.

Çавапа лайăх ĕçлес тесен ăна малтан тимлĕ хатĕрлемелле. Çава çăмăл, çивĕч пулмалла, мăкалмасăр нумай вăхăт хушши çулмалла. Çава утă çулаканшăн вырнаçуллă пултăр тата ытлашши вăй хумасăр, хавхаланса ĕçлеме май патăр.

Çаван тăватă пайне палăртмалла: касакан тимĕрĕ - хĕççи, аври, тыткăчĕ, тата аврине çавапа çирĕплетмелли хатĕрсем. Çавана тĕрĕс шайлаштарасси çулаканшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Çава вăрăмăшĕ тĕрлĕрен. Ăна номерпе палăртаççĕ - 5 /-тен 9 / таранччен. Садсенче йывăçсем, тĕмсем хушшинчи курăка çулма пĕчĕк çава 5 е 6 номерли юрăхлă. Уçă вырăнта утă çулма вăйпитти арçынсем 8 е 9 номерлĕ çава хатĕрлеççĕ. Хĕрарăмсен, ватăсен пĕчĕкрех çава илмелле.

Çава пахалăхне тĕрлĕ меслетпе тĕрĕслеççĕ. Унăн тимĕрĕ çÿхе пулмалла, шаккасан лайăх янрамалла. Начар янракан çавана пĕрмаях çивĕчлетме тивет. Пахалăха тарасапа виçсе те тĕрĕслеççĕ: çава мĕн чухлĕ çăмăл - пахалăхĕ çавăн чухлĕ лайăхрах.

Çĕнĕ çавана усă курас умĕн сĕрмелли çуран тасатмалла, тĕрĕс çивĕчлетмелле. Çава çивĕчĕшне шывра ерипен çаврăнакан хăйра чулĕпе хăйрамалла. Ăна аял енчен 15-20 миллиметр сарлакăш хăйраса тухмалла, хулăнăшне çÿхетмелле. Унтан çавана туптамалла. Туптанă тимĕр çивĕчленет, лайăхрах касать. Унпа ĕçлеме çăмăлрах, хăвăрт мăкалмасть.

Çавана ятарлă сунтал çинче туптамалла. Вăл икĕ тĕрлĕ пулать: сунталĕ сарлака, лаптак, шаккамалли мăлатукĕ шĕвĕр пуçлă* тепĕр тĕсли - сунталĕ тăсмак, шĕвĕр пуçлă, мăлатукĕ лаптак. Шĕвĕр кĕтеслĕ сунтал çинче çава туптама лайăхрах. Çавана сунтал çинче алăпа çирĕп тытса йĕркелесе пымалла. Çаван туптанă анлăшĕ 3 миллиметртан ытла пулмалла мар. Сарлакарах çапса тăстарсан çинчĕшĕ хумланать. Кирек мĕнле сунтал çинче туптанă чухне те çавана мăлатукпа час-час тата пĕчĕккĕн çапмалла. Ăна çÿл енчен çÿхетсе тата туртса туптамалла, çавана ерипен куçарса пымалла. Туптанă хыççăн ăна хăйрапа икĕ енчен хăйраса çивĕчлетмелле. Çулнăçемĕн мăкалакан çавана та хăйраса тăмалла. Çава çивчĕшĕ çийĕнсе пĕтсен, касма йывăрлансан, хăвăрт мăкалакан, курăка касми пулсан çавана çĕнĕрен туптамалла, çивĕчлетмелле.

Çава аврине мĕнле лартмалла-ха? Авăра типĕ, туратсăр, çаврака йывăçран хатĕрлемелле. Çавана çирĕплетме авăр вĕçне 20-30 градус кĕтеспе касмалла, пĕчĕк шăтăк тумалла. Кĕтес çавана çĕртен мĕн чухлĕ çĕклемеллине кăтартать. Тÿрем çĕрте çивчĕшне 10-20 миллиметр, тикĕс мар çĕрте 20-30 миллиметр çĕклемелле. Çавана аври çумне икĕ тимĕр ункăпа тата йывăç савăлпа çапса çирĕплетмелле. Ункăна болтпа туртса хытармалла тусан аван.

Тыткăча çава аври çумне çулакан çын çÿллĕшне кура вырнаçтараççĕ. Çавана кĕлли çине вертикаллĕ тăратмалла та кăвапа шайĕнче паллă тумалла. Тыткăча лайăх авăнакан йывăçран /çĕмĕрт, çÿçе/ тумалла. Хулăна кăштах çурмалла, икĕ вĕçне картламалла. Унтан ăна авса çава аври çумне палăртнă тĕле пăхăр пралукпа е канрапа туртса çыхмалла. Тыткăча çаваран 45 градус чалăштарса çирĕплетмелле.

Çава хатĕр. Хут çинче унпа мĕнле çулмаллине çырса ăнлантарма йывăртарах. Анчах темиçе усăллă канаш пама пулать. Курăка ирхи сывлăм типиччен çулмалла. Ирхи курăк туни каçхи нÿрĕлĕхпе çемçелет. Выртнă курăка хирĕç тăрса çулма меллĕ. Курăка тикĕс, çурма çаврака туса касмалла, çур ункă пулать, ун варринче утă çулакан тăмалла. Тÿрĕ, кăшт малалла тайăлса, урасене хулпуççи сарлакăшĕнче тытса çулмалла.

Çавапа ĕçленĕ чухне питĕ асăрхануллă, тирпейлĕ пулмалла. Çулнă чухне ача-пăча, кушак-йытă çывăхра пулмалла мар. Çулса пĕтерсен çавана ачасем тытмалла мар вырăнта упрамалла, тутăхасран техника çăвĕпе сĕрмелле, пусмапа е шыв яман хутпа чĕркемелле, типĕ вырăна хумалла.

Василий ИВАНОВ,

инженер-строитель.

Теги: 

Новости по теме