Машинăпах хăваланă

25 Мая, 2015

Нумаях пулмасть кăна-ха Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам çамрăкĕ тĕлĕшпе çул çитмен хĕре вĕлернĕшĕн уголовлă ĕç пуçарнăччĕ, халь вара каллех çак ял каччи путсĕр ĕç тунă - 25 çултискер хăйĕнчен тăватă çул аслăрах хĕрарăма пусмăрлама тăнă.

Следстви комитечĕн вырăнти пайĕн версийĕпе килĕшÿллĕн çамрăк çын хăйĕн ялĕнчи 29 çулти хĕрарăма килне леçетĕп тесе машинăна лартнă. Анчах автомобиль уялла çул тытнă. Кĕçех чарăннă. Каччă хĕрарăма хĕненĕ, мăшкăллама тăнă. Лешĕ хирĕç тăнине пула кăна ĕç кăларайман. Тахăш самантра мĕскĕн телефонпа пĕлĕшне шăнкăравлама мехел çитернĕ, пулăшу ыйтнă, хăй тарнă.

Йĕкĕт вара руль умне вырнаçса ларнă та - ун хыççăн. Тата мĕн хăтланатчĕ-ши - пĕлме хĕн, юрать-ха, автоçул çинче тепĕр машина курăнса кайнă. Пусмăрçă ăна курнипе шикленнĕ, хĕрарăм телефонпа чĕннĕ çынсем килеççĕ пуль тесе тарнă.

Ăна хупса хунă ĕнтĕ. Следстви пырать.

К.АНТОНОВ

Теги: 
Автор: