Патша сăрчĕ
Сĕнтĕрвăрринче паллă вырăн шутланакан Патша сăрчĕ мĕнпе палăрса тăрать?
О.ТАРАСОВ.
Элĕк районĕ.
Патша сăрчĕ - çутçанталăк палăкĕ, Сĕнтĕрвăрринчи истори пĕлтерĕшлĕ уйрăмах паллă вырăн. Атăл çыранĕнчи 195,6 метр çÿллĕш сăрта хуларан Сундырка шывĕ уйăрса тăрать. Кунтах çăлкуçсем тапса тăраççĕ.
Авалхи юмах-халап тăрăх - вырăс хресченĕсем Сĕнтĕр ялне никĕсленĕ саманара Патша сăрчĕпе "ют халăхсем тапăнса килесрен сыхланмалли хÿтлĕх" вырăнне усă курнă. Н.Золотницкий шухăшĕпе, сăрт çывăхĕнчи хÿтлĕх Хусан ханлăхĕ вăхăтĕнчех пулнă. Н.Спасский Патша сăрчĕ çинче "тутарсен хулашĕ" пулнине те палăртать.
Пĕрремĕш хут çак вырăн пирки асăнни XIX ĕмĕр варринче çыруллă çăлкуçсенче тĕл пулать. Ят пулса кайнине икĕ тĕрлĕ ăнлантараççĕ. Пĕрремĕшĕ: авал Троица соборĕн алтарĕ /ăна 1726 çулта туса лартнă/ хыçĕнче сăрта хирĕç патшалăх арманĕ ларнă. Халăхра ăна "патшалăхăн" ят панă. Каярахпа вăл сăрт ячĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш верси тăрăх - сăрта Сĕнтĕре Кĕтерне патша килнине халалласа ят панă. Атăл тăрăх çулçÿреве тухсан вăл 1767 çулта Патша сăрчĕ тăрринче апатланнă, кунти илемлĕ вырăнсемпе киленнĕ имĕш.
Комментировать