Рейхстаг çинче унăн ячĕ те пур
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă кашни салтак çинчен уйрăм кĕнеке çырма пулать. Çĕрпÿ районĕнчен фронта кайнă Федор Николаевăн вăрçă биографийĕ те хăйнеевĕр интереслĕ.
...Федор Николаевич тăван ял-йышпа 1941 çулхи октябрьте сывпуллашнă. Малтанах Мускав çар округне лекнĕ. Унтан - Беларуç фрончĕ. Тăшманпа миномет командирĕ пулса çапăçнă. Чăваш ачи вăрçă вучĕ витĕр Мускавран пуçласа Берлина çити утса тухнă. Çак çул çинче ентешĕмĕр фашист атти пусса аркатнă вун-вун хулана ирĕке кăларнă, пин-пин çынна вилĕмрен çăлнă. Тăван çĕршыв унăн паттăрлăхне Хĕрлĕ Çăлтăр, II, III степень Мухтав орденĕсемпе, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн", "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн", "Берлина илнĕшĕн" тата ытти медальпе чысласа палăртнă.
- Атте çапăçусемпе утса тухнă çула карттă туса палăртса пынă, - сĕтел çине кĕтесĕсем çĕткеленнĕ, çурăлнă вырăнсене çыпăçтарса майлаштарнă хут листи сарса хунă май пĕлтерет ветеранăн кĕçĕн ывăлĕ Алексей Федорович. - Вăрçă уншăн Елец хули патĕнче пуçланнă. "Çавăнта тĕп хула патне талпăнса пыракан фашист çарне чарса лартрăмăр. Унтан тапăнса пырса тăшмана Мускав патĕнчен сирсе ывăтрăмăр", - каласа кăтартнăччĕ вăл. Елец патĕнчи хаяр çапăçусемшĕн ăна "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медальпе чысланă. Щитры хулине ирĕке кăларнăшăн "Паттăрлăхшăн" медаль илнĕ.
Шел те, Федор Николаевич Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине кĕтсе илеймерĕ. Ветеран 1996 çулта çĕре кĕнĕ. Халĕ унăн вăрçăри кунçулне ачисем каласа панă тăрăх çеç пĕлме пултаратпăр.
- Совет салтакĕсемшĕн Мускав патĕнчи çапăçусем хыççăн Курскпа Орел хушшинчи "пĕкĕ" уйрăмах йывăр пулнă. Нимĕçсем вĕçĕмсĕр тапăнса килнĕ, - хĕрлĕ кăранташпа тунă кукăр-макăр йĕрсене тĕллесе кăтартать Алексей Федорович. - Вăйсем пĕртан мар пулин те пирĕннисем тăшман артиллерине, самолетсем тăкакан вут-хĕме пусарма пултарнă. Фашистсене çапса аркатма аттен миномет расчечĕ те сахал мар тăрăшнă. Днепр шывĕ урлă каçнине атте хумханмасăр каласа параймастчĕ: "Чернигов хулине ирĕке кăларнă хыççăн Днепр шывĕ хĕррине тухрăмăр. Манăн расчета чи малтан каçса плацдарм йышăнма приказ пачĕç. Вĕтĕ хăвалăх хÿттинче çĕрле пĕренесенчен сулă çыхрăмăр. Тепĕр кунхи пăч тĕттĕм каç Днепрăн сулахай çыранĕнчен уйрăлтăмăр. Хирĕçри çырана çывхарса пынă вăхăтра тăшман асăрхарĕ. Пирĕн тавра минăсемпе снарядсем çурăлма пуçларĕç. Пĕри сулăн малти пайне аркатрĕ. Минометсем шыва кайрĕç, çар хатĕрĕсене сулăн кайри пайне куçарса сыхласа хăвартăмăр. Юрать хăть ку вырăнта юханшыв тарăнах пулмарĕ, минометсене сĕтĕрсе çырана илсе тухрăмăр. Шывран тухнă-тухман çапăçу пуçланчĕ. Пирĕн бригадăн шыв урлă малтан каçнă подразделенийĕсем çак вырăна сакăр кун хушши тытса тăчĕç. Сахал мар юлташа çухатрăмăр унта".
