“Сан чун ăшши чĕресенче-çке юлчĕ..."
Юрă-кĕвĕ çăлкуç шывĕ пекех. Ывăннине ирттерет, чуна кантарать, лăпкăлăх кÿрет. Кирлех-тĕк - хуйха та кăштах пусарать.
"Шăппăн кăна шăппăн ларар-и?
Лăпкă юрĕ лăпкăн çутăр-и?
Вăл тата хăçан çапла çăвать,
Пирĕн чĕресене тасатать?..
Ак, кĕçех çитеç çурхи кунсем -
Кайĕç ирĕлсе лапка юрсем..." - ытахальтен аса килмерĕç çак юрă сăмахĕсем. Юратнă мăшăрĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ, халăх юратнă юрăç Николай Гордеев пурнăçран уйрăлнă хыççăн Любовь Петровна шăпах çак юрра тăтăш итленĕ. Ăна вăл шăппăн кăна ярса тата-тата ăша хывнă... Паян Николай Гордеевăн чĕри тапма пăрахнăранпа 5 çул çитрĕ. Мĕнле пурăнать-ха паян унăн мăшăрĕ Любовь Гордеева? Маларах упăшкипе пĕрле юрланăскер паян сцена çине тухать-и? Халăх вĕсен юррисене питĕ юратнине шута илсе эпир Любовь Петровнăна "Хыпар" тĕпелне чĕнтĕмĕр.
- Коля вилнĕ хыççăн юбилейсемпе уяв каçĕсене çÿреме пăрахрăм. "Çынсен савăнăç, манăн вара вĕсене пăхса пушшех чун хурланать", - теттĕм. Арсений Тарасовăн "Шăппăн кăна, шăппăн ларар-и?" юррине çулталăк итлерĕм. Унтан Олег Прокопьевăн "Сыпкăнăм" юррине кашни каç итлеттĕм. Икĕ çул каялла вара унăн "Ырат, чунăм, ырат" юррин "тыткăнне лекрĕм". Сăмахĕсене аран-аран вĕренсе çитрĕм. Малтанах вĕсене вулаймастăмччĕ те - йĕреттĕмччĕ. Кăмăла килекен, Коля килĕштернĕ юрăсене халĕ те хушăран итлесе лăпланатăп. Вăл "Куккук" юрра юрататчĕ. Ăна итленĕ чухне куççуль шăпăртатать хамăн... Хуйха пусарма пĕртăван аппасем пурри те пулăшрĕ. Тăван тăванах вăл, йывăрлăхра та, инкек-синкекре те пăрахмасть.
- Сирĕн дуэта халăх питĕ юратса йышăнатчĕ. Сцена çине пĕччен тухма вăй-хăват çитертĕр-и?
- Тăлăх арăмĕн траурĕ чи вăррăмми теççĕ пулин те Коля вилнĕ хыççăн çур çултанах халăх умне юрлама тухрăм. Упăшкан сарăмсăр вилĕмĕ пирки çынсем тем те калаçрĕç. Çын вăл мĕн чухлĕ сахалрах пĕлет - çавăн чухлĕ нумайрах пакăлтатать. Сас-хурана сирес, манăн нимĕн пытармалли те çуккине калас тесех пĕтĕм чун хавалне пухса сцена çине тухрăм. Эпĕ, тĕрĕссипе, юрлама пуçламан-тăк, сÿнсех лараттăмччĕ пулĕ. Сцена çине тухни маншăн - Кольăпа пĕрлех пулни. Тĕлĕнсе каймалла, манăн унпах юрлас килет! Концертсенче куракансем питĕ ăшшăн йышăнаççĕ, яланах тăвăллăн алă çупса кĕтсе илеççĕ. "Гордеев арăмĕ, ах питĕ юрататпăр сире. Кольăна та питĕ юрататтăмăрччĕ", - çапла пыра-пыра сăмах хушаççĕ. Мана кураççĕ те вĕсем Кольăна аса илеççĕ. Чуна ырă пулса каять вара. Тепĕр чухне куракансем мана мар, Николай Гордеевах алă çупнăн туйăнать. Хамăн çĕнĕ юрăсене шăрантарнă хыççăн унчченхисене те юрлатăп. Вĕсене тата ытларах кăмăллаççĕ.
