Таса чĕрене варалаймăн

15 Мая, 2015

Вăрçă... Аслăрах ăрури çынсен чĕринче ĕмĕрлĕх суран хăварнă ахăр самана. Мĕн чухлĕ çын ĕмĕтне вăхăтсăр татман-ши, шăпине хуçман-ши вăл! Çуралма тивĕç мĕн чухлĕ ача-пăчана çут тĕнче курма пÿрмен. Кашни килех пырса шакканă вăрçă. Амăшсем - ывăлĕсене, арăмсем - упăшкисене, ачасем - ашшĕсене... кĕтсе илеймен. Çак трагедире сывă юлнă çынсен шăпи те тĕрлĕрен йĕркеленнĕ. Акă, йĕплĕ пралук леш енне лекнĕ пин-пин этемĕн хăйĕн çын пулса юлас правишĕн кĕрешме тивнĕ. Хăй сутăнчăк маррине мирлĕ пурнăç пуçлансан та тăтăш тÿрре кăлармалла пулнă-çке тыткăна лекнисен. Çак йывăр та çирĕп тĕрĕслеве тивĕçлĕн чăтса ирттересси, ман шухăшпа, хăй те - паттăрлăх.

Вăрçă çулĕсенче тыткăна лекнисем çинчен, шел те, чылай вăхăт сăмах тапратман. Çакă "манăçнă полк" Тăван çĕршывăн чыслă хÿтĕлевçи пулманнине пĕлтермест паллах. Тыткăнра пулнисене "сутăнчăк" ярлăк çакса намăслантарни тĕрĕс пулманнине, телее, паян аван ăнланатпăр.

 

Институт пĕтерме вăрçă чăрмантарнă

Тăван çĕршыв умĕнче таса чĕреллĕ пулнине Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Куприян Порфирьевич Пушкинăн та, манăн асаттен, кашни утăмрах çирĕплетме тивнĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан юратса туса, обществăра яланах хисепре пулса, юри пăтратма тăрăшакансен сĕмсĕр ултав серепине сирсе пырса...

Вăтам хресчен çемйинче çуралнă вăл. Ашшĕ-амăшĕ Октябрьти революциччен те, ун хыççăн та çĕр ĕçĕпе аппаланнă. Тăватă ача çитĕнтернĕ Пурхилпе Марье. Хăйсен вăталăх ывăлĕ Кăпăркка /асаттене çемьере çапла чĕннĕ/ пĕлÿ енне туртăннине пĕчĕкренех сиснĕ. Çавна май ялти пуçламăш, ун хыççăн Тукайри ултă çул вĕренмелли шкулсенчен аван паллăсемпе вĕренсе тухсан ăс-тăн пухас çулпа малалла кайма чарман. 1931 çулта Куприян Улатăрти педагогика техникумне вĕренме кĕрет.

Учитель ĕçне Йĕпреç районĕнчи /ун чухне Вăрманхĕрри Чурачăк та асăннă район территорине кĕнĕ/ Мăн Упакасси тулли мар вăтам шкулĕнче пикенет. Ачасене биологипе хими пĕлĕвĕсене алла илме хăнăхтараканскерĕн професси ăсталăхĕ ÿссех пырать. Çакна районти вĕрентÿ ертÿлĕхĕ те асăрхать - 1937 çулхи кĕркунне Куприян Пушкина Йĕпреç тăрăхĕнчи шкулсен инспекторне çирĕплетеççĕ. Аслă пĕлÿ илме тĕллевленнĕ каччă çулталăкран Чăваш патшалăх учительсен институчĕн /халĕ - Канашри педагогика колледжĕ/ студенчĕ пулса тăрать

Кÿршĕ ялти - Аслă Чурачăкри - чипер те ăслă пикене - Анна Мироновăна - пуçламăш классен вĕрентекенне, пурнăç сукмакĕпе юнашар утма суйлать. Телейлĕ мăшăр нумаях та пĕрле пурăнма ĕлкĕреймест - Куприяна, 2 курсра вĕренекен студента, 1940 çулхи февраль уйăхĕнче çар хĕсметне йыхравлаççĕ. Упăшкине салтака ăсатнă чухне Анна "йывăр çын" пулнă, тепĕр икĕ уйăхран çемьери пĕрремĕш кайăк - Зоя - çут тĕнчене килет. Хăйĕн ашшĕне пилĕк çул иртсен тин, вăрçă вĕçленсен, пуçласа курать вăл.

 

Тăшман ункинчен вĕçерĕнеймен

Малтанах çар ретĕнче Калуга хулинче пулать Куприян Порфирьевич, каярах - Мускав облаçĕнчи Звенигородра стрелоксен вĕренÿ ротин курсанчĕ. Рядовой, отделени командирĕ, стрелоксен 703-мĕш полкĕн штаб писарĕ - çĕршыва хÿтĕленĕ тапхăрта унăн çакнашкал тивĕçсене пурнăçлама тÿр килнĕ. Педагог профессине алла илнĕскерĕн почеркĕ шăрçа пек илемлĕ пулнинчен тĕлĕнмелли çук. /Çемье архивĕнче асатте вăрçă хыççăн хăй аллипе çырнă автобиографи, ĕç блокночĕ упранаççĕ - саспалли çумне саспалли еплерех хитрен шăкăрин вырнаçтарнă!/

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ. Çак тискер куна салтак аттипех кĕтсе илет Куприян. Ытти нумай полк пекех вĕсен те тÿрех фронта çул выртнă. Смоленск облаçĕнчи Рудня районĕнче Каçал ен чăвашĕ каллех хăйне шаннă писарь тивĕçне пурнăçлать. Шел, чылайччен мар. Вăрçă пуçлансан уйăхранах вĕсен отрячĕ тăшман ункине лекет. Хăтăлайман салтаксене мĕнле шăпа кĕтнине ăнкарса илме йывăр мар - тыткăн.