Днепр урлă каçнă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн Ф.Николаева Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Карттă çинче пĕр хула, тепри, виççĕмĕшĕ... хыçа юлаççĕ. Берлиналла выртакан çул фашист "йăви" патне çывхарсах пырать. Чăваш каччин полкĕ 1945 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче Берлин çумĕнчи Мальгоф хулине пырса кĕнĕ.
- Совет салтакĕсене гитлеровецсем хĕçпăшал тытма пултаракан мĕнпур çынна пухса йĕркеленĕ "ополченипе" кĕтсе илнĕ, - тет Алексей Федорович. - Аттен расчетне виçĕ хутлă чул çурта тытса илме приказ панă. Çак çапăçура вăл икĕ юлташне çухатнă. Нимĕçсене те сахал мар пĕтернĕ, 75-шне тыткăна илнĕ. "Мальгофа йышăннă хыççăн Берлин енне кашни минометран 15-шер хут петĕмĕр", - тенĕччĕ атте.
Берлин урамĕсенчи кашни çуртшăн хаяррăн çапăçса полк апрелĕн 29-мĕшĕнче Рейхстаг патне пырса тухнă. Чăваш ачин Мускав патĕнче пуçланнă çапăçу çулĕ майăн 2-мĕшĕнче Берлинта вĕçленнĕ. Рейхстагăн чул стени çине хăйĕн ятне çырса хăварнă вăл.
"Çарти юлташа Федор Николаева! - вулатпăр Совет Союзĕн маршалĕ Г.Жуков тата Телегин генерал-лейтенант алă пуснă хута. - СССР Аслă Канашĕн XII Сессийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн эсир Хĕрлĕ Çартан демобилизациленсе Тăван çĕршыва таврăнатăр.
...Халĕ, çĕнтернĕ хыççăн, Тăван çĕршыв сире киле, çемье, мăшăр, ачасем патне йыхравлать. Сирĕн вăрçă хĕçпăшалне ĕç хĕçпăшалĕпе улăштарма тивет. Заводра, колхоз уй-хирĕнче фронтри пекех тăрăшăр, ĕçлĕр. Тăван çĕршыва май килнĕ таран пулăшăр. Яланах малти ретре пулăр. Хĕрлĕ Çар салтакĕн тата социализмла патшалăх гражданинĕн ятне çÿлте тытăр".
Вăрçăран çĕнтерÿçĕ пулса таврăнакан салтака пил вырăнне панă сăмахсене Федор Николаев яланах асра тытнă. Чăваш ачи чăвашах çав, унăн чунĕ яланах ĕçре. Федор Николаевич вăрçăчченех тимĕрçĕре ĕçленĕ. Малтан - тăван ялĕнче, унтан - Чăваш ялхуçалăх сăнав станцийĕнче. Фронтран таврăнсан та юратнă ĕçех кÿлĕннĕ. Тăван яла Федор Николаевич 1945 çулхи ноябрьте таврăннă. 1964 çулччен, тивĕçлĕ канăва кайичченех, "Хĕрлĕ Октябрь", "Çĕнĕ пурнăç" колхозсенче, Çĕрпÿри тырă йышăнакан пунктра ĕçленĕ, анчах аллинче яланах сунтал пулнă... Ăна депутата темиçе хутчен суйланă. Шкулсене час-часах чĕннĕ. Ачасене вăрçă пирки сахал мар каласа кăтартнă вăл.
...Федор Николаевичпа мăшăрĕ Агния Прокопьевна ултă ача пăхса ÿстернĕ. Тăваттăшĕ вăрçăчченех çуралнă, иккĕшĕ кайран кун çути курнă. Тăван килте халĕ кĕçĕн ывăлĕ Алексей пурăнать.
- Атте-анне чĕртнĕ вучаха сÿнтерес килмест, - тет вăл. - Атте 85 çула çитиччен пурăнчĕ. Анне вăл вилнĕ хыççăн тепĕр çулталăкран çĕре кĕчĕ. Вĕсем лартнă çурт-хуралтăна йăлтах çĕнетрĕмĕр. Анчах атте тунă хапхана тивмерĕм. Çирĕп вăл, юписем чултан. Лартăр, атте-аннене аса илтерсе тăтăр!
В.БАГАДЕРОВА.
В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать