Ырă ĕçсемпе палăрнă çын

13 Мая, 2015

Пурнăçа ырă ĕçсем тума панă.

Вырăссен каларăшĕ.

Ырă çын çеç ырă ĕç тума пултарать, мĕншĕн тесен çакнашкал çын пулмашкăн çутă чунпа, таса чĕрепе пурăнмалла. Çавăн пек çынсем йăлтăр çутă евĕрлех - хăйсен патне туртаççĕ, ăшăтаççĕ. Ытларах чухне вĕсем - пирĕн атте-анне е вĕрентекенĕмĕрсем.

Маншăн кăна мар, чылай юлташăмшăн та çакнашкал вĕрентекенсенчен пĕри - Валерий Георгиевич Тимофеев. Шел те, пирĕн хушăра çук ĕнтĕ вăл.

Юридици ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Раççейри çутçанталăк çинчен вĕрентекен ăслăлăхсен академийĕн /РАЕН/ чăн членĕ Валерий Георгиевич Тимофеев чăн-чăн Çын тата Вĕрентекенччĕ.

Интереслĕ шăпаллă çынсем пирĕн тĕнчене яланхи пек мар вăхăтра килеççĕ. Валерий Тимофеев 1937 çулта Йĕпреç тăрăхĕнчи Пăкăян поселокĕнче çуралнă. Çĕршывра ун чухне урăхларах шухăшлакансемпе «вăрçă» пынă. Пулас профессорăн ачалăх çулĕсем тантăшĕсен шăпинчен нимĕнпе те уйрăлса тăман, вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи йывăр тапхăрта иртнĕ. Çапах та ниме пăхмасăрах çамрăк чун пĕлÿ илессишĕн çуннă, ÿссе çитсе пĕве кĕреспе учитель профессине суйласа илнĕ.

1958 çулта Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухни çинчен калакан диплома илсенех çамрăк педагог Атнашри 7 çул вĕренмелли шкулта пуçламăш классен учителĕнче ĕçлет. Тепĕр çултанах Валерий салтак шинельне тăхăнать. Служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ăна пĕрре кăна мар хавхалантарнă. 1962 çулта çартан таврăнсан тăватă çул историпе филологие вĕреннĕ. Пултаруллă студента факультетра асăрханă, кафедрăра юлма сĕннĕ. Валерий Тимофеев вара хăйне йывăр та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре тĕрĕслесе пăхма шухăшланă.

1966 çулта вăл Чăваш АССР Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕ пулса тăрать. Çарта йывăрлăхсене çĕнтерсе çирĕпленни, професси тĕлĕшĕнчи яваплăх, чăн-чăн педагог пултарулăхĕпе палăрни, çынна ăнланма пултарни - паха çак енсем ăна уголовлă шырава илсе çитереççĕ. 11 çултан Тимофеев майор службăна вĕçлесе педагогика ĕçнех таврăнать. Уголовлă шыравра тăрăшнă вăхăтрах аспирантурăра та вĕреннĕ, 1976 çулта «Чăваш тăрăхĕнчи милици, суд, прокуратура органĕсем Совет влаçне çирĕплетессишĕн пынă кĕрешÿре» темăпа кандидат диссертацине çырнă.

1977 çулта унăн ĕç кĕнекине çĕнĕ йĕркесем çырса хураççĕ - «И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн пĕтĕмĕшле истори кафедрине аслă преподаватель должноçне йышăннă». Пурнăçра çĕнĕ тапхăр пуçланать. Хăшĕсене Валерий Георгиевич професси картлашкипе çăмăллăн хăпарнăн туйăнать-тăр. Çапах та В.Тимофеева пĕлнĕ çынсем унăн мĕнлерех йывăрлăхсене çĕнтерме тивнине лайăх ăнланаççĕ. Вăл Чăваш Республикинче аслă юридици пĕлĕвĕ парассине йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. Шăпах Валерий Георгиевич профессионалсен туслă йышне пухма, пĕр коллектива пĕрлештерме мехел çитернĕ, ăна хăех чи йывăр тапхăрта - 1991-1994 çулсенче - ăнăçлă ертсе пынă. 1997 çулсенче Валерий Георгиевич республикăра чи малтан юридици ăслăлăхĕсен докторĕ пулса тăнă.

Юридици факультечĕн деканачĕн алăкĕсем Тимофеев ертсе пынă çулсенче яланах уçăччĕ. Валерий Георгиевич студентсене те, вĕсен ашшĕ-амăшне те, ĕçтешĕсене те уçă кăмăлпа йышăнатчĕ. Тимофеев профессор пурнăçри чи йывăр лару-тăрура яваплă йышăнусем тума пултаратчĕ.

Вăл тăрăшнипе юридици факультетĕнче патшалăх право йĕркине сыхлакан органсемпе тата вĕсен сотрудникĕсемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Студентсене пĕлÿ панă май оперативлă ĕçченсемпе, Шалти ĕçсен министерствин оперативлă службисен пуçлăхĕсемпе тĕлпулусем йĕркеленĕ, вĕсем професси опычĕпе паллаштарнă.

Валерий Георгиевич - 120 ытла ăслăлăх ĕçĕн, çав шутра 6 монографин авторĕ. Ăсчах Чăваш Енре милици органĕсем йĕркеленнине, аталанса пынине тишкернĕ. Чулхулари патшалăх университечĕ çумĕнчи юридици ăслăлăхĕсен кандидачĕн ученăй степеньне илмешкĕн диссертацисем хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен диссертаци канашĕн, Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи истори ăслăлăхĕсен ученăй степеньне илмешкĕн диссертацисем хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен регионти диссертаци канашĕн йышĕнче пулнă. Ăслăлăхра вăл ертсе пынипе 1 çын доктор, 6-ăн кандидат диссертацине хÿтĕленĕ.

Ăслăлăхри тата педагогикăри пысăк опытне шута илсе ăсчах ятне ученăй-юристсен биографийĕсен энциклопеди словарьне кĕртнĕ.

Суйласа илнĕ профессие чунне пани, яланах тÿрĕ кăмăлпа ĕçлес тени - çаксем, паллах, унăн пысăк вăй-халне илнĕ. 2008 çулхи августăн 23-мĕшĕнче паллă ăсчах пирĕнтен уйрăлчĕ. Унăн çутă та ырă сăнарĕ, Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче пĕлÿ илнисен нумай ăрăвне вĕрентнĕ çын сăнарĕ яланах пирĕн чĕресенче упранĕ.

n Валерий СЕРИН,

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх

университетĕнчен 1996 çулта вĕренсе тухнăскер

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.