Çулсем иртсен...

14 Мая, 2015

Иртнĕ çул «Хыпар» хаçатăн пĕр номерĕнче «Шанчăка çухатманнисем» ятлă статья пичетленнĕччĕ. Унта Тутарстанри Нурлат районне кĕрекен Куракьелĕнче çуралса ÿснĕ Зинаида Афанасьева Петр /Питрав/ пиччĕшĕн вилтăприне тупни, çав вырăна кайса килни çинчен çырса кăтартнăччĕ. Çакăнпа çулçÿрев историйĕ вĕçленмен-ха.

«Зинаида Леонтьевна ашшĕне - Леонтий Акимович Максимов-Казакова - шырама тытăннă. Вăл 1942 çулхи сентябрьте вăрçă хирĕнче пуç хунă. Ăна Воронеж облаçĕнче пытарнă теççĕ. Хĕрĕ çитес Çĕнтерÿ кунĕччен вилтăприне тупасса шанать. Ун чухне вара амăшĕн - Унепи Фейзулловнăн çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕн хăюлăхĕ умĕнче пуç таяс ĕмĕтне пурнăçлатех», - тенĕ çав материалта. Акă Казахстанран тахçантанпа кĕтнĕ çыру килнĕ. Зинаида Леонтьевна Якаелĕнче пурăнакан Лидия Николаевна Ермилова йăмăкĕ патне ашшĕн вилтăпри çине кайса килни çинчен çырса кăтартнă.

«Майăн 3-мĕшĕнче Воронежа çитрĕм. Лиски хулинче мана унчченхи кÿршĕ кĕтсе илчĕ. Майăн 5-мĕшĕнче пире митинга чĕнчĕç, концерт кăтартрĕç, - тенĕ çырура. - Çар мухтавĕн музейне кайрăмăр. Унта эпĕ аттен сăнÿкерчĕкне тата архив справкине парса хăвартăм.

Кайран тăванла масар çине илсе кайрĕç. Вăл Воронежран çул урлă, халĕ хула микрорайонĕ шутланакан Подгорное ялĕнче вырнаçнă. Вăрçă вăхăтĕнче яла пĕрре нимĕçсем ярса илнĕ, тепре - пирĕннисем. Çапла 8-9 хутчен алăран-алла куçнă. Вилнисене пытарса ĕлкĕреймен. Ăçта ÿкнĕ çавăнтах чавса чикнĕ. Яла яланлăхах ирĕке кăларсан вара пурне те çĕнĕрен пытарнă. Пурĕ - 10300 салтак. 291-мĕш вилтăпринче манăн атте те вырăн тупнă. Унта 2800 салтакпа офицера пытарнă. Вилтăпри çинчи обелиск çине цифрăсем çеç çырса хунă. Никамăн ячĕ те, хушамачĕ те çук.

Майăн 9-мĕшĕнче тепĕр хутчен кайрăмăр, вилнисене пурне те асăнтăмăр. Эпир çак вырăна тупассишĕн нумай тăрăшрăмăр... Мăнукпа интернетра информаци тупнă хыççăн Воронежа шăнкăравларăмăр. Павел облаçри çар комиссариатне кайса килчĕ, анчах çÿрени кăлăхах пулчĕ. Василий ывăл та шырарĕ. Ăна та «списоксенче кун пек çын çук» тесе хуравланă. Тĕп архива çыртăмăр. Унтан мĕн пуррине йăлтах ярса пачĕç».

Икĕ çул шыравра иртнĕ. Шел те, Зинаида Леонтьевна ашшĕне ас тумасть. Вăл çемьере хĕрсенчен чи кĕçĕнни. Унăн ашшĕ Леонтий /Левенттей тенĕ ăна ялта/ Куракьелсем пулнă. Амăшĕ Унепи Тутарстанри Нурлат районĕнчи Лачакара çуралса ÿснĕ. Леонтий фронта 1942 çулта кайнă. Хĕрĕхре пулнă вăл. Унран пилĕк ача юлнă. Леонтий Акимович Максимов-Казаков тата ывăлĕ Питрав тăван киле таврăнайман, çапăçу хирĕнче пуç хунă.

Унепи аппа ачисене ура çине тăратассишĕн вăйне-халне шеллемесĕр тăрăшнă. Хĕрĕ Вера почтальонра ĕçленĕ. Зинаида Чистайри медучилищĕрен вĕренсе тухнă. Ачалăхĕ йывăрлăхра иртнĕ, пурнăçĕ çăмăл килмен пулин те Зинаида Леонтьевна хăйне телейлисен шутне кĕртет. Вăл хăй те çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлнă, çапах ачисене аслă пĕлÿ пама пултарнă. Унăн халĕ мăнукĕсем те çитĕннĕ ĕнтĕ. Зинаида Леонтьевна - алă ăсти, илемлĕ юрлать, тутлă апат-çимĕç хатĕрлет. Ырă та уçă кăмăллă çын пулнăшăн ăна тусĕсем, ĕçтешĕсем, тăванĕсем, кÿршисем питĕ юратаççĕ.

 

Елена ФЕДОТОВА,

филологи наукисен кандидачĕ.

Шупашкар - Якаел, Нурлат районĕ, Тутарстан

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.