- Манăн чунăма "Манас çук" юрă питĕ çывăх. Эпĕ ăна пĕр каçра 10-20-шер хутчен те итлеме пултаратăп, пĕрре те йăлăхтармасть...
- Мана та килĕшет вăл. Çавăнпах Кольăн вилтăпри çинчи палăк çине те: "Манас çук савăк каçсене, манас çук савнă куçсене" тесе çыртарасшăнччĕ. Унтан вара: "Ах, ытла та эгоистка пулас мар-ха", - терĕм. Коля манăн мăшăр пулнă, анчах маншăн кăна пурăнман вĕт вăл. Ачасемшĕн, çывăх çыннисемшĕн, тăванĕсемшĕн, куракансемшĕн пурăннă. Вĕсем те юратнă-çке ăна. Вара эпир "Сан чун ăшши чĕресенче-çке юлчĕ" тесе çыртăмăр. Кунпа ачасем те килĕшрĕç. Хаклă çыннăмăр куракан асĕнче те пурăнтăр терĕмĕр. Ăна юратнă, хисепленĕ çынсем масар çине пырсах çÿреççĕ. Çимĕкре эпир каçкÿлĕм кăна, чăн юлашкинчен киле пуçтарăнатпăр.
- Калăр-ха, шăпа пÿрнипе мĕнле паллашнă эсир? Турă çырнипе 29 çул пурăннă хыççăн шăпах 29-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă-çке вăл... Вăт еплерех килсе тухать вăл...
- Чăнах та çапла-çке... Ку хисеп пирки эпĕ шухăшламанччĕ те... Эпир иксĕмĕр те Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕр шкулах - Метикассине - çÿренĕ. Пĕр хортах юрланă, концертсене те çÿренĕ. Эпĕ солистка та пулнă. "Эпĕ сана шкулта вĕреннĕ чухнех "р" калама пĕлмен хĕрача тесе астуса юлнă", - тетчĕ каярах. Пирĕн тĕлпулу вара, акă, еплерех килсе тухрĕ. Коля ун чухне Мускавра вĕреннĕ, яла каникула килнĕ пулнă. Эпĕ те каникултаччĕ. Пÿрт умне пăрăва апат пама тухнăччĕ. Пăхатăп та - велосипедпа сухаллă, кăтра вăрăм çÿçлĕ йĕкĕт иртсе пырать. Хăй малалла мар, тăрăшсах ман еннелле пăхать. "Фу, ват супнă, мăйĕ пăрăнса каять ĕнтĕ", - шухăшласа илтĕм ăшра. Мăйăхлăскер, сухал янăскер вăтăрти çын майлах туйăннăччĕ вăл мана. Ун чухне маншăн вăтăрти те ватă пек туйăннă. Коля пирĕн яла, Калиновкăна, пĕр класра вĕреннĕ юлташĕ, Сергей Чугунов, патне килме тухнă пулнă-мĕн. Пулас мăшăрăм 6-мĕш класс хыççăн Шупашкара куçса кайнă та - эпĕ ăна палламан. Каçхине хĕр-тусăмпа ял варринче иртекен ташă каçне тухрăмăр. Коля та пынă унта. Хайхи ман хĕр-тусăм: "Çак каччăна çавăрса яратăп-ха паян. Вăл - Йÿçкассисем, Мускавра артиста вĕренет ", - терĕ. Анчах унăн ăна çавăрасси пулмарĕ - Коля мана ташлама кăларчĕ. "Эсĕ мĕнле ятлă?" - тет. "Маша!" - тетĕп ним пулман пекех. Мана "Маша" ят питĕ килĕшетчĕ те - пурне те çапла калаттăмччĕ. Вăл вара: "Гриша!"- терĕ. "Мĕнех, Гриша-тăк Гриша пултăр вара!" - шухăшласа илтĕм хам. Вăл вара юлташĕнчен, Сергейран, ман çинчен ыйтса пĕлнĕ пулнă. "Енчен те эсĕ çав хĕрачана кăшт та пулин кÿрентеретĕн-тĕк эпĕ санăн юлташу пулма пăрахатăп!" - асăрхаттарнă вăл ăна. Коля вара мана курсанах: "Вăт, çак хĕре манăн качча илмелле", - тесе шухăшласа илнĕ-мĕн. Ун хыççăн вара эпир пĕр-пĕрин патне çыру çÿретме, хĕрпе каччă пек çÿреме тытăнтăмăр. Вăл мана качча тухма ыйтсан эпĕ кулса янăччĕ. "Мĕншĕн аплах кулатăн вара?"- тесе кÿреннĕччĕ те. Эпĕ вара вăл мана хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтать тесе шухăшламан та. Ун чухне эпĕ артиста питĕ чаплă çын тесе шутланă. Каярах: "Эсĕ чăнласах ыйтатăн пулсан, паллах, килĕшетĕп вара!" - тесен çеç Кольăн кăмăлĕ уçăлса кайнăччĕ. Хĕпĕртенипе вăл мана вăшт! кăна йăтса илчĕ те - çавăрчĕ те çавăрчĕ...
