Ĕçе малалла тăсма май килмест

19 Мая, 2015

"Хыпарăн" апрелĕн 10-мĕшĕнчи номерĕнче "Клубпа библиотека уçăласса кĕтетпĕр" статья пичетленнĕччĕ. ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова хаçатра çырнине ăнлантарса çапла хурав пачĕ:

"Чăваш Республикинче ялти культура çурчĕсене пулăшас енĕпе тĕллевлĕн ĕçлеççĕ. 2008 çултанпа культурăпа кану учрежденийĕсене тĕпрен юсамалли тата çĕнетмелли программа пурнăçланать. 2008-2014 çулсенче 186 клуба юсанă. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 130,4 млн тенкĕ уйăрнă. 147 учреждение ятарлă оборудованипе, сцена тумĕпе, музыка инструменчĕсемпе тивĕçтернĕ. Пĕр клуб валли вăтамран 450 пин тенкĕ тăкакланă.

2014 çулта муниципалитетсен культурăпа кану учрежденийĕсен 27 çуртне тĕпрен юсама республика бюджетĕнчен - 22721,4 пин тенкĕ, муниципалитетсен бюджетĕнчен 8568,6 пин тенкĕ уйăрнă. Пĕлтĕр клубсен пурлăхпа техника базине палăрмаллах çĕнетнĕ. 63 учреждение 25,2 млн тенкĕлĕх хальхи йышши çутă, сасă, видеопроекци, компьютер техникипе, сцена тумĕпе тата музыка инструменчĕсемпе тивĕçтернĕ.

Федерацин "Ялсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта аталантарасси" тĕллевлĕ программăн культурăпа кану учрежденийĕсен тытăмне аталантармалли пайра 2016 çултан ялсенчи культура сферинчи объектсене тума тата реконструкцилеме укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă.

Раççей Культура министерстви 2016 çулта федерацин "Ялсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта аталантарасси" тĕллевлĕ программипе /РФ Правительствин 2013 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнчи Йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ/ тата "Раççей Федерацийĕн пĕчĕк хулисенче тата ялĕсенче культура аталанăвĕн центрĕсене тăвасси" программипе /РФ Правительствин 2014 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнчи хушăвĕпе çирĕплетнĕ/ килĕшÿллĕн ялсенче культурăпа кану учрежденийĕсен тытăмне аталантарас тĕлĕшпе ĕçлеме пуçлать. Чăваш Енре миçе культура учрежденийĕ хута ямалли çинчен Раççей Культура министерствине пĕлтернĕ.

Хушса çакна каласа хăварар: республикăра нормăпа пăхнă тăрăх клуб тата клуб евĕр учрежденисен шучĕ 324 единица пулмалла. Чăннипе вара Чăваш Енре 747 единица шутланать. Çав вăхăтрах аякри тата сахал çын пурăнакан ялсен 43,6 проценчĕ клубсăр. Шел те, ялта çĕнĕ клуб çурчĕ тăвасси çăмăл мар. Çурта хута янипе кăна мар-çке-ха. Ăна малашне туллин тата тухăçлă ĕçлеме майсем туса памалла.

Комсомольски районĕнчи Александровка ялĕ район центрĕнчен, Комсомольски ялĕнчен, 5 çухрăмра вырнаçнă. Ял тăрăхĕнче сакăр ял, вĕсенче 2,3 пин ытла çын пурăнать. Хырай Ĕнел ялĕпе Александровка хушши - 7 çухрăм, унта 470 ытла çын тĕпленнĕ. Администраци центрĕнчен аякрине шута илсен ялта, чăнах та, библиотека та, 100 вырăнлă клуб та кирлĕ.

Ял клубĕ тата вулавăш вырнаçнă йывăç çурта 2013 çулта хăрушлăх кăларса тăратнăран пăсма йышăннă. 1992 çулта "Искра" хуçалăх укçи-тенкипе клуб тата библиотека тума пуçланă. Проектпа смета документацийĕсене "Чувашагропромпроект" институт хатĕрленĕ. Строительство укçа çукран чарăнса ларнă. Унтанпа вăхăт нумай иртни пирки паян ĕç-хĕле малалла тăсма май килмест".

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.