Европа чемпионачĕ çывхарать
Июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта çăмăл атлетика командисем Европа чемпионачĕн стартне тухаççĕ. Вăхăт нумаях та юлмарĕ - икĕ эрне ытларах кăна. Ăмăртăва хатĕрленес ĕç кунран-кун вăй илет: атлетсем тĕрлĕ çĕршывпа хулари спорт лапамĕсенче тренировкăсенче ăсталăха туптанă вăхăтра Чăваш Ен тĕп хулинче те тавралăха хăтлăлатас, стадионсене çĕнетес ĕç хĕрсе пырать.
Истори пĕлтерет
1965-2008 çулсенче тĕрлĕ çĕршывра Европа кубокĕ ирттернĕ. Унта вуншар çĕршыв команди вăй виçнĕ. Ăмăртура арçын атлетсен кăтартăвĕсене те, хĕрарăмсенне те уйрăммăн шутласа пынă. Çак тапхăр хушшинче пурĕ 29 турнир йĕркеленĕ. Вĕсенче нимĕç арçыннисем 12 хут, СССР тата Раççей атлечĕсем - 7, Аслă Британи - 6, Франци - 3, Польша 1 хут çĕнтернĕ. Пирĕн хĕрсем командăсен кубокĕнче 17 хут мала тухнă. Вĕсене тĕнчери чи вăйлă атлетсем - Германи спортсменкисем - те парăнтарма пултарайман. Тĕрĕссипе, вĕсем те ку ăмăртура чи сумлă парнене 12 хут тивĕçнĕ. Раççей команди вара 12 çул хушшинче /1997-2008/ тĕлĕнтермеллипех тĕ¬лĕн¬тернĕ: кашнинчех пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вĕсене çĕнтерейменнине пулах ĕнтĕ - экспертсем çапла шутлаççĕ - 2009 çулта çĕнĕ правилăсем кĕртсе çĕнĕ ăмăрту - командăсен чемпионачĕ - пуçарма шутланă.
Çĕнĕ ăмăрту
Пĕрремĕшне 2009 çултах ирт¬тернинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар. Чи малтан командăсен чемпионатне Португалири Лейри хули йышăннă. Унта Германи спортсменĕсем пуринчен те вăйлăрах пулнă. Раççей команди - иккĕмĕш, Аслă Британи - бронза призерĕ. 2010 /Норвеги, Берген хули/, 2011 /Швеци, Стокгольм/, 2013 /Аслă Британи, Гейтсхед/ çулсенче кам çĕнтернĕ тетĕр? Паллах, эпир! 2012 çулта Олим¬пида пулнăран ăмăртăва ирттермен. Пĕлтĕр вара /Германи, Брауншвейг/ пирĕн çĕршывăн пĕр¬лештернĕ команди пухмача 25 медальпе пуянлатса иккĕмĕш вы-рăн йышăннă. Палăртма кăмăллă: чемпионатра Чăваш Ен чысне шалчапа сикекен Анжелика Сидорова хÿтĕленĕ. Вăл çĕн¬терÿçĕ - хăйĕн кăтартăвне çĕнетсе пике «ылтăн» çĕнсе илнĕ.
Суперлига
Европăри 50 çĕршыва спортри кăтартусемпе темиçе лигăна пайлаççĕ: суперлига, 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш лигăсем. Шупашкарта иртекенни суперлига шутланать, унта Европăри чи лайăх 12 команда хутшăнать. Паллах, вĕсен йышне Раççей те кĕрет /команда ертÿçи - Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский/. Хĕрарăмсем те, арçынсем те уйрăммăн 20 ăмăртура /тĕрлĕ дистанцие чупасси, диск, сăнă тата мăлатук ывăтасси, йĕтре тĕртесси, шалчапа, тăршшĕне тата çÿллĕшне сикесси, чăрмавсем урлă 100, 400 тата 3000 метрлă дистанцисене чупасси, 4:100, 4:400 м эстафетăсенче тата виçĕ енлĕ кĕрешÿ т.ыт./ тупăшаççĕ. Ăмăртăва кашни командăран пĕр спортсмен е ушкăн хутшăнать. Пĕрремĕш вырăна тухсан команда пухмачне 12 очко хушăнать, иккĕмĕш пулсан - 11, виççĕмĕш - 10, тăваттăмĕш - 9... Чи нумай бал пухаканни çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçет.