- Сцена çине унпа пĕрле юрлама тухасси ăçтан пуçланчĕ сирĕн?
- Коля 1999 çулта юрăç пек палăра пуçларĕ. Мускавран вĕренсе килнĕ чикан юррине шăрантаратчĕ. Кунсăр пуçне 3-4 юрра вырăсларан чăвашла куçартăмăр. Унтан вăл халăх юррисене юрлама тытăнчĕ. Кайран вĕсем Арсений Тарасов çыравçăпа, драматургпа паллашса кайнă. Арсений ăна кассета çине çыртарса хăйĕн юррисене парса янă. Коля вĕсене гитара каласа юрласа кăтартрĕ. "Пулнă пуль" ятли мана питĕ килĕшрĕ. "Чаплă юрă, ăна çитекенни тек çук. Кайса çыртар",- сĕнтĕм эпĕ. Радик Иванова аранжировкине тутарса килчĕ. Итлетпĕр хайхи. Лайăх юрлать, анчах темĕн çитмест пек туйăнать. "Пĕр япаланах темиçе хут юрлатăн, "пулнă пуль" тесе ялан пĕр майлă калатăн. Дуэт йĕркелеме кама та пулин туп", - терĕм. "Кампа юрламалла-ши, кама тупмалла-ши?" - тесе нумай "пуç ватрĕ" вăл. Юлашкинчен /2003 çулта, çулла/ : "Люб, атя иккĕн юрласа пăхатпăр", - терĕ. Малтанах манран юрласси пулмасть пулĕ тесе хирĕçлерĕм-ха. "Хатĕрленсен эсĕ ыттисенчен кая мар юрлатăн", - пĕрех хăпмарĕ-ха вăл. Тĕрĕссипе вара манăн Кольăна никампа та юрлаттарас килместчĕ. Манăн вырăнта пулас-тăк кирек мĕнле хĕрарăм та çаплах шухăшлатчĕ. Дуэт вăл - хăйнеевĕр вăйă. Унта кăштах та пулсан якăлтатни пурах. Юрату юррисенче - пушшех те. Çак юрăпа вара эпир Трактор тăвакансен культура керменĕнче сцена çине тухрăмăр. Алă та чĕтретчĕ, ура та чĕтретчĕ... Чиперех юрларăмăр, аванах йышăнчĕç. Каярах юрăсене хатĕрлеме Алина Федорова нумай пулăшрĕ. Юрăсене яланах Радик Семенов студийĕнче çыртараттăмăрччĕ. Коля мана хуть те мĕнле юрласан та яланах: "Лайăх!" - тетчĕ. Эпĕ хам вара ăна çитменлĕхĕсене калаттăм. Пĕрре вăл анне çинчен юрă çыртарса килнĕ те мана итлеттерет. Килĕшсех каймарĕ вăл, кăшкăрарах юрланă пек туйăнчĕ. Тÿсеймерĕм: "Кăна тепре кайса çыртар", - терĕм. Итлерĕ. Эпĕ каланине яланах шута илетчĕ вăл.
- Эсир ача чухнех юрлама юратнă тетĕр те, апла юрăç пулма ĕмĕтленнĕ пулĕ?
