Юман-аттепе çăка-анне тата вĕсен çемйи

19 Мая, 2015

Аслă шкулта филолог дипломне илнисенчен нумайăшĕ /мĕн пытармалли/ лингвист, филолог, чĕлхеçĕ тесен, ахăртнех, тÿрех кичем сăмахсене аса илет: морфологи, синтаксис, орфоэпи, грамматика, лексикологипе лексикографи, морфема, лексема, япала ячĕ, падеж, сăпат т.ыт.те. Тата чĕлхеçĕсен йышĕнче кам кăна çук-ши: социолингвист, диалектолог, германист, славист, тюрколог, арабист... Лексикограф - сăмахсарсем /словарьсем/ тăвакан тата вĕсене, çавăн пекех вăл е ку сăмах мĕне пĕлтернине /семантика тытăмне/, вĕсен уйрăмлăхĕсене тĕпчекен, вĕсене ăнлантаракан чĕлхеçĕ. Тата - мĕнле кăна сăмахсар çук-ши. Энциклопедирен пуçласа кинологи /йытăсем çинчен/ е топоними терминĕсен словарĕсем таранчченех. Вулаканăм, паян сана паллаштаракан сăмахсар питех те хăйнеевĕрлĕ; кирек мĕнле хакласан та вăл - чăваш лексикографийĕнче чăннипех те çĕнĕ сăмах /тавтологишĕн каçарсамăр/.

Малтанах - хăшпĕр термин пирки, ара, ăслăлăх çыннисем лайăх ăнланакан нумай сăмах пирĕншĕн сĕм вăрман евĕрех мар-и-ха?

Ăслăлăхра концептосфера термин пур. Уçăмлататăп: концепт латинларан куçарсан - ăнлав; сфера пирĕн паянхи тишкерÿре ăнлавсен анлăшне е пуххине пĕлтерет. Тĕнче сăнлăхĕ /картини/ нумай-нумай концептран йĕркеленет. Кашни этносăн хăйне уйрăм тĕнче куравĕ пулма пултарать-и? Хăшпĕр сферăра, тен, çапла-тăр. Анчах флорăпа /ÿсентăран тĕнчи/ фауна /чĕрчунсен тĕнчи/ енĕпе халăхсен пĕрпеклĕх нумай. Çак пĕрпеклĕх никĕсĕнче чĕлхе тĕп вырăн йышăнать.

«Флора» концептосфера наци культурине тĕпчемелли анлăран та анлă уй. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн Юрий Николаевич Исаевăн «Фитонимический концептуарий как словарь нового типа /на материалах чувашского и русского языков/» монографине вуласа тухсан «уй» мар, «мул» та теес килет. Вулакана кĕнекепе паллаштариччен тепĕр икĕ термин тĕшшине уçса пама тивет. Фитоними грекларан - ÿсентăран ячĕ, тĕслĕхрен, хупах, хурлăхан, каврăç, хыр, хăва. Концептуари - концептсен е ăнлавсен сăмахсарĕ.

***

Монографи икĕ пайран тăрать: «Йывăçсем» концептосфера» тата «Тĕмсем» концептосфера».

Мĕн пĕлместпĕр-ши эпир йывăç-тĕм çинчен, хм? Çапларах шухăшлама пултарĕ пирĕнтен хăшĕ-пĕри. Ларать, ав, пÿрт умĕнче çăка: ватă, йăрăс, лапсăркка, çуркунне сĕткен килсен шăхличĕ - тураттинчен, çеçки - сиплĕ чейлĕх, шăрăхра рехетлĕх, вĕлле хурчĕсем валли пыллăх, çулçи - салатлăх, унранах - путек милки, хуппине сÿсе курăс хутаканччĕ ĕлĕкрех /хуçалăхра мунчаласăр епле-ха?/, пушăтĕнчен çăпата тăваканччĕ, хăми - хитре сĕтеллĕх тата темĕн те пĕрлĕх... Хресчен тавралăхри кашни йывăç-тĕм пиркиех çакнашкал каласа параять ахăр. Паянхи ăрусен тавракуравĕ, паллах, малтанхисеннинчен чылай ансăртарах, анчах вĕсем ятарлă литература вуласа темĕн те пĕлееççĕ.

