Ĕçпе тивĕçтерекенĕн «Харпăр хăй пÿлĕмĕ»
Ĕç паракансене кирлĕ специалистсене, ĕç шыракансене тивĕçлĕ вырăн кĕске хушăра тупмашкăн меллĕрех пултăр тесе Федерацин ĕç тата ĕçлев служби /Раççей Федерацийĕн Ĕç министерстви/ информацин ятарлă «Раççейри ĕç» порталĕнче /http://www.trudvsem.ru/ - унта 1,5 млн яхăн ваканси шутланать - «Харпăр хăй пÿлĕмĕ» /«Личный кабинет»/ сервис йĕркеленĕ.
Асăннă портал Раççей Федерацийĕн Ĕç министерствин официаллă ресурсĕ шутланать, унăн тĕллевĕ - граждансене тата ĕçпе тивĕçтерекенсене Раççей Федерацийĕнчи ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕ пирки пĕлтересси. Портал патшалăх пулăшăвне электрон мелпе тивĕçме май парать тата пĕтĕм Раççейри вакансисен унта вырнаçтарнă банкĕпе тата ĕç шыракансен банкĕпе пурне те çийĕнчех паллашмашкăн май туса парать.
Информацин çĕнĕ сервисĕн «Харпăр хăй пÿлĕмĕ» порталĕпе усă курса ĕç шыракан е унпа тивĕçтерекен консультаци илес тĕллевпе электрон почти пулăшнипе ĕçлевĕн кирек хăш центрĕпе те çыхăнма пултарать.
Порталта регистрациленме ансат: заявлени-анкетăна çырса тултармалла. Ыйтусене йĕркелеме ирĕк илмелли процедурăна ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн унпа усă курма тивĕç çынна авторизаци валли логин тата пароль параççĕ.
2013 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче Раççей Федерацийĕн Ĕç министерствин селектор канашлăвĕнче тухса калаçнă май асăннă тытăм ертÿçин çумĕн тивĕçне пурнăçлакан Е.А.Сулягина çакна палăртнă: ку кÿртĕм организацисен представителĕсене çĕнĕ вакансисем пирки информацисене пичетре хăйсем тĕллĕн вырнаçтарма, вĕсене йĕркелесе тăма, улшăну кĕртме, пăрахăçлама, материалтан кăларса пăрахма, ĕç шыракансемпе «Тепĕр енлĕ çыхăну» сервис пулăшнипе хутшăнма, çавăн пекех вырнаçтарнă вакансисен пахалăхĕпе туллилĕхĕ портала кĕрекенсене тивĕçтернин мониторингĕн кăтартăвĕсемпе паллашма май парать.
Порталта регистрациленме кирлĕ услови - ĕçпе тивĕçтерекенĕн электрон почтин адресĕ пурри. Çакна унăн ĕçлев службин органне пырсан пĕлтермелле. Енчен те вăл ку тытăмран халĕччен пулăшу ыйтман тăк е ыйтнă пулсан та электрон почтин адресне кăтартмасан регистраци тытăмĕ ĕçпе тивĕçтерекене «Харпăр хăй пÿлĕмне» активизацилеме чăрмантарать. Çапла туни организаци пирки пĕлсе тăрсах тĕрĕс мар кăтартусем пичетлессинчен хăтарать. Раççей Федерацийĕн Ĕç министерствин хаклавĕ тăрăх - служба органĕсенче 130 пине яхăн ĕçпе тивĕçтерекен регистрациленнĕ, вĕсен 30 проценчĕ кăна электрон почтин адресне палăртнă.
«Харпăр хăй пÿлĕмне» йĕркелеме полномочи пур ĕçпе тивĕçтерекенсем вакансисене «Раççейри ĕç» порталта вырнаçтарсан кăтартусене вакансисен пĕтĕм Раççейри банкне тÿрех кĕртеççĕ.
Комментировать