Çыхăнăва лайăхлатма майсем пур

26 Мая, 2015

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Молдова Республикин Парламенчĕн ХХ созывĕн депутачĕсене Игорь Додонпа Андрей Негуцана йышăнчĕ. Тĕлпулăва ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тата экономика аталанăвĕпе промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин хутшăнчĕç.

Михаил Васильевич Молдавипе пирĕн республика хушшинчи хутшăнусем лайăх пулнине палăртрĕ. Уйрăмах ялхуçалăх енĕпе. Вăрнарти «Август» фирма унти çĕр ĕçченĕсене ÿсентăрана хÿтĕлекен хатĕрпе тивĕçтерет, вĕсем пире - иçĕм çырлипе.

- Туслă çыхăнăва малашне те лайăхлатма пирĕн майсем пур, - терĕ Михаил Игнатьев. - Сирĕн халăх пысăк йышлă. Пирĕн пĕр тăваткал километрта - 68, сирĕн 111 çын пурăнать. Килччĕр инвесторсем пирĕн пата. Вĕсем кирек хăш хутлăхра та ĕçлеме пултараççĕ. Пирĕн çĕр айĕнчи пурлăх çук, тĕп пуянлăх - ĕçчен халăх. Палăртма кăмăллă: Чăваш Республики Раççей регионĕсен хушшинче инвестици аталанăвĕпе Мускавпа Санкт-Петербурга, Тутарстанпа Калуга облаçне хыçа хăварса 5-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Молдави Республикипе Игорь Додон паллаштарчĕ.

- Эпир Чăваш Енре - пĕрремĕш хут. Пире ырă кăмăллă çынсем кĕтсе илчĕç. Шупашкар тÿрех илемĕпе тыткăнларĕ, - терĕ Игорь Николаевич. - Лайăх вăхăтсем те пулнă-ха пирĕн. Халĕ вара лару-тăру йывăрланчĕ. 2014 çулхи июньте Молдави Евросоюзпа ирĕклĕ суту-илÿ йĕркелесси çинчен Килĕшÿ турĕ. Çавăн хыççăн Европа таварĕсем валли рынок уçăлчĕ. Конкуренци çивĕчленчĕ. Вырăнта тавар туса кăларакансене çăмăл мар. Раççейре 650 пин молдаван вăй хурать.

Игорь Додонпа Андрей Негуца Социалистсен партийĕнче тăраççĕ. Кăçал июнĕн 14-мĕшĕнче вырăнти суйлав иртет. Вĕсем хăйсен чи йышлă партийĕ çĕнтерес пирки иккĕленмеççĕ. Вара çĕршывра лайăх енне улшăнусем пулаççех теççĕ.

Молдави - Европăри тата НПППри чи чухăн çĕршывсенчен пĕри. Иçĕм çырли, пахчаçимĕçпе улма-çырла туса илесси лайăх аталаннă. Электротехника, металлурги, çăмăл, апат-çимĕç, ытти промышленноç ĕçлет.

Раççей Федерацийĕ тата Молдова Республики 1992 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче дипломати çыхăнăвĕсем йĕркеленĕ. Тĕпре - пĕрле туслăн килĕштерсе ĕçлесси. Килĕшĕве 2011 çулхи ноябрьте тата 10 çула тăснă.

Суту-илÿпе экономика тĕлĕшĕнчен пирĕн çĕршыв Молдавишĕн ертсе пыракан ĕçтеш шутланать. Экспортра унăн пайĕ - 26,3%, импортра 14,3% йышăнать. 2013 çулта пĕрлехи суту-илÿ калăпăшĕ 1,7 млрд доллара, ют çĕршывсем хывакан укçа-тенкĕ калăпăшĕнче Раççей инвестицийĕ 22 процента çитнĕ. Ытти регионсемпе пĕрле Чăваш Ен те Молдова Республикипе туслă çыхăнăва малашне те лайăхлатсах пырĕ.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Рубрика: