«Куç умне кăлар...»
Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунне 1984 çултанпа пур çĕр-шывра та паллă тăваççĕ. Çав ятпа Шупашкар хулинчи «Кăнтăр» культура çуртĕнче «Куç умне кăлар...» савăнăçлă концерт иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - япăх курнипе инвалид пулса тăнисен хушшинче кĕвĕ-çемĕ туртăмне вăй илтересси, çамрăксене пултарулăх юхăмне хутшăнтарасси.
Мероприятие асăннă культура вучахĕн хастарĕсем пуçаруллă хутшăнчĕç. Çавăн пекех Культурăпа искусство институчĕн студенчĕсем Ольга Яковлева, Екатерина Фомичева, Ирина Стишко, Анна Тукмакова вокалистсем, Юрий Тихонов кларнетист хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç.
Залра ларакансем «Кăнтăр» культура çурчĕн баянисчĕсене Александр тата Роман Ефимчуксене те ăшшăн йышăнчĕç.
Кĕвĕ-çемĕ чыславпа черетленчĕ, культура керменĕн хастарĕсене тата куç курманнисен организацийĕн ĕçне пуçаруллă хутшăнакансене Тав хучĕсемпе сумларĕç. ВОСăн Шупашкар хулинчи уйрăмĕн ертÿçи Елена Мартынова культура çуртне, Шупашкарти централизациленĕ клуб тытăмне, хула администрацийĕн культура управленине хăйсене кулленхи пурнăçра пулăшса-хавхалантарса пынăшăн тав турĕ.
Сăмах май, куç курман инвалидсемпе, çавăн пекех сусăр ачасемпе ĕçлессине «Кăнтăр» культура çурчĕ тивĕçлипе хаклать. Хевтесĕрсем валли кунта реабилитацин тĕрлĕ мероприятийĕ - пултарулăх фестивалĕсем, шашка-шахмат турнирĕсем тата ытти те - ирттереççĕ. Вĕсене куç вăйĕ чакнипе нушаланакансем хаваспах çÿреççĕ. Пĕччен мар тата, çемйисемпех пыраççĕ, чунпа пуянланаççĕ, тĕнче курăма анлăлатаççĕ.
В.ИЛЬИНА
Комментировать