Шартлама сивĕрен - çурхи пахчана

15 Фев, 2014

Çак кунсенче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче уçăлнă курав чунра ырă туйăм çуратать. Унăн авторĕ - Чăваш халăх художникĕ Раиса Терюкалова. Хĕллехи сивĕрен тÿрех çуллахи улăха, çурхи пахчана лекетĕн. Вун-вун тĕрлĕ чечек илĕртет хăй патне. Вăл çеç-и? Ас тăвăм ăна вăхăтлăха ачалăха тавăрнă, тăван килĕнчи - Улатăр районĕнчи Кувакинăри - кивĕ япаласен ĕмĕрне вăрăмлатма хистенĕ. Çапла майпа хресчен хуçалăхĕнчи хатĕрсем натюрмортсенче кун кунлама пуçланă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçиччен икĕ çул çурă маларах кун çути курнă хĕр ача мĕн пĕчĕкрен телейлĕ пулнă теме чĕлхе çаврăнмасть. Çапах та йывăр вăхăтра та чĕре ырă, илем, çутă пирки ĕмĕтленме чарăнмасть иккен. Черчен те хыткан аллипе чун кĕртнĕ ÿкерчĕкĕсем вăй панă ăна, лайăха шантарнă. Çав тĕллевпех Шупашкарти ÿнер училищине илсе çитернĕ, унта пĕлÿ илнĕ хыççăн - Питĕре. Кунта вăл В.И.Мухина ячĕллĕ ÿнерпе промышленноç аслă училищинче ăс пухнă. Шупашкара çав вăхăтшăн çĕнĕ специальноçпа - гобелен енĕпе ĕçлекен художник пулса - таврăннă. Тĕп хулари пир-авăр комбинатĕнче пир тĕртекен 3-мĕш мастерскоя ертсе пынă.

75 çула çитрĕ Раиса Фоминична, çапах та аллинчен киçтĕк ямасть-ха. Халĕ ытларах портретсем ÿкĕрет.

Куравпа паллашма тата халăх ÿнерçине юбилейпе саламлама ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Виталий Петров, çывăх юлташĕсемпе ĕçтешĕсем пынă.


Надежда СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.