Çулталăк маларах вилме пултарнă

13 Мая, 2015

Пĕрремĕш космонавт биографийĕнче пĕтĕмпех уçăмлă темелле. Çапах та çулсем иртнĕçемĕн çĕнĕ фактсем те палăраççĕ. Космонавтсене хатĕрлекен центр преподавателĕ Валентин Петров Гагаринпа туслă пулнă. Эпир Петров полковникпа тĕлпултăмăр.

Сывлăшри кадриль

- Акă «плакатри» Юрий Алексеевич - сăнÿкерчĕкрен йăл кулса пăхать, мир символне шурă кăвакарчăна тытнă. Çапах та урăх Гагарин та пулнă вĕт, чĕрри, чăн-чăнни.

- Заводсенче рабочисен умĕнче тухса калаçнă май вăл çапла шÿтленĕ: «Часах космоса профсоюз путевкисемпе вĕçме пуçлатăр акă!» Малашнехине курса каланă темелле - космос туризмне пикенсех аталантараççĕ.

Хăйне паттăр тесе шутламан. Пачах урăхла, яланах çакна палăртнă: «Космос карапне совет çыннисем пухнă - эпĕ мухтавлă çĕршывăн космосри представителĕ çеç пулнă». Хăйĕнпе мар, çĕршывпа мухтаннă. Йăл кулă сăн-питĕнчен кайман, хастар, тÿрĕ чунлăскер. Пурне те яланах пулăшма хатĕр пулнă. Вăл - космонавтсен отрячĕн пĕрремĕш командирĕ пулнă. Унăн служба машини отряд ĕçĕсемпе пĕрмаях çÿренине Çăлтăр хулара манман-ха. Пĕр космонавтăн амăшĕ килет, кĕтсе илмелле. Теприн мăшăрне ача çураттармалли çурта илсе кайма вăхăт çитнĕ. Гагарин хăйне пăхăнса тăракансен ыйтăвĕсене лайăх пĕлнĕ - кирлĕ пулсанах хăйĕн машинине янă. Çăлтăр хулана йĕркелесе çитерме сахал мар тăрăшнă.

- Паллă ĕнтĕ, пĕрремĕш хут вĕçме 6 кандидата хатĕрленĕ. Мĕнле шухăшлатăр: пиллĕкĕшĕ Гагарина ăмсаннă-и?

- Мĕн калаçатăр эсир? Паттăр ятне илесси çинчен никам та шухăшламан. Умра хăрушлăх пулнă вĕт. Тен, ăнăçсăр килсе тухать, тен, космонавт вилет? Çапах та мĕншĕн-ха Королев шăпах Гагарина суйласа илнĕ? Вĕсене 6-шне те /Гагарин, Титов, Нелюбов, Николаев, Попович, Быковский/ генеральнăй конструкторпа паллаштарсан, лешĕ карапа кăтартсан харсăр Юра тÿрех кабинăна кĕмешкĕн ирĕк пама ыйтнă. Вăл техникăпа мăнаçланнине пытарман. Çакнашкал хăпартланни, чун-чĕререн ĕненни килĕшнĕ Сергей Павловича. Космосран Гагарин ăна кашни самант çинчен тенĕ пек пĕлтернĕ. Йывăрăшсăрлăх тени мĕне пĕлтерет - ун чухне çакна та ăнланман вĕт. Юра шÿтлесе çапла пĕлтернĕ: «Сывлăшра кадриль ташланă пек». Ăна енчен енне çавăрнă. Халĕ çăмăллăн, çемçен анса лараççĕ, сикмелле мар, Гагарин вара 7 пин метр çÿллĕшĕнчен сикнĕ, хăйĕн парашютне Атăлăн çÿллĕ çыранне антарса лартнă, унта халĕ мемориал.

«Союз» пиçсех çитмен-мĕн»

- Гагарин вĕçев хыççăн мĕн пирки ĕмĕтленнĕ-ши?

- Тепĕр хут вĕçесшĕн пулнă, ăна космос кăсăклантарса янă. Юрий Алексеевича иккĕмĕш вĕçеве хатĕрленĕ, «Союз» караппа çемçен анса лармалли технологие тĕрĕслемелле пулнă. Юлашки кунсенче Владимир Комаровпа ылмаштарнă. Брежнева «Союз» пиçсех çитмен» /туса çитерейменнисем пулнă эппин/, çивĕч ыйтусем тухса тăма пултараççĕ тесе пĕлтернĕ. Генсек тĕнче пĕлтерĕшлĕ Гагарин тĕлĕшĕпе теветкелле хăтланас темен. Комаров вĕçнĕ те - вилнĕ. Ку 1967 çулта пулнă, пирĕн космос пуçласа çухату тÿснĕ. Парашют тытăмĕ енĕпе кăлтăк сиксе тухнă, пĕчĕкрех хăвăртлăх çине куçас вырăнне карап çĕр çине пысăк хăвăртлăхпа аннă та çунса кайнă. Конструкторсен йăнăшĕ /Королев çав вăхăт тĕлне вилнĕ ĕнтĕ/. Юра çав кунсенче хуйха пула ниçта кайса кĕреймен, вăл Владимир Михайловичпа питĕ туслă пулнă. «Союза» каярах алла илнĕ, карапа Береговой, Шаталов, Волынов тата пирĕн ытти паллă космонавт тĕрĕслесе пăхнă.

- Юрий Алексеевич тепĕр çултан, 1968 çулта, вилнĕ.

- Б.Волынов космонавтăн мăшăрĕ Тамара Федоровна каласа панăччĕ мана: çав кунхине Юра аэродрома кĕмелли пропускне манса хăварнипе килне каялла кĕнĕ. Каялла таврăнни япăх паллă теççĕ. Çав кунхине вилнĕ те Гагарин. Нумай верси пулнă. Ман шутпа, техника кирлĕ пек ĕçлемен. ССР Союзĕ космоса алла илнĕ тапхăрта икĕ экипажа - Комарова тата Добровольские, Волкова, Пацаева - çухатнă. Çак космонавтсем пĕрремĕш орбита станцийĕнчен таврăннă чухне вилнĕ. Американсен ытларах çухату пулнă. Нумаях пулмасть акă АПШри учительница 11 талăка орбитăран уроксем ирттерме кайнă, карап вĕренекенсен куçĕ умĕнчех çунса кайнă. Хăрушлăх çав-çавах пысăк.

- Çак кунсенче Раççейпе Америкăн Уйăха тĕпчемелли программи çинчен пĕлтĕмĕр. Роскосмоспа НАСА Марс çине вĕçмешкĕн «маршрут картти» хатĕрлеме пуçлаççĕ. Тен, Раççейпе Америка тата Европа космос никĕсĕ çинче те пулин мирлешĕç, космос тĕлĕшпе санкцисем çук вĕт?

- Космосра пирĕн тавлашусем çуралман та. Унта нацисем çине пайланмаççĕ. Пĕрлехи экипаж пур. Пĕрлехи программа. Икĕ чĕлхепе ĕçлеççĕ - вырăсла тата акăлчанла.

Виктория КАТАЕВА.

/«Собеседник»/

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.