Тăватă орден кавалерĕ

26 Мая, 2015

Василий Сергеевич Сергеев 1920 çулхи январь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Виçĕ хĕр те пĕр ывăл çитĕннĕ вĕсен. Василий ялти шкулта вĕреннĕ, 1940 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Службăна вăл 62-мĕш Тамань-Радомски мотострелоксен бригадинче ирттернĕ.

Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фашистсене хирĕç хаяр çапăçăва кĕнĕ. Тан мар тытăçура ăна икĕ уринчен те амантнă. Госпитальтен сывалса тухнă хыççăн каллех фронта кайнă: Крымпа Çурçĕр Кавказра çапăçнă, Керчьпе Новороссийск, Варшава тата ытти хулана тăшманран ирĕке кăларма хутшăннă.

Вăрçа Германире Берлин çывăхĕнчи Потсдамра вĕçленĕ хăюллă чăваш салтакĕ паттăрлăх кăтартнă: Çурçĕр Кавказ фронтĕнчи /1942, август/ тата Беларуç фронтĕнчи /1944, июль/ хĕрÿ çапăçусенче палăрнăшăн Василий Сергеев ефрейтора Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе наградăланă. Çавăн пекех вăл III степеньлĕ Мухтав, I степеньлĕ Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсене, «Кавказа хÿтĕленĕшĕн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.

Василий Сергеев вăрçăра связист пулнă: пĕр аллинче - кабель тĕрки, тепринче - автомат, çурăм хыçĕнче - телефон аппарачĕ.

Сăнав пункчĕпе малти лини хушшинчи телефон пралукĕ татăлсан салтаксем кирлĕ самантра атакăна çĕкленеймеççĕ - связист çакна лайăх ăнланнă. Çавăнпа ăна асăрхаса-йĕркелесе тăнă. 1943 çулхи августăн 31-мĕшĕнче Василий Сергеев аслă телефониста çĕнĕрен 10 километр çыхăну линийĕ хума задани панă. Ăна палăртнă вăхăтра тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă.

Тамань çурутравне нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă чухне те вăл бригада командованийĕн çыхăнăвне йĕркелесе тăнă.

1944 çулхи январĕн 15-мĕшĕнчи çыхăну линине тÿрлетнĕ вăхăтра В.Сергеева кăкăртан амантнă. Сурана çыхнă хыççăн салтак санчаçе кайма килĕшмен, тивĕçне малалла пурнăçланă.

Висла юханшывĕн хĕвеланăç плацдармне тытса тăнă чухне тăшман артиллерийĕ вĕçĕмсĕр персе тăнине пула лини юрăхсăра тухнă. Связист чăрмава вăхăтра сирнĕ.

Василий Сергеев Одер шывĕнчен пуçласа Эльба таран пынă кашни çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă.

1945 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче Фюрстенвальд çывăхĕнче бригада командованийĕпе сăнав пунктне çыхăнтаракан линине /тăршшĕ - 3 км/ тăшман вĕçĕмсĕр персе тăнине пăхмасăр 20 хутчен тÿрлетнĕ. Çыхăну йĕркеллĕ ĕçлени пирĕн çарсене тăшманăн 4 батарейине тĕп тума пулăшнă.

1946 çулхи март уйăхĕнче Василий Сергеевич тăван яла таврăннă, мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ: малтан «Динамо» колхозри уй-хир бригадине ертсе пынă, каярахпа Пысăк Енккассинчи сысна фермин заведующийĕнче ĕçленĕ.

Мăшăрĕпе Евдокия Васильевнăпа 5 ача пăхса çитĕнтернĕ.

Çакăн пек пархатарлă пулнă ентешĕн кунçулĕ. Вăл районта ирттерекен мероприятисене пуçаруллă хутшăннă, ĕç коллективĕсемпе, шкул ачисемпе, çамрăксемпе час-часах тĕл пулнă, хăрушă вăрçăра паттăрла çапăçса пуç хунă юлташĕсем çинчен каласа панă.

Çĕнтерÿ салтакĕ, ĕç ветеранĕ Василий Сергеев 1991 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Пысăк Енккасси çыннисем ăна яланах асра тытаççĕ.

Галина МАТВЕЕВА.

Вăрмар районĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.