«Пĕтĕм çитĕнĕвĕм - спорта пула»

18 Фев, 2014

«Олимп вăййисене пĕрре хутшăнса курнă спортсмен унта тепре те лекме ĕмĕтленет, - тет хăвăрт утас енĕпе тĕнче спорт мастерĕ, Тĕнче кубокĕн бронза призерĕ, XXVI çуллахи Олимп вăййисене хутшăннă Елена Грузинова. - Олимпиада - кирек камшăн та пысăк уяв, спортсменсемшĕн вара вăл - пурнăçри чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри.»

Елена Николаевна Атлантăра 1996 çулта иртнĕ çуллахи Олимп вăййисене паянхи кун та ырăпа аса илет. Унта 10-мĕш вырăн йышăннă пулин те çакнашкал ăмăртусенче вăй виçме тÿр килни те çĕнтерÿпе танах. «Спорт мана çынсемпе хутшăнма, хамăн ĕçе юратма хăнăхтарчĕ. Шăпах ăна пула халĕ манăн тус-юлташ, пĕлĕш нумай. Пĕрле ăмăртнă Елена Николаевăпа, Алина Ивановăпа, Олимпиада Ивановăпа, Владимир Андреевпа, Елена Сайкопа, Елена Аршинцевăпа /Мордва Республики/ халĕ те çыхăну тытатпăр. Ун чухнехи тата хальхи пĕтĕм çитĕнĕвĕме спорта пула тума май килчĕ. Унсăр пуçне вăл тĕнче курса çÿреме, тĕрлĕ хулана çитме пулăшрĕ», - чунне уçать тĕнче спорт çăлтăрĕсен йышне лекме пултарнăскер.

Елена Грузинова /Бронюкова/ ача чухнех спортпа туслашнă. Иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕпе аппăшне кура вăл та 4-мĕш класа куçсан çăмăл атлетика секцине çÿреме тытăннă: çулла чупнă, хĕлле йĕлтĕрпе ярăннă. Кĕçех çитĕнÿсем тума пуçланă. Сĕтелçи теннисĕ енĕпе район чемпионки пулнă. 6-мĕш класранпа вара республика шайĕнче палăрма тытăннă, хĕллехи тата çуллахи полиатлон чемпионачĕсенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăш шкулĕнче вĕренекен хĕр ача Людмила Михуткина /çăмăл атлетика/ тата Николай Судаков /йĕлтĕрпе чупса ăмăртасси/ тренерсем патĕнче ăсталăха туптанă. Хастарскер çав вăхăтрах волейболла та, баскетболла та, теннисла та вылянă, ку енĕпе иртекен ăмăртусене хутшăннă.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕрсен те спортран писмен Елена. Мĕншĕн шăпах хăвăрт утассине суйласа илнĕ-ха вăл? «Ăнсăртран пулса тухрĕ. Йăмăкăм Надя педучилищĕре вĕренетчĕ. Пĕррехинче ун патне кайрăм та тăванăм спортăн эпĕ халĕччен пĕлмен-курман тĕсĕпе аппаланнине асăрхарăм. Пĕрле хам та утса пăхас терĕм. Виктор Семенов тренер хирĕçлемерĕ. Каярахпа университетра та хăвăрт утакансене хатĕрлекен Авенир Ермолаев тренер пуррине пĕлтĕм. Паллах, вăл ирттерекен тренировкăсене кайма пуçларăм», - иртнине куçĕ умне кăларать Е.Грузинова. Шăпах Авенир Хрисанфович, физвоспитани кафедрин преподавателĕ, ертсе пынипе хĕр спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Каярахпа вăл Геннадий Семенов тренер патне куçнă, Совет Союзĕн çамрăксен пĕрлештернĕ командин йышне кĕнĕ. 1989 çулта çĕр-шыв чемпионачĕн призерĕ пулнă. Çакăн хыççăн спорт пирки вăхăтлăха манма тивнĕ: Елена çав çулах качча кайнă, ача çуратнă. Спортсăр пурăнма пултарайманскер çулталăк çурăран каллех тренировкăсене çÿреме пуçланă. Раççей çамрăксен ăмăртăвĕнче 5 километрлă дистанцие вăл иккĕмĕш вĕçленĕ. Тренерсем ăна çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командин - хальхинче çитĕннисен - йышне кĕртнĕ. Кĕçех спортсменка Ярославльтен Раççей кубокĕпе таврăннă, Челябинскра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирта - 2-мĕш, Мускаври «Вырăс хĕлĕ» ăмăртура 1-мĕш вырăнсене йышăннă. Китайра 1994 çулта йĕркеленĕ Тĕнче кубокĕнче - бронза призерĕ. Е.Грузинова республикăра чи малтан «арçынсен» дистанцине - 20 километра - парăнтарма пуçланă. 1996 çулта 10 километр хăвăрт утас енĕпе чи лайăх спортсменсен йышне лексе Олимп вăййисене хутшăннă.

