Эх, уйра ака апачĕ тутлă-çке!

19 Мая, 2015

Федерацин Çĕрпÿ районĕнчи "Колос" унитари предприятийĕ çурхи культурăсене 1787 га акма тĕллев лартнă. "Майăн 14-мĕшĕ тĕлне 1200 га çинче вăрлăха тăпрана варăнтартăмăр, - пĕлтерчĕ хуçалăх агрономĕ Владимир Петров. - Суперэлитăпа элита çеç акатпăр. Вăрлăха чирсемпе сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хÿтĕлес тĕллевпе пĕтĕмпех "наркăмăшлантарнă".

Александр Беляев, Юрий Мочалов, Анатолий Павлов агрегачĕсем акаççĕ. Федор Андреев, Юрий Иванов, Александр Ильин водительсем уй-хире вăрлăх турттараççĕ.

Эпĕ Харитоновка ялĕн уйне çитнĕ çĕрте А.Павлов сеялки лаптăк вĕçне тухнăччĕ. Механизаторпа акаçăсем кăнтăрлахи апата ларнă, васкамасăр çиеççĕ. Яшки те, ашлă лапши те шутсăр тутлă! Техĕмлĕ шăрши сăмсана кăтăклать.

Апатланса 20 минут та иртмерĕ - А.Павлов кустăрмаллă тракторне çавăрчĕ те СПУ-6 сеялкăпа /6 м сарлакăш/ ака речĕпе малалла вĕçтерчĕ.

Харитоновка уйне Федор Андреев вăрлăх турттарать. Ăна сеялкăна Александр Арсентьев рабочи, ыттисем тултараççĕ.

Тепĕр уйра Дмитрий Петров тракторист çĕрулми лартать. Пĕрлех ăна удобренипе апатлантарать. Унăн лаптăкĕ кăçал пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Николай Иванов, Александрпа Артур Мочаловсем, Николай Трофимов, Алексей Степанов механизаторсем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Т-150 тăпрана икĕ сменăпа кăпкалатать. Вĕсем хыççăн пĕр агрегат - тулă, тепри горчица акатчĕ. Муклашкаллă лаптăксене Александр Тихонов катокпа пусăрăнтарать.

"Тепĕр эрнерен акса пĕтеретпĕр, - терĕ В.Петров агроном. - Çулла нÿрĕк çителĕклĕ ÿкессе, тырпул пысăк тухăç парасса, республикăри хуçалăхсем валли çулленхи пекех элита вăрлăх чылай хатĕрлессе шанатпăр".

 

Михаил СЕРГЕЕВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем