Хăшпĕр чĕрчуна тытма чармалла

5 Июн, 2015

Элĕк районĕнчи Мартынкасси - Сурăм вăрманĕ çумĕнче. Çитмĕл çул хушшинче тавралăх нумай улшăнчĕ.

Вăрманти тата ялти йывăçсенчен чылайăшĕ хăрчĕ. Районти чĕрчунсене тата вĕсем пурăнакан çĕре хÿтĕлекенни - пирĕн ял çынни Юрий Михайлов инспектор. Вăл сунар вырăнĕ шутланакан 53 пин гектар лаптăка пăхса тăрать. Хир сыснисене ăнăçлă хĕл каçарассишĕн фуражпа апатлантарчĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче шутлав ирттерчĕ.

- Районта 51 мулкача, 47 тилле, 17-шер сăсарпа хир сыснине, 11 хир чăххине, 94 ăсана шута илтĕм, - терĕ вăл.

Çитмĕл çул каялла эпĕ, 10-ри ача, вăрманта, ял таврашĕнче чĕрчун пайтах курнă. Мартынкассинчи сунарçăсем ватăлнăран пăшал çакса хире тухаймарĕç. 1941-1945 çулсенче кашкăрсем ĕрчерĕç. Аслă вăрçă хыççăн пăши, пакша, пурăш, енот йытти, арлан, хура çĕлен, хурăн пуçлă çĕлен, пăхăр çĕлен пĕрмай куç тĕлне пулнă. Халĕ курмастăп. Мулкач юлашки çулсенче сайра-хутра çеç хÿрине кăтартать.

Ял витĕр юхакан шыв çинче 5 пĕвеччĕ. Вĕсенче карас, йăпăлтак, шуçи йышлăччĕ. Вăлтапа, атмапа, алапа тытаттăмăр. Халĕ карас çеç. Колхозсен тапхăрĕнче кăвакарчăн, тăри, путене, çерçи нумайччĕ. Вĕсем саланса урăх вырăна куçрĕç. Ĕлĕк уйри улăма - урана, утта капана хывнă. Апатланма пăшисемпе мулкачсем пухăнатчĕç. Кĕрхи тĕштырă культурисен калчине хир сысни çеç мар, пăши те юратсах çинĕ.

Сăмахăма çапла пĕтĕмлететĕп. Иртнĕ ĕмĕрте сунарçăсене чĕрчуна ытлашши тытма ирĕк паман. Чĕрĕк ĕмĕрте мĕн кирлинчен ытларах тыттарчĕç тата браконьерсем чĕрчуна нумай пĕтерчĕç. Сахалланса юлнă чĕрчунсене темиçе çул тыттармалла мар. Çак йышăну сунар ĕçне лайăхлатма, туризма вăйлатма пулăшĕ.

 Вениамин АРХИПОВ,

ĕç ветеранĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.