Çĕрулми сортне лайaхлатма

14 Мая, 2015

Чăваш Республики çĕрулми туса илессипе Раççейри чи ăнăçлă регионсенчен пĕри. Ялта пурăнаканăн кашнин хуçалăхĕнчех хĕл каçмалăх çĕрулми лартса тăваççĕ. "Иккĕмĕш çăкăр” тесе хисеплет ăна халăх. Пĕр-икĕ кун çĕрулми çимесессĕнех темĕн çитмен пек туйăнать.

Çĕрулмине хăçан лартасси çĕр мĕнлерех ăшăнса пулса пынипе çыхăннă. Маларах нÿхрепрен кăларса шăтарнă улма сивве тÿсĕмлĕ. Вăл каçхине 3 градус таран сивĕ пулсан та аптăрамасть. Тăпра температури 5-8 см тарăнăшĕнче 5 градус ăшăтсан ир пулакан çĕрулмине лартма юрать. Вăтам тата каярах пулакан çĕрулмине ăшă тăпрана лартмалла. Хурăн кăчкисем çурăлсассăн улма лартма юрать теççĕ халăхра. Ку тĕле 10 см тарăнăшĕнче тăпра 8 градуса çити ăшăнать.

Мĕнлерех лартмалла-ха улмана. Нормăна çĕрулми сорчĕн хăйнеевĕрлĕхне кура палăртмалла. Улман куçĕсен çăралăхне шута илмелле. Сортсене уйăрса лартмалла. Ку улмана ÿснĕ чухне пăхма, кăларнă чухне тĕрĕс пуçтарма çăмăллатать. Лартмалли улмана лайăх шăтарса хатĕрленĕ, куçĕсем вăйлă аталаннă пулсан ăна сайрарах лартмалла.

Тăпра пулăхлăхĕнчен те улмана мĕнле лартасси нумай килет. Лайăх тăпрана çăрарах лартма юрать. Мĕнле сортсене суйламалла-ха лартмашкăн? Килте икĕ-виçĕ сортлă çĕрулми пулсан аван. Пĕр çул лайăх тухăç паракан сортах тепĕр çул ăнмасан та пултарать. Çĕнĕ сорт лартма шухăшласан малтан пĕчĕк лаптăкра тĕрĕслесе пăхмалла. Сортăн çирĕплĕхне - фитофтороза, рак, кăмпăска чирĕсене парăнманнине - тĕрĕслемелле.

Пирĕн тăрăхра анлă сарăлнă сортсем.

Адретта. Унăн улмисем шултра, 160 г яхăн пулаççĕ. Адреттăн тути те аван. Тÿнĕ улма тĕсĕ сарăрах, тип çу хушнă пекех курăнать. Тухăçĕ пысăк! Тĕрлĕ чирсене хăвăрт парăнмасть.

Невский. Лайăх пĕлекен, тахçантанпах туса илекен сорт. Хатĕрлесе лартсан тухăç аван парать, 150 г яхăн таякан улма пуçтарма пулать ана çинчен. Шап-шурă çеçкене ларать, улма тĕсĕ шурă, тути лайăх, çемçе. Невский сорт лайăх упранать. Пирĕн республикăра лайăх тухăç парать.

Конкурент. Хăйĕн ятне тивĕçлĕ. Пĕр тĕмрен 2 кг улма тухать. Хăвăрт пулса çитет. Фитофторăна тÿсĕмлĕ, тутипе те улман ытти пахалăхĕпе те лайăх кăтартусем.

Белорусски ирхи. Хăвăрт пулса çитет, тухăçлă. Улмасем тăрăхларах çавра, шурă, 90-110 г, хуппи яка, куçĕсем пĕчĕк, нумай. Азотлă, комплекслă удобренипе пуян çĕрсенче лайăх ÿсет.

Смена вăтам вăхăтра пулать, фитофторăна, вирус инфекцине чăтăмлă, тути лайăх. Улма çаврака, шурă, шултра - 110-150 г. Каснă улма хăвăрт хуралмасть. шап-шурă шултра çеçке çурать.Пулăхлă тăпрана кăмăллать.

Çулла çĕрулми лартатпăр

Шăрăх çулсенче улмара шурă çип евĕр йĕрсем пулаççĕ. Ку улма сорта тăсма юрăхсăр. Шăрăх чир-чĕре аталанма, сарăлма пулăшать. Хурт-кăпшанкă вăйлă хунать. Мĕнле хÿтĕлемелле çĕрулмине шăрăхра.

Сортлăх улмана çулла лартни - халăх тĕрĕсленĕ шанчăклă меслет. Ку меслетпе Раççейĕн вăтам тăрăхĕнче тахçанах усă кураççĕ.

Çулла вăрлăх валли лартмалли вăхăт - июлĕн 10-25-мĕшĕсем. Çиме валлилĕх 10 кун маларах ларт­малла. Çуллахи улмана пăрçа, симĕс сухан, ирхи купăста хыççăн лартма юрать. Çуллахи çĕрулмин тухăçĕ кăшт пĕчĕкрех, анчах лайăх упранать, вăрлăх валли чи пахи шутланать.

Çуллахи вăрлăха та лартма маларах хатĕрлемелле. Улмана хĕвел лекмен çĕре, сулхăна сармалла. Лартиччен пĕр кун маларах фунгицид, инсектицид имçамĕпе вăрлăха йĕпетмелле. Колорада нăрри çĕрулми çеçке çуриччен питех тапăнаймĕ. /Престиж, актара, конфидор препаратсемпе усă курма юрать/. Çуллахи çĕрулми речĕсем 70 см пулмалла, улмасем хушши 20-25 см. 8-10 см тарăнăшне шăварса лартмалла. Улма шăтса тухиччен лаптăка шăвармалла мар, çиелтен сапнă шыв шăрăхра тăпрана хĕртет, улма пăчăхса аталанаймасть.

Тĕрĕс лартнă çĕрулми 10-12 кунран шăтса тухать. Ăна çуркунне лартнă çĕрулми пекех пăхмалла. Улма температура .8 градуса çити чакичченех çитĕнет. Октябрь уйăхĕн варринче кăларса пуçтармалла. Унччен икĕ эрне маларах асăрханă чирлĕ тĕмсене кăлармалла.

Кĕркуннехи сивĕсем ир килсен çĕрулмине иртерех пуçтарса илмелле. Унсăрăн сивĕ лексе улма чирлеме пултарать, япăх упранать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.