Елена Николаевна кĕçех пысăк спортпа сыв пуллашнă, хăйĕн профессийĕпе ĕçлеме пуçланă. Мĕншĕн паллă нумай спортсмен пек тренер пулас, çамрăк ăрăва ăсталăхне туптамашкăн хăнăхтарас темен-ха вăл? «ЧПУн медицина факультетĕнче вĕреннĕ вăхăтрах Олимп резервĕсен училищине пĕтертĕм, çавна май манăн тренер-преподавательте ĕçлемешкĕн ирĕк пур. Анчах çак çула суйлас темерĕм, мĕншĕн тесен врач дипломне сая ярас килмерĕ. Медицинăна питĕ юрататăп», - чунне уçать Е.Грузинова. Малтан ЧПУн сывлăх пунктĕнче врач-терапевтра тăрăшнă, 2000 çултанпа вара Шупашкарти Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче акушер-гинекологра вăй хурать. 2012 çулта вăл кĕлетке йывăрăшĕ çитмен хĕрарăмсен ача çуратма пултараслăхĕпе çыхăннă диссертаци ĕçне ăнăçлă хÿтĕленĕ, медицина наукисен кандидачĕ пулса тăнă. Пысăк квалификациллĕ специалист пĕлтĕртенпе ЧПУра çур ставкăпа преподавательте те ĕçлет.

Хастарскер спорт пирки халĕ те манмасть: çемйипе йĕлтĕрпе ярăнаççĕ, бассейна кайса килеççĕ. «Çăлтăрпа» ирттернĕ ирхи зарядка», «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» - çакăн йышши мероприятисемпе ăмăртусенчен те айккинче юлмаççĕ. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант - Елена Николаевна Шупашкарта 2013 çулхи раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ Олимп çулăмĕн эстафетине хутшăнни. Ăна Олимп çулăмне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн дистанцийĕ хыççăн панă. «Çак эстафетăна хутшăнма сĕнсен хаваспах килĕшрĕм. Çуралнă кунăм тĕлне чăн-чăн пысăк парне пулчĕ ку. Олимп вăййисен тĕп символне алăра тытни - савăнăçлă, çав вăхăтрах хумхануллă самант. Факела туянтăм, ăна та, эстафетăра тăхăннă спорт костюмне те асăнмалăх упратăп», - хĕпĕртевне пытармасть тĕнче спорт мастерĕ. Халĕ, Сочире XXII хĕллехи Олимп вăййисем пынă тапхăрта, вăл ытти нумай çын пекех ăмăртусене пăхать. Уйрăмах биатлонпа, йĕлтĕрçĕсен чупăвĕпе, пăр çинче эрешлесе ярăнассипе, хоккейпа кăсăкланать. Отпускра пулнă тăк Олимпиадăна кайса курма, хамăрăннисемшĕн «чирлеме» хирĕç марччĕ тет.

Çапла, пур çĕре те ĕлкĕрет Елена Грузинова. Вăл хăйне мăшăрĕпе ачисем пулăшса-хавхалантарса тăнăран ĕç ăнса пынине палăртать. Сăмах май, кĕçĕн хĕрĕ Катя, Шупашкарти 5-мĕш гимназире ăс пухаканскер, спорт гимнастикипе туслă. Амăшĕ ăна ырă сĕнÿ-канаш нумай парать. Елена Николаевна пушă вăхăтра хĕресле тата вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме юратать. Çак чун туртăмĕ пысăк спортра çитĕнÿсем тунă чухнех çуралнă иккен. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хитре çипсене чикĕ леш енчен илсе килнĕ. Халĕ ав хамăр тăрăхра та тем тĕрли те пур: суйлама çеç ан ÿркен. «Пĕр тĕрлеме пуçласан ĕçе вĕçлемесĕр те пăрахас килмест, хăш чухне çĕрĕпех ларатăп», - тет. Турăшсем уйрăмах хитре пулаççĕ унăн. Елена Николаевна вĕсене рамкăна вырнаçтарса чиркĕве илсе каять, пачăшкăсем сăвапланă хыççăн çак тĕрĕсене çывăх çыннисене, тантăшĕсене парнелет. Унсăр пуçне вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнакан ашшĕпе амăшĕ - Николай Степановичпа Ольга Григорьевна Бронюковсем - патне тăтăшах кайса çÿрет, пахчара тата кил-тĕрĕшре пулăшать.


Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.