Вĕсене малалла мĕн кĕтни çинчен çырса кайиччен историе аса илни вырăнлă-тăр. Смоленск Германипе пирĕн çĕршыв чиккинчех вырнаçнăран тăшманăн хаяр тапăнăвне шăпах çак хулан чи малтан чăтма тивнĕ. Фашистсем тÿрех Раççей варринелле вирхĕнсе кĕресшĕн, Мускава илесшĕн пулни паллă. Анчах пирĕн çарсем вĕсене малалла çăмăллăнах талпăнма паман: шăпах Смоленск тăрăхĕнчи çапăçусенче пĕрремĕш пысăк çухатусем тÿсеççĕ нимĕç фашисчĕсем. Сахалăн мар выртса юлаççĕ. Икĕ уйăха тăсăлнă çав тытăçусем. Эппин, пирĕн салтаксем Тăван çĕршыва хÿтĕлесе хăйсем мĕн тума пултарнине тунă.

Пуç çине инкек йăтăнса аннă тыткăнри иккĕмĕш кунах Куприянпа унăн çапăçури тусĕсене анăçа, тăшманăн аякри тылне ăсатнă. Çапла 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче вĕсене Германие илсе çитереççĕ.

 

Нуша кулач çитерет

Çук, кулач çинчен тыткăнрисем шухăшлама та пултарайман, паллах. Историксем çырнă тăрăх - тыткăна лекнисене "вырăс çăкăрĕпе" "сăйланă": сахăр кăшманĕн хуппине çулçă е целлюлоза çăнăхĕпе çăрса пĕçернĕ. Каярах нимĕçсем тыткăнри çынсемпе промышленноçра тата ялхуçалăхра тухăçлă усă курма май пурри çинчен шухăшласа илнĕ те... - "ура çине тăмалли" апат сĕнме тытăннă.

Вольгаст, Вульхайде, Кюстрин, Ламздорф, Вальденбург - акă, хăш хуласенче чукун çул çинче, стройкăра, ялхуçалăхĕнче, шахтăра чи йывăр та хура ĕçсене пурнăçлама тÿр килнĕ Кăпăрккан. Асатте еплерех нуша курни çинчен пĕррехинче асанне каласа панине астăватăп: шахтăра кăмрăк кăларнă чухне халран кайнă "руса" конвоирсем йытăсемпе хăратса ĕçлеме хистенĕ. Шăла çыртнă та... чăтнă. Çутă пуласлăха шанса, тĕттĕм кăритур вĕçĕнче хĕвел шевли курăнасса, пурнăçланман ĕмĕтсем пурпĕрех çитессе ĕненсе.

Çĕнтерÿ кунĕ çитнĕ-çитмен тыткăнри салтаксене киле яманни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çапла асаттене те нумайччен тĕпченĕ, тылланă. Германири лагерьтен хăтарнă хыççăн "фильтрлакан" лагерьте кĕркуннеченех тытнă. Çав тапхăрта Куприян каллех çар чаçĕн писарĕнче тăрăшать. Сутăнчăк тесе айăпламалли сăлтав тупайман - вара тин тăван килне таврăнма ирĕк панă.

 

Тăван кил ăшшинче

Çамрăк мăшăрĕ Анна тата пĕчĕк Зоя, пĕри - упăшкине, тепри - ашшĕне, кĕтсе хăшкăлнă ĕнтĕ. Тыткăнра пулнипе арçын килне хыпар та ярайман-çке, мăнтарăн. Вăрçа кайнă ял арçынĕсем майĕпен таврăнса пынă - вăл çук та çук. Аптăранă хĕрарăм, нихăçан та тĕшмĕш хыççăн кайманскер, юмăç патне каять. "Сывах мăшăру. Вăл çĕрле таврăнĕ. Эсĕ алăкран такам шакканипе вăранăн, пуçна тăхăнма калпак шырăн - тупаймăн. Çара пуçăнах тухăн çĕрлехи хăнана кĕтсе илме..."

Çак калаçу хыççăн вăхăт нумай та иртмен - шăп çапла пулса иртнĕ те!

"Тыткăнра пулнă" ярлăк вăй питти çамрăк арçына тăлланин пĕр тĕслĕхĕ - юратнă ĕçне тÿрех таврăнма май килменни. Çулталăкран тин Куприян Порфирьевич хăй тĕпленнĕ Аслă Чурачăк шкулĕнче пĕлÿ пама пуçăнать. Тыткăнра нимĕç чĕлхине лайăх вĕренсе çитнĕскере кĕçех çак предметпа та уроксем шанса параççĕ. Кирек мĕнле пуçăннă ĕçе те тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă педагог çакăн хыççăн ятарлă курссенче ют чĕлхесен вĕрентекенĕ пулма квалификаци илет.

Ăшпиллĕ, çав вăхăтрах çирĕп учителе вĕренекенĕсем халĕ те ырăпа асилеççĕ. "Вăл чăн-чăн мичуринецчĕ, - теççĕ асатте сад-пахча ăсти пулнине манманскерсем. - Ялти ача-пăчана панулмипе - витри-витрипе - сăйлатчĕ".

Ырă ят çын хăй вилсен те юлать тени тĕрĕсех. Асатте ят-сумĕ унăн ачисене, мăнукĕсене паян та чыс кÿрет.

Ирина ПУШКИНА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.