Парада чăваш каччи те хутшăнать
Эпĕ, Галина Трофимовна Яндушкина /хĕр чухнехи хушамат - Лукина/ 1952 çулта Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче йышлă çемьере çуралнă.
Атте, Трофим Лукич Лукин, вăрçăччен шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Фронта 1942 çулта кайнă, унтан аманса таврăннă. Контузи те пулнă. Пирĕн килте унăн «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медалĕ упранать. Вăрçă хыççăн шкулта учительте ĕçленĕ. Сывлăхĕ хавшаса пынине пулах - сипленме Севастополе кайнине килти архиври сăнÿкерчĕкрен пĕлетпĕр - йывăр чирлесе выртнă хыççăн 1962 çулта пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Анне, Ульяна Игнатьевна, 5 ачапа тăрса юлчĕ.
Атте вилнĕ чухне эпĕ 10 çулта, кĕçĕнни 7 уйăхра пулнă. Çавăнпа та вăрçă çинчен ыйтса пĕлме тавçăрайман. Астăвасса - атте ялан «Правда» хаçат вулатчĕ, кун кĕнеки çырса пыратчĕ. Килте кĕнеке нумайччĕ. Ăна пĕлекенсем вăл питĕ шÿтлеме юратни çинчен калаççĕ. Пĕррехинче вĕсем аннепе иккĕшĕ тăвансем патне хăнана кайнă. Çитсен атте кантăкран шакканă. «Кам унта?» - тесе ыйтсан «Прокурорпа майри»,- тесе каланă. Çавăн хыççăн шÿтлесе ăна «прокурор» тесе чĕнетчĕç.
Чăнах та, аттен фронтри çул-йĕрĕ çинчен лайăххăн пĕлмен эпир. Халĕ интернетра «Подвиг народа» сайт урлă информаци шыраса пăхас терĕмĕр те - акă, мĕн паллă пулчĕ: атте Кăнтăр Хĕвеланăç фронтра стрелоксен 571-мĕш дивизийĕн 318-мĕш полкĕнче стрелок пулнă. Полтава хули çывăхĕнчи Алексеевка ялĕшĕн пынă çапăçура ураран аманнă. Ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă, 3-мĕш ушкăн инваличĕ тесе йышăннă. Эпир аттен паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр, ун çинчен ачасене, мăнуксене каласа кăтартатпăр.
Нумаях пулмасть Шупашкарти 46-мĕш шкул-лицейра 6-мĕш класра вĕренекен мăнукĕ, Саша Емельянов, манăн атте çинчен çырнине шкула илсе кайрĕ. Унăн куçĕсем савăнăçлăн çутални, вăл хăйĕн мăн аслашшĕн пурнăçĕпе кăсăкланни питех те паха. Шкулсенче Çĕнтерÿ салтакĕсем çинчен асаилÿ пухни çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ пама пулăшать, çĕршыва юратма вĕрентет.
Çемьесенче ачасемпе калаçу ирттерни те питĕ вырăнлă. Вĕсем аслисенчен тĕслĕх илеççĕ. Акă, манăн кĕрÿ машина çине Георгий хăйăвне çакрĕ, ывăлĕсене Çĕнтерÿ парадне илсе кайса кăтартма хатĕрленет.
Аппан - Людмила Трофимовнăн - мăнукĕ, Воронежри сывлăш çар академийĕн курсанчĕ Стас Крикунов /сăнÿкерчĕкре, тăванĕсемпе пĕрле/, кăçал Мускавра иртекен Çĕнтерÿ парадне хутшăнать, вĕсем унта стройпа утса тухаççĕ. Мăн кукашшĕ пĕлĕтрен пăхса хăйĕн кĕçĕн мăнукĕшĕн савăнать пулĕ.
Галина Яндушкина,
Шупашкар хули
Комментировать