Пĕр-пĕрне кура нумай ача çуратаççĕ

14 Мая, 2015

"Ача-пăча пÿрт тултарать", - тенĕ ваттисем. Чăн та, çемье ăшши çутă тĕнчене килнĕ тĕпренчĕксенчен те чылай килет. Вĕсем - ашшĕ-амăшĕн савăнăçĕ, куç тулли телейĕ. Кунпа Вăрнар районĕнчи Юпшик ялĕнче пурăнакан Земфира Африканова та килĕшмесĕр тăраймарĕ. Мăшăрĕпе 4 ачи 35-ри хĕрарăмшăн - пĕтĕм пурнăç.

Земфира /ял-йыш ăна Сима тесе чĕнет/ пире хăйсем патне хăнана йыхравларĕ. Африкановсен кермен евĕр капмар çурчĕ таçтанах илемлĕн курăнать. Хапха умĕнче трактор ларать. "Эппин, çемьен уй-хирте пысăк лаптăк çĕр пур", - явăнчĕ пуçра шухăш. Хальхи вăхăтра ялта кашни килтех техника çук-çке. Пысăк çак çуртра пĕчĕк ача пуррине кухньăри маччаран çакнă чуччу та çирĕплетрĕ. Унта 9 уйăхри Даринăна сиктереççĕ иккен.

Земфирăпа Михаил иккĕшĕ те йышлă çемьесенче çуралса ÿснĕ. Вĕсем те çак йăлана пăсас темен: Турă панă кашни тĕпренчĕкне çутă кун парнелеме калаçса татăлнă. Сăмах май, Симăн аппăшĕ те 5 ача çуратнă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.