Турри сывлăхне патăрах ăна

22 Мая, 2015

Вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитнине уявларăмăр акă. Челябинск хулинче пурăнакан Евгения Николаевна Пустозерова вăрçă ветеранĕ çинчен кĕскен те пулин çырса кăтартас килет. Вăл 1919 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕнче çуралнă. Çав ялтах 7 класс вĕренсе пĕтернĕ. Нумай ачаллă /пиллĕкĕн ÿснĕ вĕсем/ çемьен пурнăçĕ çăмăл пулманнипе ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕ хулара пурăнма тÿр килнĕ унăн. Малтанах - Чулхулара, унтан - Хусанта.

1942 çулта ăна вăрçа кайма повестка тыттарнă. Малтанласа хĕр-салтак почта ушкăнне лекнĕ. Тепĕр вăхăтран салтак кухнине куçараççĕ. Чăваш хĕрĕ çак ĕçре мĕн вăрçă пĕтичченех тăрăшнă. "Выçă салтак - салтак мар!" сăмахсене вăл нихăçан та манман.

Упăшки Беларуç çĕрĕ çинчи çапăçусенче хыпарсăр çухалнă. Пĕртен пĕр çыру килнĕ унран. Хăш вырăнта пуç хунине халĕ те пĕлеймест Евгения Николаевна. Шаннă ĕçе йĕркеллĕ пурнăçланăшăн вăл И.Сталинăн "Мухтав хутне" вунвиçĕ хутчен илме тивĕçнĕ.

Вăрçă çулĕсем ăна Молдави урлă Румыние, Венгрие, Чехословакие илсе çитернĕ. Çĕнтерÿ кунне Брно хулинче кĕтсе илнĕ. Мирлĕ пурнăçа тÿрех таврăнайман вăл - Квантун çарне хирĕç пынă çапăçусене, унта Маньчжури операцине те хутшăннă. Çакăн хыççăн çеç тинех тăван яла таврăнать. Шăпа ăна Челябинск хулине илсе çитерет. Вăл çак хулари штурмансен училищинче курсантсем валли 45 çул апат пĕçерет.

Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче унăн 95 çулхи юбилейĕнче эпир те, Челябинскри "Чăваш культура центрĕн" хастарĕсем, ытти тăванĕпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле паттăр йăхташăмăра паллă пулăмпа саламларăмăр. Пирĕн çĕнтерÿçĕ-ветеранăн кунĕсем сывлăхлă та вăрăм пулччăр. Ăна эпир мĕнпур ыррине сунатпăр.

 

Александр ГЕРАСИМОВ.

Челябинск хули

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.