Пушкăрт чăвашĕсен пурнăç çулĕ çинчен

18 Фев, 2014

Иртнĕ çул вĕçĕнче Василий Антонов прозаикăн, поэтăн, журналистăн «Хĕвел тухас умĕн» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Вăл ăс-шухăшăма, кăмăл-туйăма хумхантарчĕ.

Юлашки çулсенче нумай ăсчах, çыравçă тăван ялĕн, тавралăхĕн кун-çулне тишкерсе кĕнекесем кăларчĕç. В.Антонов та Пушкăрт чăвашĕсен пурнăç çулĕ çинчен çырать. Лайăх çырать!.. Паян кун та кĕнекери йĕркесем: «Ах, этем ятне илме çăмăл та вăл, этем пулма сĕре йывăр...» - пуçра явăнаççĕ. Тĕрĕс ĕнтĕ: халь нумайшĕ этемрен этемккене çаврăнать.

Пурнăçра Василий Сергеевичпа пĕрре те тĕл пулса калаçман. Апла пулин те вăл çырса кăтартнисене вуланă хыççăн эпĕ унăн тăван ялĕнче - Пушкăртстанри Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалта - пахчара «пиçнĕ памидорсене тататăп, петрушкине касатăп, суханне чĕлетĕп»* сĕтел хушшинче «салма яшкине, пÿремечне, хуплуне, чепчекне, чăкăт-турăхне, сĕт-çуне» тутанатăп.

Унăн пултарулăхĕпе «Шыв сикки», «Вăрттăн телей», «Ватă ăшши», «Салам, ялăм», «Ик çырма хушшинче», «Пĕрле пулар», «Неповторимое счастье» кĕнекисене вуласа паллашнăччĕ. Тĕлĕнсе вуланăччĕ. Кашни ĕçне савăнса кĕтсе илнĕччĕ. Чăваш халăх сăвăçи Порфирий Афанасьев çапла палăртать: «Василий Антонов вулакана тыткăна илекен илемлĕх меслечĕсем тупма, ăста, халĕччен никам усă курман танлаштарусемпе кĕтмен çаврăмсем ÿкерсе кăтартма пултарать. Сăвăçăн сăмахĕсене кĕнекери хăш-пĕр тĕслĕхпе çирĕплетер-ха: «Пит пиçет те иртет. Сăмах шăрпăк евĕр тăрăнать те яланлăхах юлать. Ку суран - сыватайми». «Кăсăк та шаян иртнĕ Наркутан». «Çăмăл-и ал-ури, пуян-и ăс-хакăлĕ - калаймастăп!» «Яш чух кăна çын яшт!» «Арçын йăхĕ - вилĕм çави айĕнче: çамрăклах автансăр яла ăсанаççĕ. Ух, пуç мими тухса ÿкмĕ-ши шухăшласа?»

Кĕнеке редакторĕ Петр Андреев писателĕн пултарулăхне аван хак парать: «Чăвашла та, вырăсла та ăнăçлă, ирĕккĕн çырать, ăсталăхне ырми-канми туптать. Унăн канăçсăр та хĕрÿллĕ чун-чĕринчен туйăмлă сăвăсемпе сонетсем, ĕнентерÿллĕ повеçсем, тарăн шухăшлă эссе, сăнарлă та витĕмлĕ поэмăсем, чăн пурнăçа сăнлакан калавсем шăранса тухаççĕ».

Автор çавăн пекех кĕнекере Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсен калаçăвĕнчи сăмахсене ăнлантарса панă. Вĕсем чăваш чĕлхин пуянлăхне, ытти халăх культурипе тачă çыхăннине кăтартса параççĕ. Тĕслĕхрен, анпуççи - хул пуççи* ансух - ухмах, тăмсай* ăш-вар - чун-чĕре* ĕссĕмлĕх - пуш сăмах, фантази* йăмăш - çăмăл* какăр - тĕпсĕр тарăн шăтăк* кăрпăк - пирвайхи юр* кĕттермĕш уйăх - çитес уйăх* маса /кĕтсе маса тухрĕ/ - чăтăмлăх пĕтрĕ* нараста - таса, çылăхсăр* пăйма - çăматă* пеле - инкек, нуша* сăхăм - ватă лаша* çиçĕм сирÿçи - громоотвод* талан - телей* туйра - çамрăк юман* туртăллă чун - тăван, хурăнташ* тускăнай - ачалăхри тус* хахать - хыпар, сас-хура т.ыт.те.

Василий Антонов - хальхи пурнăç çыравçи. Унăн «Хальхи юмах», «Пулăшрĕç», «Хура тутăр, шурă тутăр», «Пурнăç хакĕ», «Хула хĕрĕ», «Хăрушă хĕрарăм», «Хăрăк йывăç» калавĕсем паянхи пурнăçа ăнланса илме пулăшаççĕ, йывăр пулсан та малалла утма хистеççĕ.

Василий Сергеевич тин çеç кун çути курнă ĕçĕ пирки çапла çырать: «Калавсенче пăтрашуллă хальхи вăхăтра пурăнакан çынсен тертлĕ кун-çулĕпе ырă шухăш-ĕмĕтне сăнлама тăрăшрăм. «Хĕвел тухас умĕн» повеç чухăн халăхăн телейĕпе ирĕклĕхĕшĕн хăюллăн кĕрешнĕ революционер, пултаруллă сăвăç Клавдий Ухик шăпипе таса юратăвĕ çинчен».

Кĕнеке сăнарĕсемпе автор ентешсем кăна мар. Вăл вĕсен кашни утăмне, кăмăл-туйăмне чĕрепе туйса тăрать. Кашнин пирки яланлăхах асра юлмалли сăмахсем тупса çырса кăтартать. «Кăсăк та шаян иртрĕ нартукан /Пушкăрт чăвашĕсен уявĕ - Авт./. Çут çанталăк хăй ачисене савăнтарас хайлапа тÿлек те тăрă тÿпене тулли уйăх тата тетте евĕр илĕртÿллĕ çăлтăрсем çакрĕ. Хи-хи-хи те ха-ха-ха, хо-хо-хо та ух-ух-ух çурчĕç ял шăплăхне». Е тата: «Акă еплерех иккен вăл - юрату тути! Чăн савăк вара: чĕрепе - чĕре, тутапа - тута, кевтепе кевте пĕрлешни пысăкран та пысăк кăвайт-ши?» Кунта икĕ-виçĕ йĕрке çеç, анчах вĕсем нумайлăха аса тăрса юлаççĕ.

Чăнласах та - Василий Антонов хальхи саманари пурнăç тути-масине ăнланса илме пулăшать. Пурнăçăн тĕрлĕ енне чухлани, сăнарсен сисĕм-туйăмне пĕлни, ăс-тăнне уçса пани, кулленхи пулăмсене уççăн курса тăни - В.Антоновăн пысăк пахалăхĕсенчен пĕри. Паллах, чăваш халăхăн чун-чĕрине, кăмăл-туйăмне, самана çыхăнăвĕсене, кăткăс пулăмĕсене вăл Пушкăртра пурăнакан йăхташăмăрсен йăли-йĕрки урлă кăтартса парать.

Пултаруллă прозаикăн, поэтăн, журналистăн В.Антоновăн «Хĕвел тухас умĕн» çĕнĕ кĕнеки вулакансене килĕшессе, шухăша ярасса, кăмăл-туйăмне çĕклессе шансах тăратăп.


Е.ВАСИЛЬЕВ-БУРЗУЙ,

педагогика наукисен докторĕ, Раççей Писательсен союзĕн членĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.