Юрий Исаевăн кĕнеки шăпах та - ятарлă литературăна пуянлатаканнисен шутĕнчен. Акă мĕн çырать автор çăка çинчен:

  • дериват /сăмах пулăвĕ/: çăкалăх; çăкалăхра шăпчăк авăтать, сасси каять ял çине/;
  • топонимсем: Çăкаллă çырма; Çăкаллă уй; Çăкаллă вар; Çăкалăх /ял/;
  • ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, тупмалли юмахсем: сĕткен кĕмен çăкана касма ан васка; пĕчĕкçĕ пушăт йывăççи пуç çапса ларать /хурăн çырли/; вăрманта турă, çул çинче хушка, киле килсен - шурă /пушăт йывăççи/;
  • сăмах майлашăвĕсем: çăка вăрманĕ, çăка чечекĕ, çăка пылĕ, çăка кăрăçĕ, çăка кăтки;
  • этимологи: азербайджанла чок, тутарла юк, казахла жоке, карачайла джоге, узбекла жука... Куратпăр, тĕрĕк чĕлхисенче пĕрешкел янăрать;
  • халăх поэзийĕнче: Пичче мана кĕлет лартса парас тетчĕ // Урам варринче çăка шăтса ÿссессĕн. // Урам варринче çăка шăтса ÿсейрес çук, // Пичче мана кĕлет лартса парас çук. // Ирĕксĕрех каяс пулать çĕн çĕре - // Сĕм вăрманта çăка касса кĕлет лартма.
  • фольклорта: Уй варринче лаштра çăка, // Анне тесе ай кайрăм та... Е: çăка çулçи çаврака, // Мĕн каласа çырнă-ши?
  • чăваш поэзийĕнче: Вăрман варринче, // Çăка айĕнче, // Кĕтет сар пике // Чунĕ савнине. // Çил çук ĕшнере, // Çăка çеçкере. // Эх, мĕнле хитре // Каччăпа хĕре! Е тата: Ан хумхан, çăкалăх, // Ан хумхан, сирень, // Халь ăçта-ши, тусăм, // Эс иртсе çÿрен?

Мĕн вăл - ама хуп? Кĕнекерен çакна пĕлетпĕр: «Ача сăпкине чăвашсем авалтан питĕ юратса хатĕрленĕ. «Сăпка йĕркеллĕ те канлĕ пулсан ача та сывлăхлă пулать». Çавăнпа та ăна пули-пулми хупран мар, ама хуп тенинчен, виççĕн юнашар ÿсекен çăка тупса варринче ÿснĕ çăка хупĕнчен тума тăрăшнă».

Илсе кăтартнă тĕслĕхсемех çăка чăваш пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине тĕплĕн уçса параççĕ. Тĕпчевçĕ шухăшĕпе çак йывăç - тĕнче йывăçĕ. Юрăсенче çăка ялан тенĕ пекех сарă, сарлака тата ватă. «Чăваш халăх эстетикинче, - çырать автор, - сарă паллă ячĕ - «хитре», «чипер», «хÿхĕм» сăмахсен синонимĕсем. Эппин, «сарă çăка» майлашăва «хитре çăка» тесе вуламалла. Сарлака эпитет çак йывăçăн турачĕсем пур еннелле те сарăлса пĕтĕм тĕнче çийĕн ÿссе çитĕннине кăтартаççĕ. Ватă эпитет йăх-ăру йывăçĕ тĕнче пуçланса кайнăранпах пуррине аса илтерет, çăка тĕнче йывăçĕпе пĕр тан пĕлтерĕшлĕ».

Вырăссен, ытти славянсен, финн-угорсен çăка мĕнлерех вырăнта? Тĕпчевçĕ çак ыйту хуравне те тупма тарăшнă.

***

Халăх сăмахлăхĕнче çăка аннене сăнарлать. Юман вара - атте. Эппин, ăна кÿрентерер мар, кĕскен те пулин ун çинчен каласа хăварар. Çак юрра хăш чăваш юрламан-ши, ĕнĕрлемен-ши: Уй варринче лаштра юман, // Атте тесе ай кайрăм та, // «Килех, ывлăм!» - ай темерĕ, // Хурлантăм та, макăртăм та...

Чăвашсемшĕн Юман йывăç - турăсенчен пĕри. «Юман патне çитсен малтан выльăхсене уй чÿк юманĕ йышăнать-и тесе курăк çине ярса пăхаççĕ. Выльăхсем курăк çисен: «Чÿк юманĕ йышăнать», - теççĕ; çимесессĕн: «Выльăхсене курăк çиме хушмасть, çавăнпа йышăнмасть пулĕ», - теççĕ /уй чÿк туни/ /Ашмарин, I, 308 с./. Юман - юмахсенчи паттăр. Юман - тĕне кĕмен чăвашсен арçын ячĕ. Ытти нумай тĕпчевçĕ пĕтĕмлетĕвне аталантарса автор тепĕр хут аса илтерет: юман чăвашшăн чи сумлă йывăç. «Çав юмана пирĕн ялсем теме хисепленĕ пекех хисеплеççĕ... Çав юман çине пăхса акă çапла каласа иртсе каяççĕ: эсĕ пур пусри йывăçсенĕн патши, сана кашни çулах асăнса витĕнетпĕр... /Ашмарин, IV, 322 с./”.

Юманпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, тупмалли юмахсем те нумай: пысăк юман та пĕчĕк йĕкелтен ÿсет; йумми юман, тупи селен /пĕрлĕхен/; юмансар айĕнчен тăман тухать /çăнăх алани/; юман кутне юн тăкнă /хĕвел анни/.

