Чун тасалăхĕ, пуçарулăх пуррипе
Çак кунсенче Чăваш наци библиотекинче ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна, министерствăн тата ведомство учрежденийĕсен кăçалхи 9 уйăхри ĕçне пĕтĕмлетнипе çыхăннăскере, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Республика ертÿлĕхĕ культура пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăнă, çапах та коллеги «тилхепине» Чăваш Енĕн Пуçлăхĕ хăйĕн аллинче тытса пыни пĕрремĕш хут пулчĕ ахăр.
Тĕп доклада итличчен, ăна Вадим Ефимов министр турĕ, Михаил Игнатьев сăмах илчĕ.
Михаил Васильевич культура тытăмĕнчи ĕçченсем ыттисенчен чун экологийĕпе уйрăлса тăнине, вĕсем илем, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуриншĕн те тĕслĕх пулнине палăртрĕ.
- Çитес тапхăрта ку енĕпе тата та вăйлăрах ĕçлеме тивĕ, - терĕ. - 2019 çулта Шупашкара йĕркеленĕренпе 550 çул, 2010 çулта вара Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлăпăр. Сумлă мероприятисене тивĕçлĕ шайра кĕтсе илесси - пирĕн тивĕç. Ку енĕпе вун-вун пысăк ĕç пурнăçламалла, хула сăн-сăпатне кирлĕ шая çĕклемелле. Палăртнă ĕçсенчен пысăк пайĕ культура объекчĕсене реконструкцилессипе çыхăннă.
Унсăр пуçне 2014 çул - Культура çулталăкĕ. Яваплăх тата та ÿсет. Правительство шайĕпе çирĕплетнĕ мероприятисен планне йышăнăпăр. Çак ĕçрен муниципалитет, çавăн пекех ял тăрăхĕсем те пăрăнса юлмĕç. Тĕллевсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ самай кирлĕ.
Культура тĕлĕшĕпе профессионал коллективсен пултарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртме 3 грант çирĕплетнĕ. Çакă сирĕн шухăшăрсене, ĕмĕтĕр-тĕллевĕрсене халăх патне хăвăртрах çитерме пулăшĕ. Кăмăл-сипет, ăс-хакăл пахалăхне упраса хăварса малалла аталантармалла, унсăрăн пуласлăх тĕксĕм те пушă.
Республика Пуçлăхĕ палăртнă тĕллевсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ-и-ха?
Вадим Ефимов докладĕнчен çакă паллă пулчĕ: Чăваш Ен культура ĕçченĕсем кăçалхи 9 уйăхра, 2012 çулхи çав тапхăрпа танлаштарсан, кăтартусене чылай енĕпе пысăклатнă. Патшалăх тытса тăракан библиотекăсемпе музейсене çÿрекенсен йышĕ ÿснĕ. Театрсемпе концерт учрежденийĕсем 31 çĕнĕ спектакль тата концерт программи кăларнă, вĕсем пурĕ 1640 мероприяти йĕркеленĕ. Унта 354 пин çын пырса курнă.
Учрежденисем хăйсен вăйĕпе ĕçлесе илесси 23,7% чухлĕ ÿснĕ. Сăмахран, тÿлевлĕ пулăшу парса Культура еткерлĕхне сыхлас енĕпе ĕçлекен патшалăх центрĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ, Вырăс драма театрĕ тата ыттисем тупăшсене ÿстернĕ. Ĕç укçине пысăклатма май килнине те ырламалла. Кăçал 9 уйăхри вăтам ĕç укçи 11047 тенкĕпе танлашать /иртнĕ çулхи çав тапхăрти кăтартуран 20,9% пысăкрах/, муниципалитет шайĕнче - 9340 тенкĕ /19,9% ÿснĕ/.
Республикăри архивсене социаллă пурнăçпа право пĕлтерĕшлĕ 33,9 пин ыйтупа пынă, вĕсенчен 29,7 пинĕшне татса пама май килнĕ /10,1% чухлĕ ытларах/.
Ялти культура учрежденийĕсене тĕслĕх шая çĕклесси малалла пырать. 2008-2013 çулсенче 159 клубпа культура çуртне тĕпрен юсанă.
Наци культура пĕрлĕхĕсене пулăшасси те тĕп вырăнта тăрать. Çак тапхăрта общество пĕлтерĕшлĕ 24 мероприяти ирттерме республика бюджетĕнчен 1127,2 пин тенкĕ уйăрнă.
