СЫПĂСЕНЕ ПУЛĂШМАЛЛА

27 Мая, 2015

Артритпа артроз - нумай çул аталанса пыракан чирсем, шел те, вĕсенчен хăвăрт сипленсе хăтăлма май çук. Тата сипленнĕ вăхăтра та хырăмлăха, пĕвере, пÿресене сиенлесрен асăрханмалла. Халăх мелĕсенчен хăшĕнпе те пулин усă курнă чухне хăвăра япăхрах туйсан сиплеве тÿрех чарса лартмалла.

Чир вĕрĕлсен организмри ылмашăну ĕçне лайăхлатакан курăксен пуххисем паха витĕм кÿреççĕ. Çавăн пекех ыратакан сыппа настойкăпа сăтăрни, унтан ун çине "пушă" компресс /пĕр сий компресс хучĕ, тепĕр сий полиэтилен, çиелтен çăм шарф/ хуни усăллă.

1 апат кашăкĕ хĕç курăкне /сабельник/ тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Улăх кĕпçин /окопник/ тымарне çăнăх пуличчен вĕтетмелле, 1 пай илсе 10 пай 70 процентлă спирта ямалла. Тĕттĕм вырăнта 21 кун лартмалла, кашни кун силлемелле. Сăрăхтармасан та юрать. Настойкăпа ыратакан сыппа сăтăрмалла.

Çак тапхăрта ăманран витĕмлĕ эмел хатĕрлеме пулать.1 стакан ăмана тăпраран тасатмалла, кĕленче банкăна хумалла, çур литр шурă эрех ямалла. Анине марльăпа витсе хĕвел лекекен чÿрече анине лартмалла. Сăрă-сарăрах шĕвек пулсан тата тĕпне ларсан сăрăхтармалла. Настойкăпа ыратакан сыппа 5 минутран кая мар сăтăрмалла, ăшă япалапа çыхмалла.

Сăтăрмалли тата компресс хумалли процедурăсене пĕтĕмпех çĕрлене хирĕç тумалла.

Хăлха çакки курăкĕнчен /одуванчик/ хатĕрленĕ шĕвек лайăх пулăшать. Банкăна унăн чечекĕсене туллиех тултармалла та шурă эрех е тасатнă /авиаци/ краççинĕ ямалла. Çиеле пусаркăч хумалла. Чечексем шĕвекпе йăлтах хупланмасан хуралса кайма пултараççĕ. Настойкăна вăхăт-вăхăтпа пăтратса илмелле. Чирлĕ сыппа эрехре пирченĕ пĕр ывăç чечекпе çеçкесем типсе кайичченех сăтăрмалла. Унтан ăшă япалапа чĕркемелле.

Купăста сĕткенĕпе хутăштарнă тăм витĕмлĕ. Тăмĕ кирек мĕнли те юрать-ха, пĕлекенсем вара ытларах хăмăррипе усă кураççĕ. Ăна шывпа çăра чуста пек пуличчен хутăштармалла. Унтан вĕтетнĕ купăста çулçисенчен юхтарнă сĕткен ярса хăймаран шĕвĕрех пуличчен çăрмалла. Сыпăсемпе çурăм шăммине сĕрмелле, тăм типиччен тытмалла.

Япаласен ылмашăнăвне лайăхлатма курăксен пуххисенчен шĕвексем хатĕрлемелле.

1-ер апат кашăкĕ илепере /донник лекарственный/, йĕтĕн курăкне /льнянка обыкновенная/, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекне, 2 апат кашăкĕ хĕç курăкне /сабельник/ термосри тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 2-3 сехет лартмалла е шыв мунчинче 15 минут пиçĕхтермелле. Виçене сывлăха кура палăртмалла. Кунне 1 апат кашăкĕнчен пуçласан лайăхрах. Организм курăксен пуххине йĕркеллех йышăнсан кунне 2 хут апатсен хушшинче чĕрĕкшер стакан ĕçме юрать.

2-шер апат кашăкĕ кĕтмел /брусника/ çулçипе сив чир курăкне /репешок/, 1-ер апат кашăкĕ аслати курăкĕпе /фиалка трехцветная/ шурă омелăна хутăштармалла. Умĕнхи курăксен пуххин шĕвекĕ пекех хатĕрлесе ĕçмелле.

Шĕвексене ĕçсе сипленмелли курс - чир вĕрĕлнĕ тапхăрта 1-2 уйăх. Профилактика тĕллевĕпе кĕркунне тата çуркунне ĕçме пулать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.