- Чăвашла верси
- Русская версия
Хĕлле Сăртан шыв ĕçсен те чирлемен
Вăрнар районĕнчи Юпшик Ялтăра ялĕнче çуралнă Ольга Африканова Аçăмçырминче тĕпленнĕ мăнукĕн çемйинче пурăнать. Унта - куç тулли савăнăç. Пÿрте мăнукĕн виçĕ ачин сасси хаваслăхпа тултарать. Тулăх пурнăçпа савăннă чухне иртнине, йывăр тапхăра, аса илес те килмест ахăртнех. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ вăхăтра никама та çăмăл пулман çав. Арçынсемпе каччăсем фашистсемпе юн тăкса çапăçнă, тылрисем кунне-çĕрне пĕлмесĕр тар юхтарнă...
Вăрçă пуçланнă çул Ольга Африкановна 18 çулта çеç пулнă. Пурнăçĕнчи чи савăк тапхăрпа киленес вырăнне унăн йывăр ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Ун чухне вăрçă никама та уйăрман, никама та шеллемен. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пурте тăрăшнă.
- Нимĕçсем Совет Союзне тапăнса кĕнĕ кун эпир колхоз правленийĕ умĕнче тăраттăмăр. Уйкас Ялтăраран пĕр çын чупса килчĕ те вăрçă пуçланнине пĕлтерчĕ. Хĕрарăмсем хурланса йĕчĕç. Каçхине вăййа тухсан та çамрăксем вăрçă пирки пуплерĕç. «Пире те илсе каяççĕ ĕнтĕ. Эпир те пĕтетпĕр», - калаçрĕç каччăсем. Пĕрле выляса ÿснĕ яшсене 1942 çулта илсе кайрĕç. Нумайăшĕ таврăнаймарĕ... - калаçăва пуçларĕ тыл ĕçченĕ.
Вăрçа тухса кайнисен йышĕнче Ольга Африкановнăн чун савнийĕ Николай та пулнă. Каччă фронтран ун патне виçкĕтеслĕ икĕ çыру яма ĕлкĕрнĕ. Чун савакан çынни вăрçă хирĕнче пуç хунине Ольга каярахпа çеç, ялта кун пирки хыпар тухсан, пĕлнĕ.
Ольга Африкановна çав çул колхозра ĕçлесе çу каçнă. Кĕркунне ăна Хĕрлĕ Чутай тăрăхне окоп чавма илсе кайнă. Малалла вулас...
Комментировать