Олимпиадăна хутшăнни ‐ пысăк савăнăç
Сочири Олимп вăййисенче хĕрÿ тапхăр, спортсменсем кунсерен старта тухса Олимп медалĕсемшĕн вăй виçеççĕ. Хăш-пĕр дисциплинăра ăмăртусем вĕçленеççĕ, çавăнпа чылайăшĕ килелле çул тытать. Акă пирĕн спортсменка Елена Муратова та тăван ене таврăнчĕ. Чукун çул вокзалĕнче ăна çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.
Аса илтеретпĕр, 42 çул хушшинче пĕрремĕш хут пирĕн ентеш хĕллехи Олимпиадăра республика чысне хÿтĕлерĕ. Шел те, могул енĕпе тупăшнă пике финала тухаймарĕ, ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе вăл 21-мĕш вырăн йышăнчĕ. «Паллах, эпĕ хамăн кăтартупа кăмăлсăр, финала тухма пĕр утăм кăначчĕ. Унта çĕннине нумай пĕлтĕм, опыт пухрăм. Тăван çĕр-шывра иртекен Олимпиада уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, стартра тăнă чухне çынсем хавхалантарни вăй-хăват хушать. Кунсерен тренировкăна тухнăран Сочи хулипе паллашма вăхăт çитмерĕ. «Роза-Хутор» та çав тери пысăк, Олимп ялĕнче те уçăлса çÿреме аван. Пурăнмалли пÿлĕмсем çутă та хăтлă. Телекурав çукки вара кĕтменлĕх пулчĕ», - терĕ Елена пуйăсран тухсан.
Пирĕнпе сыв пуллашсан спортсменка канма кайрĕ тетĕр-и. «Олимпийский» стадиона çамрăк хоккеистсем патне васкарĕ, вĕсемпе пĕрле каток çине тухрĕ. «Тахçантанпах конькипе ярăнман. Ача чухне эпĕ фигуристсен секцине çÿренĕ. Анне - тренер, вăл мана пĕчĕклех конькипе ярăнма вĕрентрĕ», - калаçрĕ спортсменка арçын ачасемпе.
Спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Европа кубокĕн çĕнтерÿçи Елена Муратова ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕ. «Спортра нихăçан та çăмăл мар, медаль çĕнсе илсен савăнатăн, ăнмасан пăшăрханатăн. Фристайл - экстремаллă спорт, çавăнпа уйрăмах йывăр. Куракансемшĕн вăл кăсăклă, спортсменсене ÿксе аманасси шиклентерет. Çапах та эсир хăрамастăр, кашни ăмăртура хăюллă та маттур. Олимп вăййисене хутшăнса Чăваш Ен спорт регионĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕр, пирĕншĕн пысăк çĕнтерÿ вăл. Эсир малашне те çитĕнÿсемпе палăрасса шанатăп», - терĕ Михаил Васильевич. Елена Муратовăпа унăн тренерне Валерий Васильева Тав çырăвĕпе, сехетпе тата укçан преми илмелли сертификатпа чысларĕ.
«Кашни спортсмен Олимп тÿпине хăпарма ĕмĕтленет. Мана ăнчĕ, эпĕ Олимп вăййисен «çимĕçне» тутанса куртăм. Чăваш Ен халăхне ĕмĕтĕме пурнăçлама пулăшнăшăн тав тăватăп. Кунта мана питĕ ăшшăн кĕтсе илеççĕ, çавăнпа Шупашкара çунатланса таврăнатăп», - хавхаланчĕ спортсменка.
Тĕл пулăва çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ыттисем хутшăнчĕç. Вĕсем те олимпçăна саламларĕç, хăйсен шухăш-кăмăлĕпе паллаштарчĕç. Фристайла аталантарма спорт обћекчĕсем кирлине палăртрĕç. Валерий Васильев пĕлтернĕ тăрăх - Елена Муратова Чăваш Ене пурăнма куçса килсен çамрăксем фристайл енĕпе кăсăкланма тытăннă. Вĕсен йышĕ сахал мар, анчах тренировка ирттерме услови çукки чăрмантарать. Михаил Васильевич та çак ыйтăва кун йĕркине кĕртме хушрĕ.
М.Андреев
Комментировать