“Мăшăрăн ĕмĕтне пурнăçларăм”

14 Мая, 2015

Ыран мĕн пулассине пĕлме çук. Хура тачка пĕлĕт те сарă хĕвеле тăрук хуплама пултарать. Вăрнар районĕнчи Тăвальушкăнь Ялтăра ялĕнче пурăнакан Ивановсен çемйине те инкек кĕтмен çĕртен килнĕ. Виçĕ çул каялла Иван Александровичăн мăшăрĕ Роза сасартăк чирлесе ÿкнĕ, реанимацире куçне яланлăхах хупнă вăл.

Виçĕ ачапа тăрса юлнă арçынна хуйхă питĕ вăйлă авнă пулсан та хуçăлса ÿкмен вăл. Мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн Иван Александрович çулталăка яхăн ĕмĕлке евĕр çÿренĕ. Алли ĕç патне пыман, нимĕн те савăнтарман... Çын кÿнĕ пулăшăва та ăнланман вăл. Ачисем çеç ăна пурăнма вăй панă. Вĕсене ура çине тăратмалла, çĕршыва юрăхлă çын тумалла - çак тĕллевпе вăл кунпа çĕре ылмаштарнă. Юлташĕсем те йывăрлăхра хăварман - тăтăшах килсе çÿренĕ. Юратса пĕрлешнĕ мăшăра епле манайăн? Унпа ирттернĕ кунсене асран епле кăларайăн? Мăшăр 21 çул пĕрле пурăннă. Çуркунне паллашнă вĕсем. Ун чухне Иван Александрович Владивостокра суту-илÿ флотĕнче моряк пулнă. Çар хыççăн юлнă вăл унта.

- Розăпа паллашнă куна паянхи пек астăватăп. Ун чухне çăкăр талонпа паратчĕç. Тĕрĕссипе, юлташсем мана Ритăпа паллаштарма шухăшланă, ун вырăнне вара çав кун Роза ĕçе тухнă. Пике хăй Рита пулманнине 2-3 кунран çеç пĕлтерчĕ, - иртнине аса илнĕ май 50 çулти арçыннăн шухăшлă сăн-пичĕ вăхăтлăха çуталчĕ. Çамрăксем хĕрпе каччăлла нумай çÿремен - тăватă уйăхран пĕрлешнĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.