Вĕсен паттăрлăхĕ вилĕмсĕр

7 Мая, 2015

Кашни çемьен хăйĕн паттăрĕсем. Пирĕн асатте-асанне, кукаçи-кукамай Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă... Пĕрисем хаяр çак 4 çула утса тухнă, теприсем юнлă çапăçура пуç хунă... Çапах вăрçă асаилĕвĕсем кашни çемьерех - вĕсен ачисем, мăнукĕсем пĕлнинче, фронтран янă çырусенче, сăнÿкерчĕксенче - упранаççĕ. Шел те, пĕлĕтсем евĕр шăвакан çулсем иртнĕ май ветерансен йышĕ чакса пырать. Паттăрсемпе пĕрлех хаяр вăрçă саманчĕсем те манăçа тухаççĕ. Çак тĕллевпех Раççейре «Вилĕмсĕр полк» акци иртет. Мĕн вăл - «Вилĕмсĕр полк»? Патриотизм проекчĕн тĕллевĕ - вăрçă хирĕнче пурнăçран уйрăлнисене сума сăвасси, асаилÿсене упраса хăварасси. Пĕрремĕш хут 2012 çулта Томскра йĕркеленнĕскерте 7 пин ытла çын ашшĕн, аслашшĕ-кукашшĕн сăнÿкерчĕкĕсене йăтса урамсем тăрăх утнă. 2013 çулта вара Новосибирскра, Екатеринбургра, Чулхулара тата ытти вун-вун хулара пурăнакан 120 пин çын хăйсен паттăрĕсене асра тытса акцие хутшăннă.

«Вилĕмсĕр полк» ретне кашниех тăма пултарать. Акцие хутшăнма кăмăл тунисен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă салтаксен сăнÿкерчĕкне пичетлесе штендер хатĕрлемелле. Çапла майпа вăрçă паттăрĕсен сăнне кашниех курма пултарать. Кăçал хулари «Листок» типографи 4 пин сăнÿкерчĕке тÿлевсĕрех пичетленĕ. Сăмах май, ытти çĕрте - Раççейри 1100 хулара тата 15 ют çĕршывра - хатĕр штендершăн 350 тенкĕ кăларса хума тивĕ.

Интернетра moypolk.ru сайт ĕçлет. Унта кашниех регистрациленсе çемье паттăрĕсем çинчен мĕн пĕлнине çырма пултарать. «Контактра» соцсетьре те «Вилĕмсĕр полк. Шупашкар» ушкăн пур. Хальлĕхе унта 256 çын кăçалхи акцие хутшăнассине, 201 çын май пулсан пырассине пĕлтернĕ. «Вилĕмсĕр полк» Чăваш Республикинче виççĕмĕш хут йĕркеленĕ. Хальхинче акцие хутшăнма кăмăл пуррисен майăн 9-мĕшĕнче Республика тÿремĕнчи Ленин палăкĕ умне 12 сехет те 30 минутра пухăнмалла. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.