«Мĕн чăтнине килте каласа кăтартăп-ха...»

13 Мая, 2015

Лавкка умĕнче Юрий Емельянович Федорова тĕл пултăм. Пĕр ялсемех эпир, анчах чылайранпа курман. Вăл Йăлмаччари вулавăш ертÿçинче ĕçлерĕ. Ун чухне библиотекăна халăх нумай çÿренĕ, ватти те, вĕтти те татăлма пĕлмен. Пушă вăхăтра эпĕ те каймасăр чăтаймастăм. Юрий Емельянович çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ. Анчах та ялти клубăн ĕмĕрĕ татăлчĕ - 5-6 çул каялла вăл çĕрсе ишĕлчĕ. Çавна май Йăлмаччари культура вучахĕ сÿнчĕ.

Юрий Емельянович хăйĕн килне чĕнчĕ. «Кăтартмалли пур. Асаттен хаклă япалисене - салтак çырăвĕсене тупрăм», - терĕ. Типтерлĕ чĕркесе хунă сарăхнă хут листисемпе паллашма сĕнчĕ.

- Ку çырусене асанне чи хаклă реликви пек арча тĕпĕнче упранă. Хăй çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа чылай çул иртсен салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусене тупма май килчĕ. Пĕр вунна яхăн. Паллаш. - Вăл мана тĕркене тыттарчĕ.

Федор Филиппов 73 çул каялла çырнă çырусене эпĕ питĕ тимлĕн вуласа тухрăм.

Юрий Емельяновичăн аслашшĕ вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта тухса кайнă. Тăван ял-йыш ăна каялла çĕнтерÿпе çаврăнса килме ырă сунса ăсатнă. Килĕнче мăшăрĕ Наталия тата виçĕ ачи юлнă. Аслă ывăлĕ Филимон нумай çул уй-хир бригадинче вăй хунă, халĕ тивĕçлĕ канура. Емельян, Юрий Федоровăн ашшĕ, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Хĕрĕ Елена мăшăрĕпе Улатăр хулинче пурăнать.

Федор Филиппов фашистсене Тăван çĕршывран хăваласа яма хăйĕн килти урхамахĕпе тухса кайнă. Малтан Ишлей станцийĕнче, каярах Вăрманкас ялĕ çывăхĕнче çĕнĕрен йĕркеленекен батальона лекнĕ. Унта вăл Йăлмачча çыннисене - Никифор Степановпа Николай Осипова - тĕл пулнă. Анаткас Татмăш, Ачча ялĕсенчен те арçынсем пулнă. Унта Федор Филиппов хăйĕн урхамахĕпе батальонра тĕрлĕ ĕç тунă: апат-çимĕç илсе килнĕ, вăрмантан вут-шанкă турттарнă.

1941 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче вăл мăшăрĕ патне çакăн пек çыру янă: «Наташа, пире кунтан хăçан илсе каясси паллă мар. Вăхăт пулсан килсе кай-ха. Пăртак типĕтнĕ какай, сухари, укçа, алсиш илсе кил. Эпир кунта пурăнакан ял - Вăрманкас, хваттер хуçи - Терентьев. Килсен шыраса тупатăн. Кунта салтаксене пурăнма ятарлă пысăк çурт çук, пурне те кил тăрăх салатнă. Пире икĕ лашапа пĕр урапа панă». Çак çырăва илнĕ Натали упăшки патне кайса килнĕ.

Декабрĕн 13-мĕшĕнче çĕнĕрен йĕркеленнĕ батальон çула тухнă. Фронт еннелле. Декабрĕн 20-мĕшĕнче çырнă çыруран:

«Вăрманкасран тухнăранпа 7 кун çитрĕ. Кăнтăрла та, çĕрле те çул çинче. Çанталăк сивĕ, алă пÿрнисемпе хăлхана тăм илчĕ. Тавтапуç сана, Наташа, пальтопа кăçатă килсе панăшăн. Вĕри апат çименни - чылай, шăннă сухари кăшлатпăр. Ялсем витĕр тухнă чухне вĕри апат çитеркелеççĕ. Киле таврăнсан çемьепе пĕрле вĕри улмапа çăкăр çиесчĕ.

