Вĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр
1979 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче Кабул çывăхĕнчи Баграм аэродромра 105-мĕш гварди десант дивизийĕн самолечĕсемпе вертолечĕсем анса ларнă. Çав вăхăтрах Кушка урлă Совет Çарĕн чикĕ çывăхĕнчи стрелоксен 357-мĕш тата 66-мĕш дивизийĕсем Афганистан çĕрĕ çине кĕнĕ. 1980 çулхи нарăс уйăхĕ тĕлне пирĕн çарсен контингенчĕн йышĕ 50 пин салтакпа офицера çитнĕ. 1980 çулхи çĕртме-утă уйăхĕсенче кунта мотострелоксен 16-мĕшпе 54-мĕш дивизийĕсене куçарнă. Çак вăрçă 1979 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнчен тытăнса 1989 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕччен - вунă çула яхăн тăсăлнă.
Кăçал хамăр çарсене сăртлă-туллă çĕр-шывран илсе тухнăранпа 25 çул çитнине паллă тăватпăр. 2011 çултанпа çак кунах çĕр-шыв тулашĕнче çар тивĕçне пурнăçланă Раççей çар çыннисене чыслатпăр. Уява РФ Президенчĕ 2010 çулхи чӳкĕн 29-мĕшĕнче алă пуснă «Раççей Çар Мухтавĕн кунĕсемпе паллă пулăмĕсем çинчен» хушăвĕпе килĕшӳллĕн палăртаççĕ. Çакă - Афганистан вăрçинчен тăван кĕтесе чĕрĕ-сывă таврăнайман Совет Çарĕн 14 пин салтакĕпе офицерне ялан асра тытнине пĕлтерекен пулăм.
Афганистанри çапăçусене Чăваш Енри 4,5 пин çар çынни хутшăннă. Вĕсенчен тăваттăшĕ хыпарсăр çухалнă, 115-шĕ цинк тупăкра таврăннă. Вилнисен хушшинче - Çĕрпӳ районĕнчи Шуртавăш ялĕнче çуралса ӳснĕ Николай Фомин прапорщик. Ырă кăмăллă, яланах савăк туйăмлă пулнă Николай Яковлевич ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе сыв пуллашнă чухне çапла каланă: «Кĕтĕр. Çур çултан Галинăпа пĕрлех çитетпĕр. Туй кĕрлеттеретпĕр. Маншăн ан пăшăрханăр. Пурте аван пулĕ». Çук, шăпа пӳрмен ăна тăван яла таврăнса ача-пăча ӳстерме. Хăйсен взвочĕн ушкăнне душмансен ункинчен хăтарнă чухне вăл вилмеллех йывăр аманать.
Киле чĕрĕ-сывă таврăнасси кашни çар çыннин таса ĕмĕчĕ пулнă. Мĕншĕн тесен ывăлĕ-хĕрне ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсемпе çывăх çыннисем чăтăмсăррăн кĕтнĕ. «Ывăлăм кĕтмен-çĕртен çитрĕ. Алăкра - вăл, Володя! Ун хыçĕнче - шинель тăхăннă тепĕр çичĕ салтак. Пӳртре тӳрех хĕсĕк пулчĕ. Савăнăç-тӳпе таран...» Хăйсен ывăлĕ Афганистанран таврăннине çапла çырса кăтартаççĕ Валентина Петровнăпа Василий Николаевич Николаевсем. Володьăн кăкăрĕ çинче - «Çапăçури паттăрлăхшăн», «Çар хĕсметĕнче палăрнăшăн» медальсем, ВЛКСМ Тĕп комитечĕн «Çарти паттăрлăх» Хисеп палли пулнă. В.Николаев çапăçури юлташĕсемпе килни ахальтен мар: 1987 çулхи авăн уйăхĕнче вĕсен тусĕ, Куславкка районĕнчи Кĕнер ялĕнчи Борис Мишин, çапăçура вилнĕ, ӳтне тăван ялĕнчи масарта пытарнă. Юлташĕсем ăна пуç тайма килнĕ.
Нарăсăн 15-мĕшĕнче, çĕр-шыв тулашĕнче çар тивĕçне пурнăçланă Раççей çар çыннисене чысламалли кун, тĕрлĕ тапхăрта 30 ытла юнлă хирĕç тăрура пулнă çар çыннисен умĕнче пуç таятпăр, вĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр.
Мария БЕЛКОВА,
Чăваш Республикин патшалăх хальхи истори архивĕн ĕçченĕ
Комментировать