Уçă çыру
Чăваш Республикин хисеплĕ çыннисем!
Эпир, Чăваш наци конгресĕн Ваттисен канашĕн членĕсем - вăрçăпа тыл ветеранĕсем тата вăрçă ачисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ тапхăрта тĕнчери лару-тăру тата экономикăри кризисла пулăмсем çивĕчленнишĕн пăшăрханнине палăртатпăр.
Çĕршыв фашистла Германие çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине уявлать. Çав вăхăтрах Хĕвеланăçĕнчи чылай патшалăхра пирĕн халăхăн Çĕнтерÿ тÿпине чакарас тĕллевлĕ политика сарăлса пырать. Аслă вăрçă историне пăсса улăштарни фашизма çĕнĕрен чĕртсе ярас шухăшпа çыхăннă. Çакна Украинăри событисем уçăмлăн кăтартаççĕ.
Раççейĕн тĕнчипе паллă мирлĕ политики тата унăн тĕрекленсе пыракан оборона хăвачĕ хальхи агрессорсене канăç памасть, çĕр çинчи çутçанталăк саппасĕсен пысăк пайĕ Раççейĕн пулни те, Крым халăхĕ ыйтнипе çурутрав «килне» - Раççее - таврăнни те «анчăксене» вĕчĕрхеттерет…
АПШпа Хĕвеланăçĕнчи тарçисем пирĕн çĕршыва хирĕç калама çук анлă та пур енлĕ информаци вăрçине пуçласа ячĕç, политикăра тата экономикăра ăнланма çук санкцисем йышăнаççĕ. Çакă, паллах, Раççей экономикине сиен кÿретех ĕнтĕ.
Эпир, аслă ăру çыннисем, вăрçăпа вăрçă хыççăнхи юхăнчăка чăтса ирттернисем, ачаран выçлăхпа çукра ÿснисем, калама çук йывăр ĕçре пиçĕхнисем, каярах вара нумай нациллĕ йышра Тăван çĕршыв вăй илсе çунатланнине курса савăннă. Халăхсем пĕр шухăшлă, туслă, килĕшсе ĕçлесе пурăнсан темле йывăр саманта та çĕнтерме майсем пуррине лайăх пĕлетпĕр.
Пĕтĕм халăх уявĕ умĕн эпир сире, хаклă ентешсем, республикăра, пурнăçри, экономикăри чăрмавсене çĕнтерес тĕллевпе мĕнпур вăйсене пĕрлештерсе, анлă юхăма кар тăрса хутшăнма чĕнсе калатпăр. Çак ĕçре кашниех хăйĕн чи паха енĕсене кăтарттăр.
Чăн малтан унчченхи Совет Союзĕнчи мĕнпур халăхсемпе, çав шутра республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсемпе те, прогрессивлă этемлĕхпе пĕрле Çĕнтерĕвĕн чаплă юбилейне тивĕçлипе кĕтсе илĕпĕр. Хальхи тата пулас ăрусемшĕн хăйсен пурнăçне шеллемен паттăрсене аса илĕпĕр. Аслă Çĕнтерĕве Чăваш Енĕн ывăлĕсемпе хĕрĕсем те тивĕçлĕ тÿпе хывнине асра тытăпăр, фронта 208 пин ытла çын тухса кайнă, вĕсенчен 100 пин çын вăрçăран таврăнайман. 75 ентеш Совет Союзĕн Геройĕн чыслă ятне илнĕ, 54 пин çынна орденсемпе тата медальсемпе наградăланă.
Пирĕн мăн асаттесем, пиччесемпе аппасем вăрçăпа вăрçă хыççăнхи калама çук йывăр çулсенче заводсемпе фабрикăсенче, стройкăсенче, уй-хирпе фермăсенче кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ, фронта апат-çимĕçпе, кĕпе-тумтирпе, атă-пушмакпа, çапăçура кирлĕ мĕнпур вăрçă хатĕрĕпе тивĕçтерсе тăнă, Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.
Анчах Çĕнтерÿ кунĕ умĕн обществăн чылай пысăк пайĕн çĕршыв шăпишĕн тата тулăх пурнăçшăн яваплăх туйăмĕ чакса пынине палăртмасăр хăвараймастпăр. Общество кĕске вăхăтрах халсăрланчĕ, нумайăшĕн сÿрĕклĕх, юлхавлăх, çавăнпа пĕрлех салатма хатĕр туйăм çуралчĕ.
Чăваш халăхĕ яланах ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл енчен, культура пуянлăхĕсене упраса хăварнипе палăрса тăнă.
Эпир обществăпа бизнеса тата влаçа пĕрлештерсе пĕтĕм вăя кризиса хирĕç йышăнакан мерăсене пурнăçлама чĕнсе калатпăр.
Çĕршыв Президенчĕ В.В.Путин тытса пыракан шалти тата тулашри политикăна ырлатпăр, республикăна малалла аталантарас тĕлĕшпе Чăваш Ен ертÿçисем тăвакан ĕçсене ырласа йышăнатпăр.
Çамрăксене тата çитĕнекен ăрăва ĕçе хăнăхтарса ÿстерес, вĕсен ăс-хакăлпа шухăш-кăмăлне тата патриотлăх туйăмне вăйлатас ыйтусем чи малти вырăна тухса тăраççĕ.
Республикăри çитĕннĕ кашни çын ĕçри тăрăшулăхпа, йĕркелĕхпе, культурăпа, тавралăха тирпейлĕ тытнипе ырă тĕслĕх кăтартма тивĕç.
Хальхи лару-тăру рынока патшалăх енчен витĕм кÿрессине вăйлатма, финанс ресурсĕсене экономикăн чи кирлĕ отраслĕсене, уйрăмах ялхуçалăхне, аталантармашкăн яма хистет.
Уявсене ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илес йăла пирĕн халăхра мĕн авалтан пырать. Атьăр-ха Çĕнтерÿ ячĕпе йывăç та ытларах лартас, çĕнĕ скверсем уçас, çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерес тĕлĕшпе пĕтĕм вăя пĕрлештерер. Çакă çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тытса пырас ĕçре пысăк тÿпе пулĕ. Ун çинчен çĕршыв Президенчĕ сахал мар асăрхаттарнă. Раççей аталанăвĕ тата вăй-хăвачĕ - ĕçре.
Чăваш наци конгресĕн Ваттисен канашĕ.
Комментировать