Шупашкар -Европа хули
Европăн çăмăл атлетика пĕр¬лешĕвĕн членĕсем 2015 çулта командăсен чемпионатне Шупашкарта ирттерме ирĕк пани те ăнсăртран мар, паллах. Чăваш Ен тĕп хули Европăри хуласенчен нимĕнпе те кая маррине пĕлтерет çакă. Ахальтен-им республика элчисем комиссие Чăваш Ен вăл - Европа, Атăл - Раççейри чи аслă юханшыв кăна мар, Европа юханшывĕ те, Шупашкарта пурăнакансем Европа çыннисем пулнине ĕнентерме тăрăшнă. Ăмăрту ирттермешкĕн те спорт инфратытăмĕ аталаннă: «Олимпийский» стадион пур, ытти кермен те чылай. Тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче çĕнтерсе палăрнă чăваш спортсменĕ те сахал мар.
Улттăмĕш чемпионат
6-мĕш чемпионата Беларуç, Германи, Аслă Британи, Испани, Итали, Норвеги, Польша, Украина, Франци, Финлянди, Швеци тата Раççей командисем хутшăнаççĕ. Ăмăртусем «Олимпийский» стадионта иртеççĕ. «Спартак» тренировка ирттермелли лапам пулĕ. Ăмăрту пуçланнине халалланă чаплă уяв вара Хĕрлĕ тÿремре июнĕн 19-мĕшĕнче пулать. Çав кунах кÿлмек хĕрринче массăллă чупу иртĕ. Кăмăл тăвакансем 5 çухрăма парăнтарĕç. Унтах спорт лапамĕсем ĕçлĕç, ачасем тĕрлĕ конкурсра вăй виçĕç.
Спортсменсемпе хăнасене пулăшма тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче - Универсиада, Олимп тата Паралимп вăййисенче - опыт пухнă 350 волонтера явăçтарĕç, вĕсен хушшинче, паллах, пирĕн ентешсем ытларах пулĕç. Турнир ĕçне 200 яхăн судья хутшăнĕ, вĕсенчен 60-шĕ - Чăваш Ен специалисчĕсем. Раççей чысне камсем хÿтĕлесси хальлĕхе паллах мар пулин те вĕсем чи хастаррисемпе пултаруллисем пулни иккĕлентермест. Унта Чăваш Ен спортсменĕсен те хутшăнма шанăç пур.
Шупашкар хула администрацийĕнче Европа чемпионачĕн медалĕсемпе паллаштарчĕç, республикăри спортпа туслă çемьесемпе массăллă ăмăртусенчи чи хастаррисене стадиона кĕме билетсем пачĕç, чĕнÿсен конкурсĕнче çĕнтернисене парнесемпе чысларĕç. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Ене килнĕ сумлă хăнасем - Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕн пулăшуçи Александр Пор¬хомовский тата Европăри çăмăл атлетика ассоциацийĕн ĕçченĕ Биляна Даничич - хутшăнчĕç.
Тĕп парне - медаль
Кашни ăмăртура, паллах, спорт¬сменсем медаль çĕнсе илессишĕн старта тухаççĕ. Çав вăхăтрах пуринчен те вăйлăрах пуласси те, хăйсен кăтартăвĕсене çĕнетесси те - малта. «Командăсен чемпионачĕн тĕп награди - медаль. Унпа ăмăртура çĕнтернĕ ушкăнсене тата призерсене чыслĕç. Калăпăр, спортсмен йĕтре тĕртсе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ пулин те ăна медаль лекмесен те пултарать, мĕншĕн тесен чи лайăххин ятне команда çеç тивĕçет», - пĕлтерчĕ ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников медальсемпе паллаштарнă май.
Тĕп парне шучĕ пысăках мар - 210/70-шер комплект/. Пĕри 80 грамм таять, медальсен пĕтĕмĕшле виçи - 16 килограмм та 800 грамм. Вĕсене хамăр тăрăхри дизайнерсен проекчĕпе Шупашкартах хатĕрлеççĕ. Медальсен дизайнĕпе техника параметрĕсене Европăри çăмăл атлетика ассоциацийĕ çирĕплетнĕ. Асăнмалăх медальсем те пулĕç - 1000 штук. Сувенирсемпе «пуянланас» текенсем валли ручкăсем, бейджиксем, сулăсем, майкăсем, бейсболкăсем тата ытти япала та хатĕр. Апла-тăк куракансем те парнесĕр юлмĕç. Вĕсене «Олимпийский» стадионта тата Хĕрлĕ тÿремре туянма май пулĕ.