Ытти енĕпе те çитĕнÿсем çук мар, çав вăхăтрах туса çитерейменнисем те самай-ха. Вĕсем пирки Вадим Ефимов та, тухса калаçакансем те тĕплĕн чарăнса тăчĕç.
Сăмахран, тÿлевлĕ пулăшу енĕпе ĕçлесе илекен тупăша республика Халăх пултарулăх çурчĕ 26,2% чухлĕ чакарнă, Культура программисен дирекцийĕ - 13,9%.
Улатăр, Патăрьел, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Вăрмар, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсенче культура учрежденийĕсенче вăй хуракансен вăтам ĕç укçийĕ республика муниципалитет культура учрежденийĕсен вăтам ĕç укçийĕнчен пĕчĕкрех /8799 тенкĕ/.
Доклада сÿтсе явма хутшăннисене мĕн савăнтарать тата кулянтарать-ха?
Пукане театрĕн директорĕ Елизавета Абрамова шухăшĕпе, грантсене тивĕçни ытларах ĕçлесе илме пулăшать. Сăмахран, коллективăн вăтам ĕç укçийĕ хальхи вăхăтра 18,8 пин тенкĕпе танлашать /планпа 17 пин/. Çĕнĕ çул тĕлне, ултă çулхи тăхтав хыççăн, театрăн пысăк залĕ ачасене йышăнма пуçлĕ.
Çывăх вăхăтри тĕллевсем: Пукане театрĕнчи юсавпа çыхăннă ытти ĕçе те хăвăртлатасси, Культура çулталăкĕнче реконструкци ĕçне вĕçлесси.
Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕн Николай Казаковăн та ĕмĕт-тĕллевĕсенчен пысăк пайĕ юсавпа çыхăннă. Кунта вара вăл пуçламан та-ха. Николай Нилович та Культура çулталăкĕнче «пăр» тапранасса шанать. Унсăр пуçне музыка инструменчĕсем кивелни, юрă-кĕвĕ çырма профессионал шайĕнчи хатĕрсем çукки чунне тарăхтарать-мĕн. Кадр енĕпе вара директорăн кăмăлĕ лайăх: 2010 çулта кунта ĕçлекен артистсем вăтамран 39 çулта пулнă тăк кăçал çак кăтарту - 36 çул. Апла çамрăксем филармоние таврăнаççĕ. Николай Казаков палăртнă тăрăх, вĕсен ĕçлес кăмăлĕ пысăк, куçĕсем çунаççĕ...
Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану управленийĕн пуçлăхĕ Марина Соладтихина ялти культура учрежденийĕсене çĕнетессипе çыхăннă проектăн пĕлтерĕшĕ пирки чарăнса тăчĕ. Унпа килĕшÿллĕн клуб çуртне çеç юсамалла мар, сценăна çеç «тумлантармалла» мар, унти пултарулăх коллективне те тивĕçлĕ шайри костюмпа тивĕçтермелле. Çапла майпа кивĕ тумсене çĕннисемпе улăштарнине палăртрĕ Марина Сергеевна. Ял «артисчĕсем» хăйсем те парăмра юлмаççĕ. Кăçал районти 8 ушкăн тĕрлĕ шайри фестивальсемпе конкурссене хутшăннă, вĕсенчен 2-шĕ гран-припе таврăннă, ыттисем - лауреат пулса.
Михаил Кондратьев искусствовед чăваш культури, искусстви енĕпе уйрăмах тимлĕ пуласчĕ терĕ. Хамăр хÿтĕлемесен ăна ютран килсе пулăшас çук. Сăмахран, Кăнтăр поселокĕнчи Федор Павлов урамне тивĕçлĕ шая çĕклеме кирлине палăртрĕ. Унта композиторăн палăкне мĕншĕн вырнаçтарас мар? Пултаруллă ачасен интернат лицейне тăвасси вырăнтан тапранманнишĕн те кулянса калаçрĕ.
Тухса калаçнисем хускатнă ыйтусене хуравсăр хăвармарĕç. Сăмахран, пултаруллă ачасен лицейĕн шăпи пирки Вадим Ефимовран çакна пĕлтĕмĕр: çитес çулăн I кварталĕнче унăн проектпа смета документацине хатĕрлесе çитермелле* объекта 2017 çул тĕлне туса пĕтермелле.
Ялти культура учрежденийĕсене юсас ĕçе малалла тăсĕç, çитес çул ăна пурнăçлама кăçалхинчен те ытларах уйăрĕç.
Надежда СМИРНОВА
Комментировать