ЙĔТĔН ÇĂВĔ - ÇАМРĂКЛĂХ ЭЛИКСИРĔ
Тĕлĕнмелле паха минералсемпе витаминсен комплексĕ пуррине кура йĕтĕн çăвĕ организма сыватакан тата çамрăклатакан витĕмлĕ хатĕрсем хушшинче малти вырăнта тăрать.
Йĕтĕн çăвĕнче çăра мар Омега-3 тата Омега-6 йÿçексем нумай. Ку ăна юнри япăх холестерин шайне чакарма, атеросклерозран, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен хÿтĕлеме, сиплеме пулăшать.
Е витаминпа /А,В,Ф витаминсемпе те/ питĕ пуян пулни иммунитета çирĕплетме, тонуса, юн тымарĕсен пиçĕлĕхне йĕркере тытса тăма, тĕртĕмсене çĕнетме май парать. Çавна пула организм çамрăкланать, ÿт якалать, çÿç йăлтăртатма пуçлать.
Çу ват шĕвекне çемçен кăларать, пĕверпе ват хăмпине сывалма пулăшать. Вăл вар-хырăм çулне тасатма уйрăмах меллĕ, çавăнпа унпа организма тасатмалли, кĕлетке виçине чакармалли комплекссенче усă кураççĕ.
Çавăн пекех çу вар-хырăма майĕпен çемçетет, тула каяссине йĕркене кĕртет. Витĕмĕ темиçе кунран кăна палăрма пултарать. Çав вăхăтрах йĕтĕн çăвĕ пыршăлăхăн лăймака сийне вĕчĕрхентермест, ăна хуплать, çемçетет, апата лайăхрах ирĕлтерме витĕм кÿрет, шыçă процесĕсене чакарать, гастрит, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви, геморрой чухне, тÿрĕ пыршăра çуркаланчăксем пулсан, чирлĕ ват хăмпинче, пÿрере тĕртĕмсем çĕнелессине хăвăртлатать. Çавăн пекех хырăм ай парне ырă витĕм кÿрет.
Йĕтĕн çăвĕнче фитоэстрогенсем - хĕрарăм гормонĕн эстрогенăн аналогĕсем - пур. Çавăнпа вăл менотăхтав тапхăрĕнче питĕ усăллă. Тата çăва куллен ĕçни хĕрарăмсен менструаци умĕнхи синдромне çăмăллатать.
Мĕнле усă кураççĕ-ха? Йĕтĕн çăвне салатсене, пăтăсене, кĕрперен хатĕрленĕ гарнирсене, ытти апата хушма юрать.
Тасалла ĕçсен тата лайăхрах. Кунне 2-3 хут апат умĕн е ун вăхăтĕнче 1-ер десерт кашăкĕ ĕçмелле. Çăва хĕвел лекмен тĕттĕм вырăнта упрамалла. Уçсан тути йÿçĕхĕсрен сивĕтмĕше лартмалла. Икĕ-виçĕ уйăх ĕçсе пурăннă хыççăнах организмра ырă улшăнусем пулнине туйса илетĕр.
Комментировать