- Анне енчисем те, атте енчисем те юрра-кĕвве ăста пулнă. Пирĕн килте темиçе баян та пурччĕ. Атте, Петр Владимирович, баянпа питĕ лайăх калатчĕ. Эпĕ çав баянсене юнашар хурса тухаттăмччĕ те - вăл маншăн пианино пек пулатчĕ. Шурă тÿмесене пусса выляса лараттăмччĕ. Манăн питĕ пианинăпа калама вĕренес килетчĕ. Çавăнпа мăнукăма -Дашăна - пианино калама тăрăшсах вĕрентрĕм. Хам та вĕрентĕм. Атте тĕп бухгалтер пулнă, анне те - Нина Егоровна - бухгалтерире ĕçленĕ. Телее, аннем пурăнать-ха. 86-ра вăл халь. Майĕпен кăштăртатса çÿрет-ха. Анне чăваш юррисене сĕре хитре юрлать. Ĕлĕк ялта выльăх пуссан яланах кукар яшки пĕçеретчĕç, хăна пухатчĕç. Аттепе анне ĕçкĕсенчен юрă юрласа килнине лайăх астăватăп. Манăн асатте - Владимир Захарович Захаров - ăста купăсçă пулнă. Каярах ăна колхоз председательне лартнă. Эпĕ те ачаранах юрлама юрататăп. Шкул директорĕ, музыка преподавателĕ, Аркадий Матвеев: "Люба, санăн музыка училищине каймалла, направлени паратпăр", - тетчĕ... Эх, еплерех концертсем лартаттăмăрччĕ! 34 киллĕ ялта клуба лăк тулли халăх пухăнатчĕ... Пĕр ÿкерчĕк асăмра юлнă тата манăн. 1-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Галина тусăмпа кÿлĕ хĕрринче тем çăваттăмăрччĕ. "Эпĕ ÿссен пĕрех артистка пулатăп!" - тесе кăшкăратпăр иккĕн тан. Паян мăнукăм /вăл та 1-мĕш класра вĕренет/ çапла кăшкăрас пулсан: "Даша, эсĕ ухмаха тухнă-им?" - тетĕпех ĕнтĕ. Пире ун пек чаракан та пулман. Халĕ калатăп: "Хам артист пулаймарăм, анчах артиста качча кайрăм". Эпĕ шкул хыççăн строительство техникумĕ пĕтертĕм. Хамăн специальноçпа 2 уйăх кăна ĕçлеме тÿр килчĕ: качча кайрăм та - ывăлăмсем умлăн хыçлăн çуралчĕç. Килтех ларма тиврĕ.
- Любовь Петровна, сире Кольăпа чат пăр сăнлă тесе калакаламан-и?
- Пĕрре кăна мар! Пĕрре - эпир ун чухне тин кăна пĕрлешнĕччĕ - тĕп пасартан тухнă чухне Виктор Родионов артиста тĕл пултăмăр. "Паллашсамăр, Виктор Иосифович, ку - манăн арăм", -терĕ Коля. "Мĕнешкел пĕр сăнлă эсир, эпĕ сире пиччĕшĕпе йăмăкĕ пулĕ тенĕччĕ", - тĕлĕнчĕ Родионов.
- Эсир Николай вылякан спектакльсене çÿреттĕрччĕ-и?
- Паллах. Кашни спектакльнех темиçешер хут та курнă. Эпĕ уншăн пĕрремĕш критик те, пултарулăхра хавхалантараканĕ те пулнă. Вăл хăй те яланах: "Люба, атя-ха, пырса пăх-ха", - тетчĕ.
- Вăл драма артисчĕ те, эстрада юрăçи те пулнă. Ун пек танлаштарма юрать пулсан, хăш енĕпе вăйлăрахчĕ?
- Драма артисчĕ пек. Кашни спектакльне пăхнă хыççăн эпĕ Кольăна çĕнĕрен юратса пăрахаттăмччĕ. "Манăн Коля мĕнле чаплă çын вĕт-ха, мĕн чухлĕ çын алă çупать ăна. Мĕнле чаплă вылять вăл",- тесе шухăшлаттăмччĕ. Кайран, театртан кайсан та, хăй вылямасть пулин те театрсене çÿретчĕ. Мана та пĕрле илсе каятчĕ. "Санпа пĕрле пăхас килет", - тетчĕ.
- Николай Гордеев талантлă, хитре арçын пулнă та - ăна нумай хĕрарăм юратнă пуль. Эсир кĕвĕçмен-и?
