Мăкăр кĕперĕ
Канаш районĕнче тĕлĕнтермĕш кĕпер пур теççĕ. Мĕнлерех вăл? Кĕпере хăçан хывнă? Унпа хăçан усă курма пăрахнă? Çав вырăна кайса курас килет паллах. Кĕпер çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартсамăр.
А.ДЕМЬЯНОВ.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.
Мăкăр чукун çул кĕперĕ - Канаш хулинчен 11 çухрăмри Мăкăр ялĕнче вырнаçнă виадук. 370 метр тăршшĕ, 4 метр сарлакăш вăл. Çÿллĕшĕ - 20 метр. Конструкцие Канаш районĕн истори тата культура палăкĕсен шутне кĕртнĕ. Çавăн пекех вăл - Чăваш Республикинчи чи кăсăклă архитектура палăкĕ.
Тарăн çырма урлă хывнă кĕпере 1902 çулхи майăн 30-мĕшĕнче тума пуçланă. Кĕпер Мăкăр тата Ачакс станцийĕсен хушшинчи пысăк пĕрешке /перегон/ шутланнă. 1986 çулта унпа усă курма пăрахнă. Рельссене сÿтсе илсе пуçтарнă.
Çурçĕререх çур çухрăмра çĕнĕ кĕпер хута янă. Хальхи вăхăтра Мăкăр кĕперĕ роуп-джампингпа /çÿллĕ вырăнтан вĕренпе çыхăнса сикесси/ кăсăкланакансен юратнă вырăнĕ пулса тăнă. Кун çинчен 2009 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче Пĕрремĕш каналпа ятарлă репортаж кăтартнăччĕ.
Комментировать