Тĕпчевçĕ шухăшĕпе - «Чăвашшăн юман - сывлăхпа нумай çул пурăннин, тĕреклĕхпе çирĕплĕх палли. Çакă та кăсăклă: юман нихăçан та хĕрарăма сăнарламасть. Чăваш халăх юррисенче юман ялан тенĕ пекех лаштра, лапсăркка, çÿллĕ, ватă. Çак паллă ячĕсемех - тĕнче йывăçĕн тĕп уйрăмлăхĕсем. «Сарлака», «лапсăркка» эпитетсем йăх-ăру йывăçĕн турачĕсем пĕтĕм тĕнчене хăйĕн мĕлкипе хупласа тăнине палăртаççĕ. «Çÿллĕ» эпитет унăн тăрри çÿл тĕнчене çитнине кăтартать. «Ватă» /ăслă/ эпитет тĕшши - йăх-ăру йывăçĕ тĕнче пулса кайнăранпах çĕр ăшĕнчен /варĕнчен/ ÿссе çитĕннине çирĕплетни.

Авалхи текстсенче чăваш юманĕ яланах - тĕнче варринче, мифсен чĕлхипе каласан - «çĕр кăвапи» çинче. Юрăсенче вăл - сĕм вăрман, çеçенхир е уй, çавра утрав варринче, утравĕ вара - сĕтлĕ кÿлĕ варринче е çÿллĕ ту тăрринче.

***

Юман-аттепе çăка-анне, символсен чĕлхипе каласан, - ÿсентăран тĕнчинче йăх-кăк аçи-ами. Юрий Исаев монографийĕнче ытти йывăç /пурĕ 15/ çинчен те кăсăклине нумай пĕлеетĕн: вĕрене пуртă аври; йăмралăхра курак та çăвар тулли кăшкăрать; йĕлме йĕлтĕр - йăлтăр-ялтăр, шуса тухрăмăр хире; кав/ă/рăçран тукăн аваççĕ; шалта - тимĕр, тулта - мимĕр /катăркас çырли/; кетăр /кедр/ - вĕт мăйăр йывăççи; пилеш йывăççинчен выльăхсене усал ан ертĕр тесе хĕрес туса çакса яраççĕ; пихтăран /шур чăрăшран/ хими меслечĕпе 20 пин ытла япала тăваççĕ; тирек /тополь/ уйгурсемпе хакассен те тирек; хурамапа юман лартнă çын йывăçсем хăй мăйĕ пысăкăш пулсан вилет тет; хурăн хуллипе выльăха çапмаççĕ, выльăх хĕсĕр пулать, ĕрчемест теççĕ; хырăмсем хыр тăрринче лараççĕ; ой варринче вăрăм чăршă /чăрăш/, вăрăм чăршăра лăш торат, лăш торатра сар кокку /куккук/, сарăла-сарăла вăл атат, çа та полат перĕн инки.

Эх, хисеплĕ вулаканăм, ытла та сахал пĕлетпĕр-çке эпир хамăр куллен куракан, пире килентерекен, савăнтаракан, хавхалантаракан йывăçсем пирки.

Тĕмсем пирки те. Юрий Исаевăн кĕнекинче - 10 тĕме тĕпчесе çырнă статья; ăвăш, кăпчанкă, палан, çирĕк, çÿçе, тупăлха, уртăш, хăва, шăлан, шĕшкĕ. Тĕлĕнме кирлĕ мар. Эпир йывăç теме хăнăхнă фитонимсен пĕр пайне флора ăслăлăхĕ е ботаника тĕмсен йышне кĕртет. Мĕнех, вĕсен ирĕкĕ. Чи кирли - вĕсем ÿсни, çĕр питĕнчен çухалманни. Уртăш йывăççи пĕкечи, хурама хуппи шăнарши /сăпка/; хура вăрман витĕр тухнă чухне уртăш йывăç çине уртăнтăм. Пирĕн вăрмансенче, телее, хурама пур-ха, анчах уртăш йывăçне е тĕмне тупасси питех те хĕн. Çавăнпа та, тен, эпир тишкерекен кĕнекере çак тĕм çинчен вулама питех те кăсăк.

Шел, вулаканăм, сана йывăçсем пирки те, тĕмсем пирки те туллин каласа параймастăп. Эппин, санăн Юрий Исаевăн кĕнекине вуламах тивет. Тепĕр хут шел: тиражĕ пĕчĕк - 500 экземпляр çеç. Телее - тĕп вулавăшсенче пуринче те пур. Тепĕр «шел» - автор чăваш тĕнчинчи ытти йывăç-тĕме тĕпчеменшĕн. Телее /сана вăрттан евитлетĕп, хаклă вулаканăм/ - Юрий Исаев фитоними концептуарине малалла та тишкерет, эппин, унран çĕнĕ кĕнеке кĕтмелли çеç юлать.

 

Алексей ЛЕОНТЬЕВ,

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçченĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.