Юрă кайрĕ ян! та ян!..

9 Июн, 2015

Июнĕн 6-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕн Акатуйĕ 63-мĕш хут иртрĕ. Ĕçпе юрă уявĕ ячĕпе унта пухăннисене ЧР юстици министрĕ Надежда Прокопьева, Патшалăх Канашĕн патшалăх строительствин, вырăнти хăйтытăмлăх, регламент тата депутат этикин комитечĕн председателĕ Николай Малов саламларĕç. Район пуçлăхĕ Александр Степанов хресчен ĕçне чапа кăларакан аграрисене ялхуçалăх культурисем çитĕнтерес, выльăхран продуки илес ĕçре ÿсĕм тунăшăн тав турĕ.

- Эсир çине тăнăран çуракине агротехника ыйтнă пек пахалăхлă ирттерме май килчĕ, - терĕ вăл. - Калча парка шăтнă, аван çитĕнет.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ял ĕçченĕсем агропромышленноçа хывакан тÿпене пысăка хурса хакларĕ.

- Эсир сĕтел çинче çăкăр, аш-пăш, сĕт-çу çителĕклĕ пултăр тесе ырми-канми тăрăшатăр, - терĕ.

АПКра нумай çул вăй хунăшăн "Свобода" колхозăн пăру пăхаканне Зоя Токаревăна республика Пуçлăхĕн Тав хучĕпе сехетне, тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Нива" кооперативăн председательне Владимир Мурайкина, тĕп инженерне Юрий Воронова, водительне Вячеслав Скворцова тата "Свобода" колхозăн выльăх пăхаканне Зоя Терентьевăна ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп хутне пачĕç. Район администрацийĕн строительство пайĕн тĕп специалисчĕ Римма Ерофеева ЧР Строительство министерствин, Хĕрлĕ Чутай райповĕн ĕçченĕ Валентина Патьяновăпа "Исток" общество директорĕ Валерий Пашкуртов ЧР Экономика министерствин Тав хучĕсене тивĕçрĕç. Вырăнти хăйтытăмлăха пысăк тÿпе хывнăшăн Штанаш ял тăрăхĕн пуçлăхне Светлана Ефремовăна республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн Хисеп хучĕпе хавхалантарчĕç. Пуçтарăннисене "Чавал" ентешлĕхĕн, Чулхула облаçĕнчи Пильна, Муркаш, Элĕк тата Етĕрне районĕсен элчисем саламларĕç. Райцентртан, ял тăрăхĕсенчен пухăннă юрăпа ташă ушкăнĕсем савăнăçлă концерт кăтартрĕç.

Ольга МИРОНОВА,

район администрацийĕн информаци ресурсĕсен секторĕн специалисчĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.