Чи хастаррисене - билет
Камсем тивĕçрĕç-ха ăна? Вĕсен йышĕнче пурте тенĕ пекех пĕлекен çынсем, спортпа туслă тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем. Калăпăр, вăтам дистанцисене чупассипе çĕршыв рекордсменĕн Сергей Ивановăн çемйине çăмăл атлетикăна юратакансен хушшинче пĕлмен çын та çук пулĕ. Олимп вăййисене хутшăннă паллă спортсмен савнă мăшăрĕпе икĕ ачине те спорта явăçтарнă. Ивановсен туслă çемйине «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕ ирттерекен эстафетăра час-часах курма пулать. Унта пĕрре мар мала тухнăскерсем çемье турнирĕсемпе фестивалĕсенчен те юлмаççĕ. «Тăван енре иртекен тĕнче ша¬йĕнчи ăмăртăва хам хутшăнаймастăп. Унта çитсе курма вара яланах хавас. Хамăр спортсменсене хавхалантарас килет», - терĕ Раççей чемпионĕ. Чăваш Енри паллă марафонçăн Наталья Пучковăн çемйи те билетлă пулчĕ: вĕсем те - Ивановсем пекех - республикăри тĕрлĕ ăмăрту хастарĕсем.
ЧР триатлон федерацийĕн вице-президенчĕ Александр Яковлев вара çемйипех пынă. Унăн 4 çулти хĕрĕ Вера иртнĕ çул Наци кросĕнче «Чи çамрăкки» ята тивĕçнĕ. Шупашкарти Аня Васильевăпа Платон Кулебяев та массăллă ăмăртура чи пĕчĕккисен йышĕнче пултарулăх кăтартнă. Çамрăк мар пулин те Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» тата «Йĕлтĕр йĕрĕ» чупусенче палăрнă 83 çулсенчи Миранда Кольцовăпа Леонид Никифорова та парнесĕр хăвармарĕç. Европа чемпионачĕн ăмăртăвĕсене пăхма билетпа çавăн пекех Друговсен, Полетаевсен, Никитинсен, Васильевсен çемйисене тата кăçал çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ шкул лигинче мала тухнă Шупашкарти 22-мĕш вăтам шкул командине чысларĕç.
«Хамăрăннисемшĕн «чирлетĕп», çĕнтерессе кĕтетĕп!»
Çапла янăравлă та илемлĕ илтĕнеççĕ Европа чемпионатне халалланă чĕнÿсем. Çак кунсенче ЧР Физкультурăпа спорт министерстви ятарлă конкурсăн çĕнтерÿçисене палăртрĕ. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарти «Химпромра» ĕçлекен Владимир Прокопьев конкурса 18 чĕнÿ ярса панă /çулерех асăннă тĕслĕх шăп унăн пулчĕ/. Такмаксем хайлама ăстаскер хулари хаçат редакцийĕ йĕркелекен эстафета валли те чĕнÿсем шухăшласа тупнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - спорт темипе çыхăннă пĕр конкурсран та юлмасть. «Теннисла выляма юрататăп, унччен волейболла выляттăмăр. «Динамо» хоккей, футбол командисемшĕн «чирлетĕп», - терĕ спортпа туслă арçын.
Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарти электромеханика колледжĕнче вĕренекен Евгений Пантелеймоновăн чĕнĕвĕсем те жюри членĕсене килĕшнĕ. «Мы - сила, мы - успех, Россия лучше всех!» - текенни уйрăмах лайăххине палăртрĕç вĕсем. Каччă сăвăсем те çырать иккен, район тата вĕренÿ учрежденийĕн чысне тĕрлĕ ăмăртура хÿтĕлет.
Конкурса Шупашкарти Кузинсен çемйи те хаваспах хутшăннă. Виçĕ тăван - Любовь Павловна, Вера Васильевна, Светлана Вячеславовна - конкурс ирттернине пĕлсен васкасах пĕри алла ручка тытнă, тепри компьютер умне ларнă, виççĕмĕшĕ ноутбука «çăварлăхланă». Конкурса темиçешер тĕслĕх ярса панă та чи лайăххисен йышне кĕнĕ.
Андрей МИХАЙЛОВ
Комментировать