- Кольăна эпĕ эстрадăна тухсан çеç кĕвĕçме пуçларăм. Маларах, вăл театрпа гастрольсене çÿренĕ чухне уни-куни нимĕн шухăшлама пĕлмен. Ялан макăрса юлаттăм. "Люба, ан макăр, эпĕ салтака каймастăп-çке", - лăплантаратчĕ вăл мана. Вăл гастрольтен таврăннă кун вара маншăн праçник пекехчĕ. Утса мар, вĕçсе, юрласа çÿреттĕмччĕ. Пĕр-пĕрне çав тери хытă юратнă эпир. Коля эстрада юрăçи пулса тăрсан ун пейджерĕ çине хĕрарăмсенчен: "Ырă ир пултăр, Коля!", "Телей сунатпăр сана, Коля!" йышши смс-çырусем килме пуçларĕç. Пĕррехинче чăтаймарăм: "Коля, ман патăма никам та çыру-тавраш çырмасть. Сан патна мĕншĕн шăрçалаççĕ-ха?" - терĕм. "Санăн пăшăрханма нимĕнле сăлтав та çук! Пултарулăх çыннисене халăх юратать, çавă çеç", - тетчĕ. Чăнах та, "Коля-чупкăн" тенине никамран та илтмен.
- Сире мĕнле чĕнетчĕ вăл?
- "Юрату Петровна" тетчĕ. Хушăран тата "сметанная булочка" тесе чĕнетчĕ. Эпĕ кун пек каланине питех юратмастăмччĕ. Вăл хăймапа булка çиме кăмăллатчĕ. "Ара, эпĕ сана "тутлăскерĕм" тетĕп вĕт-ха", - ăнлантаратчĕ хăй.
- Мана вăл концерчĕсенче гитара каласа юрлани питĕ килĕшетчĕ...
- Çапла, вăл ăна 2001 çулта хаклă хакпа туяннăччĕ. Халĕ вăл чехол ăшĕнче, хăш чухне мăнукăм кăларса пăнтăртаттарать. Хамăн та вĕренмелле те - вăхăт çитмест. Астăватăп-ха, ман патăма та пĕрремĕш тĕлпулăва Коля гитарăпа пынăччĕ. Хитре юрăсем юрласа "пуçăма çавăрнăччĕ". Гитара - романтика туйăмĕ çуратакан инструмент. Упăшка мана та калама вĕрентесшĕнччĕ. Халĕ, ав, мăнукăма Дашăна: "Çитĕнсессĕн аслаçу пекех гитара калама вĕренетĕн", - тетĕп. Хальлĕхе вăл ăнланмасть-ха, "Мĕн тума кирлĕ вăл?" - текелет. "Юлташусемпе похода кайсан гитара каласа юрласа паратăн!"- ăнлантаратăп эпĕ.
- Мăнукăр та юрлама юратать?
- Даша чăвашла калаçса чăвашла юрласшăн пулни мана питĕ савăнтарать. Манăн телефонран наушникпе чăвашла юрăсем итлет те "Пĕлĕт кăна юхать, пĕлĕт юхать" тесе ĕнĕрлесе çÿрет. "Вĕçенкайăк" юрра вара пуçламăшĕнчен пуçласа вĕçне çитичченех пĕлет. "Ылтăн туй" юрра та юрлать. Вăл манăн репертуарти юрăсене кăмăллать. Хампа пĕрле сцена çине те тухнăччĕ-ха. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ музыка шкулĕнче вĕренет. Фортепьяно калама хăнăхать, хорта юрлать. Дашук чăвашла пуплени шутсăр кăмăла килет. Шел те, ывăлăмсене вырăсла калаçтарса ÿстернĕ çав эпир.
- Николай Гордеева асра тытса унăн юлташĕсемпе пĕрле пĕр-пĕр фестиваль йĕркелес шухăш патне çитмерĕр-и?
- Ăна тусан питĕ лайăхчĕ те... Мĕнпе пулăшма пултарăп - пулăшăттăмччĕ. Хамран мĕн килнине йăлтах пурнăçлаттăмччĕ. Анчах фестивальсене мĕнле йĕркелемеллине, ĕçе мĕнрен тытăнмаллине пĕлместĕп.