Евлампин, Петĕрĕн, Ĕлĕксандрăн адресĕсене çырса ярăр. Хĕлимуна, Емельяна тата Ленăна питĕ пысăк салам! Пирĕн адрес çук, пĕрмаях куçатпăр».

1941 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче янă çырури йĕркесем:

«Владимир хулинче пултăмăр. Пире салтак тумтирĕ пачĕç: шинель, пушмак, çĕлĕк, кĕпе-йĕм, кутамкка тата ыт.те. Халĕ эпир Ветлуга хулинче. Лашасене фронт линийĕ еннелле кунран-кун хăвалатпăр. Наташа, йывăр пулсан та ачасене лайăх пăхса ÿстер. Маншăн ытлашши ан кулянăр, пурте йĕркеллĕ».

1942 çулхи январĕн 8-мĕшĕ:

«Мускав хĕрринче. Фронт кунтан 100 çухрăмра теççĕ. Ман лаша маттур. Çул çинче нумаййăн вилсе юлчĕç. Тата икĕ кунтан фронт хĕррине çитетпĕр пулмалла. Халĕ пире вĕри апат пĕçерме продуктсем параççĕ, аптрамастпăр».

1942 çулхи январĕн 13-мĕшĕ:

«Эпир Подольск хулинчен 50 çухрăмра. Вăрçă кĕрлевĕ илтĕнет. Кунта темле завод пулнă, лашасене çавăнта усратпăр, апатне тиеме 20-30 çухрăма каятпăр. Çырса пĕлтер, Наталия, тырă, çĕрулми хакĕсене. Тырă хаклă пулсан та илĕр, выçă ан пурăнăр. Çĕрулми те пулин пĕçерсе çитер. Вутă çук пулсан лаççа пăсса çунтарăр. Ял таврашĕнче вĕренекен салтаксене те çимелли тупса парăр. Салам кала тăвансене, кине, Ултуттипе Марука».

1942 çулхи февралĕн 3-мĕшĕ:

«Ку çырăва пĕр хуралтăра çыратăп. Вăрçă çулăмĕ таврара ялкăшать. Нимĕç самолечĕсем бомбăсем тăкаççĕ, снарядсем шартлатса çурăлаççĕ, пульăсем шăхăраççĕ. Кашни минутра вилĕм куçран пăхать. Аманнисене санчаçе лашасемпе турттаратпăр. Эпир Анаткас Татмăш ялĕнчи Степан Пашковпа пĕрле çÿретпĕр. Мана урăх ротăна куçараççĕ, адрес улшăнать.

Кунта мĕн курнине киле çитсен каласа парăп-ха сире. Паян аманнисене илсе килнĕ чухне нимĕç самолечĕ пулеметран печĕ, аран траншейăна сиксе ĕлкĕртĕм».

1942 çулхи февралĕн 8-мĕшĕ:

«Хаяр çапăçусем пыраççĕ. Тавралла çын вилли, çуннă танксем, арканнă тупăсем выртаççĕ. Ман куç умĕнчех мĕн чухлĕ салтак вилчĕ. Ман адрес: Полевая станция, 1544».

Юлашки çырăвне Федор Филиппов 1942 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче çырнă. Çав кун çăкăр тиенĕ автомашинăна нимĕç самолечĕ бомба пăрахса аркатнă. Çăкăрĕсем фургонтан тухса ÿксе юр çийĕн сапаланнă. Федор Филиппов вĕсене лашапа чаçе тиесе килме приказ илнĕ. Лайăхах çитнĕ вăл арканнă машина патне, анчах çывăхра автомат шатăртатнă. Пурнăçĕ çапла татăлнă унăн.

Ашшĕ патне Филимон янă çырусем хуçине тупаймасăр пурте каялла килнĕ. Федор Филиппов тăван ялне, мăшăрĕпе ачисем патне таврăнайман. Унăн ятне ĕмĕр асăнмалăх палăк çине çырса хунă... Мăнукĕсемпе ывăлĕ Филимон, хĕрĕ Лена Çĕнтерÿ кунне уявланă чухне кашни çулах чĕрĕ чечек çыххи килсе хураççĕ кунта - манмаççĕ ăна, асра тытаççĕ.

 

Михаил ВАСИЛЬЕВ.

Канаш районĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.