ПŸРНЕПЕ ÇЕМÇЕН ПУССА
Этем ÿт-пĕвĕ çинче шалти органсемпе çыхăннă пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ пăнчăсем пурри çинчен темиçе те çыртăмăр ĕнтĕ. Вĕсене витерсе хамăра лайăхрах туйма пуçлатпăр. Паян çак меслетпе вăйсăрланнă пĕвере, чĕрене мĕнле пулăшмалли, чĕре сикнине мĕнле ирттермелли çинчен каласа паратпăр.
Чĕре сикнинчен
Чĕре ытла хăвăрт тапсан пулăшакан пăнчă куç улмисен тулаш енче /1-мĕш ÿкерчĕк/ вырнаçнă. Ăна массаж туни тахикарди чухне чĕре сикнине ирттерет, ÿссе кайнă юн пусăмне чакарать.
Сеанса тытăнас умĕн аялалла пăхмалла. Пăнчăсене пÿрнесемпе майĕпен 30 çеккунт пусармалла. Хытă пуссан тăн çухатма пулать. Массажа кунне икĕ хут тума юрать.
Пĕвер пăнчи
Куçсен шал енчи хĕррисемпе сăмса кăкĕ хушшинче /2-мĕш ÿкерчĕк/ вырнаçнă. Вĕсене витерни пĕвер тĕлĕнчи юн çаврăнăшне йĕркене кĕртет.
Çавăн пекех асăннă массаж куçри ÿснĕ юн пусăмне антарать. Ку куç çывăха кайсан, дальтонизмпа, конъюнктивитпа аптранă чухне, катарактăн малтанхи тапхăрĕнче питĕ усăллă: куç курасси пăсăлнипе пуç ыратнине, сăмса питĕрĕннине ирттерет.
Пăнчăсене шĕвĕр пÿрнесемпе çемçен пусса сехет йĕппи куçнă май тата каялла майĕпен массаж тумалла. 2 минутран пуçламалла. Кăтартăвĕ тивĕçтермесен 1-ер минут хушса пымалла, 5 минута çитермелле.
Пĕрремĕш курс - 4-7 кун /кунне икĕ хут/. Иккĕмĕш курс - 7-14 кун /кунне икĕ хут/. Унтан 14 кун тăхтамалла. Сывлăх лайăхланнине туймастăр пулсан - сирĕн çак пăнчă ĕçлемест. Пĕвер сывлăхĕ пирки специалистпа канашламалла.
Чĕре пăнчи
Аритми, тахикарди, гипертензи, дистони, перикардит, чĕре çитменлĕхĕ, стенокарди чухне, инсультпа инфаркт хыççăн пулăшать. Пăнчă алăсен ывăç тупанĕнче, пысăк пÿрнерен кăшт аяларах /3-мĕш ÿкерчĕк/ вырнаçнă.
Чĕре таппи хăвăртланнă чухне ăна - сехет йĕппине хирĕçле 3-5 минут, вăрахланнă пулсан сехет йĕппи куçнă пек 3-5 минут массаж тумалла.
Чĕре чиксе ыратсан çак пăнча 4-5 минут пусарса тăмалла. Кирлĕ пăнчă тупăннине çак тĕле пуссан ыратни систерет. Ăна 2-5 минут пусармалла. Курс - 7-14 кун /кунне икĕ хут/.