- Кольăн концерт тумĕ те чылай-тĕр... Тăван ялĕнчи шкулта е библиотекăра музей кĕтесĕ уçас теместĕр-и?
- Унăн капăр та шукăль тумĕсем халĕ те шкапрах хамăннипе пĕрлех çакăнса тăраççĕ. Кулленхи çипуçне тăвансене валеçрĕм. Сăмах май, савнă çыннăма хам та темĕн чухлех кĕпе, шăлавар, куртка çĕлесе панă. Сцена çине тухмаллисене те парнеленĕ. Вăл ылтăн, хĕрлĕ, кăвак тĕссене питĕ юрататчĕ. Мана вара симĕс тĕс шутсăр килĕшет. Коля вĕреннĕ шкул çук ĕнтĕ. Вăл çуралса ÿснĕ килĕнче те никам та пурăнмасть. Упăшка виличчен эпир Муркаш районĕнчи Катькас ялĕнче çурт туяннăччĕ. Çавăнта Кольăна асра тытса пĕр пÿлĕм йĕркелесшĕн.
- Пĕрле пурăннă вăхăтăн кашни саманчĕ асра пулĕ те-ха... Çапах та...
- Кашни утăмрах, яланах пулăшу пулнине аса илетĕп те - куççуль тухать. Мăшăр кăвакарчăн пек килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăннă эпир. Пĕр тĕслĕх кăна илсе паратăп. Манăн Мускава каймалла-тăк, Коля телефон çине 500 тенкĕ хурса паратчĕ. Çул çине валли панулми, помидор, хура çăкăр тата пĕçернĕ какай /эпĕ ăна питĕ юрататăп/ туянатчĕ. Эпĕ унпа пурăннă чухне телефон çине укçа хурса, лавкка тăрăх апат-çимĕç туянса çÿресе курман. Унпа эпĕ тăватă алăллăччĕ, халĕ икĕ алăллă кăна. "Манăн тĕнчере икĕ юратнă хĕрарăм: пĕри - Люба, тепри - мăнук", - тетчĕ Коля. Эпĕ вара ăна яланах чăн малтан аннене асăнмаллине астутараттăм. Коля вăл кукамăшĕпе ÿснĕ те ăна сĕре хисеплетчĕ, юрататчĕ. Шкула кайиччен ăна вăл "анне" тесех чĕннĕ. Эпĕ вара унăн кукамăшне те, амăшне те хисепленĕ, юрама тăрăшнă. Хамăн анне валли кĕпе çĕлетĕп пулсан - вĕсене те манса хăварман. Кольăн йăмăкĕ амăшĕ вилсен мана блокнот пачĕ. "Паллаш, кунта сан çинчен çырни те пур,"- терĕ вăл салхуллăн. Кольăн амăшĕ ăна 1998 çултах çырнă пулнă. "Çак Любăна эпĕ пĕрре курсах юратса пăрахрăм. Ăна эпĕ Кольăран та ытларах юрататăп. Мĕн Кольăран? Хамăн хĕртен ытла юрататăп", - тенĕ унта.
- Любовь Петровна, паян мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр?
- Типшĕм Сашукпа пĕрле çуллахи вăхăтра ялсене концертпа çÿрĕпĕр. Ялти куракан питĕ килĕшет мана. Унта тухса кĕрсен кăштах уçăлатăп. Клуба 60 çын пухăнсан та - тем пекех. 60 çынна савăнтарса килтĕн-тĕк - хăв та хĕпĕртетĕн. Юлашки вăхăтра виçĕ çĕнĕ юрă çыртартăм эпĕ. "Палан", "Турă çырнă çыннăм ман" ятлă вĕсем. Тепĕр юрри хальлĕхе вăрттăнлăхра юлтăр-ха. Çĕнĕ тумсем çĕлеме патăм. Çуллахи вăхăтра тата эпĕ Катькасра пĕчĕк стройка тăвасшăн. Мунча, кану пÿлĕмĕ. Тата, паллах, пĕчĕк Дашукран чăн-чăн çын тăвасчĕ тесе ăшталанатăп. Мăнукăмпа çывăрасси мĕн тери телей вăл! "Асанне, ытала-ха, хăв çумна пăчăрта-ха мана" ,- тет те пĕчĕкскер, кăпăшкаскер - эпĕ ирĕлсех каятăп.
Комментировать