Финн актерĕ чăвашсемпе паллашасшăн

21 Мая, 2015

Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Марат Никитин режиссер Шупашкарта иртекен кинофестивале килнĕ май лайăх хыпар пĕлтерчĕ. Кĕçех, август-сентябрь уйăхĕсенче, Чăваш Ене финн актерĕ Вилле Хаапасало килмелле. Вăл пирĕн пата «Волга с Вилле Хаапасало за 30 дней» проектпа çитĕ.

Атăл пирки ÿкернĕ проект Финлянди телекуравĕ валли пулĕ. Вилле Хаапасало Чăваш Енре темиçе кун пулма палăртнă. Çав вăхăтра вăл чăвашсемпе тĕл пулса вырăнти йăла-йĕркепе паллашасшăн. Финн актерĕшĕн чăвашсен пурнăçĕ кăсăклă. Ку кăна мар. Атăл та, истори те, çамрăксен культури те ăна илĕртеççĕ. Вилле Хаапасало чăвашсен апат-çимĕçне хатĕрленĕ çĕре те хутшăнма хирĕç мар. Çавăнпа ÿкерÿ ушкăнĕ Чăваш Енри интереслĕ вырăнсене, çынсене шырать.

Сăмах май, Вилле Юхана Хаапасало - Финлянди тата Раççей актерĕ. Вăл 2003 çулта «Кукушка» фильмри рольшĕн литературăпа искусство тытăмĕнчи РФ патшалăх премине тивĕçнĕ.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.