Тĕлпулу ырă туйăм парнелерĕ

2 Июн, 2015

Çамрăк специалистсене республикăри потребкооперацире вăй хума çултан-çул интереслĕ тата илĕртÿллĕ: автоматсене производство линийĕсене вырнаçтараççĕ, тавара шута илес тата сутас ĕçе ку чухнехи технологисемпе пуянлатаççĕ, пушă вăхăта усăллă та тĕллевлĕ ирттерме майсем туса параççĕ. Юлашки çулсенче 35 çула çитменнисем валли уяв ирттересси йăлана кĕчĕ. Чăвашпотребсоюз канашĕ тата ЧР потребкоопераци ĕçченĕсен профсоюзĕ йĕркеленипе çамрăксен 3-мĕш форумĕ майăн 28-мĕшĕнче "Салют" лагерьте иртрĕ.

Савăнăçлă уява Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов уçрĕ. Вăл çирĕп шухăш-кăмăллă, тапса тăракан вăй-халлă çамрăксене пула республикăри потребкоопераци çулсерен ырă ят çĕнсе илме тивĕçнине, суту-илÿре вĕсен таварĕ конкуренцие тÿсĕмлине палăртрĕ. Çулсерен "Чăваш Енре кооперацин çĕнĕ предприятийĕсем, суту-илÿ вырăнĕсем уçăлаççĕ. Аталану чикки сарăлнăшăн епле-ха савăнмăн?" - терĕ Валерий Михайлович. Пухăннисене форум уçăлнă ятпа саламларĕ, çитĕнÿ сунчĕ.

Ĕçлĕ тĕлпулăва ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов хутшăнчĕ, çамрăксене малашне пысăк тĕллевсем кĕтнине, палăртнине вĕсемсĕр татса пама май çуккине каларĕ. Вăрнарти "СОМ" завод форума хутшăнакансен спонсорĕ пулма килĕшнĕ.

Савăнăçлă лару-тăрура Чăвашпотребсоюз предприятийĕсемпе организацийĕсен 2014 çулхи экономика ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Муркаш районĕн потребобществи /райпо канашĕн председателĕ Борис Андреев/ мала тухса Чăвашпотребсоюз канашĕн куçса çÿрекен ялавне тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăннă Çĕрпÿ /Сергей Генералов/ тата Шупашкар районĕнчи Ишлей /Татьяна Павлова/ райповĕсене вымпелпа хавхалантарчĕç.

Форумра Чăвашпотребсоюз потребкоопераци çамрăкĕсем валли çирĕплетнĕ "Прорыв" премийĕн лауреачĕсене палăртрĕç. "ПРОинноваци", "ПРОфесси", "ПРОспорт", "ПРОсемья" номинацисенче премие Олег Петров /Муркаш райповĕ/, Надежда Челенко /Чăвашпотребсоюз/, Петр Анисимов /Йĕпреç/, Владиславпа Ольга Пыркинсем /Чăвашпотребсоюз/ тивĕçрĕç.

Форум 24 кооператив организацийĕнчи пĕр шухăшлă 140 ытла çамрăка пĕрлештерчĕ. Вĕсем хăйсене çав кун пĕр командăри хастар хĕрсемпе каччăсем евĕрех туйрĕç. Çакна уява сумлă хăнасем хутшăнни те çирĕплетрĕ. Вĕсем - республикăри фитнес федерацийĕн президенчĕ Оксана Вербина, "Единая Россия" политика партийĕн регион ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçин пĕрремĕш заместителĕ Дмитрий Шепелев, коучинг-центр директорĕ Александр Чернов, Шупашкар-Чăваш Ен епархийĕн çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи Максим Курленко, Шупашкарти коопераци техникумĕн психологĕ Зоя Петрова. Хăшĕсем кунта 2 е 3 хут килнĕ, нумайăшĕ - пуçласа. Кашни командăра - улттăн.

- Пирĕн йышран Ольга Краснова - виççĕмĕш, Алексей Эверсков - иккĕмĕш, ыттисем пĕр¬ремĕш хут хутшăнаççĕ. Кун каçипе конкурссем, ăсталăх класĕсем, тренингсем, спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Программăна çулсерен çĕнетсе пуянлатаççĕ, - терĕ Вăрмар райпо канашĕн председателĕ Сергей Харитонов.- Кунашкал уява кăçал июнь уйăхĕнче хамăр патра та ирттерĕпĕр. Кунта çине тăрсах ăсталăх пухăпăр. Команда капитанĕ пысăк опытлă Ольга Краснова ыттисене пулăшасса тата вĕрентессе шанатăп.

- Кăçал программăна "Лазертаг" вăййа, "Граффити", "Йога" ăсталăх класĕсене кĕртнĕ, - калаçăва хутшăнчĕ пĕр форумран та юлман Ольга. - Çакă савăнтарать: кунта пĕр командăна та парнесĕр хăвармаççĕ.

Мероприяти вĕçĕнче тÿпене шарсем вĕçтерчĕç. Вĕсем пуласлăх символĕ евĕр çÿлтен-çÿле çĕкленчĕç. Çамрăксем ырра ĕмĕтленсе, тин çеç паллашнă туссемпе шăп çулталăкран 4-мĕш форумра каллех тĕл пуласса çирĕп шанса шарсене курăнми пуличченех алă сулса ăсатрĕç.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.