Палăк умне чечексем хунă

18 Фев, 2014

Нарăсăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Çĕнтерÿ» асăну комплексĕнче интернационалист салтаксен палăкĕ умне чечексем хунă çĕре хутшăннă.

Унта çавăн пекех Афганистан Республикинчи çапăçусен ветеранĕсем, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен Чăваш Республикинчи органĕсен ертÿçисем, ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем, республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Шупашкар хулин ертÿçисем, общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.

Чăваш Енри хуласемпе районсенче Афганистан Республикинче çапăçусем вĕçленнĕренпе 25 çул çитнине халалланă мероприятисем иртнĕ.


А.ВАСИЛЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.